Ырсем Ольга Ивановна

Ырсем Ольга Ивановна (паспортри хушамачĕ Иванова-Шестипалова, 1892 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕ, Куснар ялĕ, Шупашкар уесӗ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районне кĕрет) — 1979 çулхи çурлан 3-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР) — чăваш халăх артисчĕ[1].

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1933), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1945 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1957 ç.), Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерĕ, Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине çырса кĕртнĕ (1967).

Биографи

1892 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче Шупашкар уесӗнчи Куснар (халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районне кĕрет) ялĕнче çуралнă.

Ольга Ивановна чăваш театрне пуçарса яракансенчен пĕрри шутланать. А. Н. Островский пьесипе лартнă «Ху пурăнас килнĕ пек ан пурăн» пĕрремеш спетакльте вылянă.

Театр сцени çине тухиччен ялта ачасене вĕрентнĕ, Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

1979 çулхи çурлан 3-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Ольга Ивановна питĕ нумай театрта сăнарсем калăпланă, вылянă чухне те вăл çынсене, пулнипе тĕлĕнтернĕ. Вăл хăй ырă кăмаăллă, тараватлă пулнăран, ăна час-часах юлташĕсем ырă çын, ырсем тесе каланăран, Иванова-Шестипалова хушамата 1957 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Ырсем çине улăштарнă. Ку хушаматпа ăна пĕтĕм Чăваш патшалăхĕпех ырă сунса асăнса пурăнаççĕ.

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче çĕр ытла сăнара вылянă. Куракансене вăл Сетнер амăшĕ (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Куккук çаплах авăтать», 1974) сăнарĕсенче яланах асра юлнă.

Сцена çинче 1978 çулчен вылянă.

Асăнмалăх

1992 çулта Ольга Ивановна Ырсем çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа вăл çуралса ӳснĕ кил вырăнĕ умĕнче асăну чулне лартнă.

Вуламалли

  • Театральная энциклопедия. Том 6/Глав. ред. П. А. Марков - М.: Советская энциклопедия, 1967. - 1136 стб. с илл., 8 л. илл.

Ӑнлантарусем