Матросов Юрий Петрович

Матросов Юрий Петрович (ҫур. 1947 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ, Ҫӗньял Чурачӑк, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин тата Раҫҫейӗн живописецӗ, театр художникӗ тата дизайнерӗ. Чӑваш Республикин халӑх художникӗ (2002), Чӑваш Республикин (1997) тата Пушкӑртстан Республикин (1990) тава тивӗҫлӗ художникӗ. СССР Художниксен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1986), Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.[1][2]

Пурнӑҫӗ

1947 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Шупашкар районне кӗрекен Ҫӗньял Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ[3].

1970 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн, 1972—1980 ҫулсенче «Чувашсельхозпроект» проект институчӗн архитектура тата строительство уйрӑмӗнче архитектура макечӗсене хатӗрленӗ.

1980—1982 ҫулсенче Шупашкарти ачасен 2-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗрентекен пулнӑ.

1982—1987 ҫулсенче РСФСР Художество фончӗн Чӑваш предприятийӗнче художник-проектировщик пулса ӗҫленӗ.

1989—1995 ҫулсенче хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле музейсемпе куравсене илемлетмелли «Музей» пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленӗ.

Чӑваш Художниксен пӗрлӗхӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ (1987—1989). 1993—1996 ҫулсенче Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн яваплӑ секретарӗ, унтан правлени председателӗ пулса ӗҫленӗ.

1994 ҫултан пуҫласа 2025 ҫулччен К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп художникӗ пулса ӗҫленӗ[4][5].

2000-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Шупашкартан 23 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ тӑван ялӗнче пурӑнса ӗҫлет. Унта вӑл ашшӗ-амӑшӗн килне ҫӗнетсе хӑйӗн валли пултарулӑх лаҫҫи тата хайлавсене упрамалли вырӑн хатӗрленӗ.

Пултарулӑхӗ

Матросов пултарулӑхӗ живопись, графика, театр декорацийӗсен ӳнерӗ, декоративлӑ-прикладной ӳнер (металл туптани, йывӑҫ касни), скульптура енӗпе палӑрать. Унӑн ӗҫӗсенче халӑх йӑли-йӗрки, истори, фольклор тата пурнӑҫ курӑнса тӑрать.

Ю. П. Матросовӑн пултарулӑхне чи малтан 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче металл туптанинчен тата йывӑҫ каснинчен пуҫланнӑ.

Куравсенче малтанхи ӗҫӗм — йывӑҫран касса хатӗрленӗ «Сӗтел хушшинче» ятлӑ ӗҫ, ӑна 1973 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Горький тата Чулхула облаҫӗсен, Мари, Мордва, Тутар тата Чӑваш АССР ҫамрӑк художникӗсен пултарулӑх куравӗнче кӑтартнӑччӗ. — Юрий Петрович Матросов

Живописьри юратнӑ жанрӗ — романтика туйӑмӗпе тулнӑ ял пейзажӗ. Вӑл тӑван енӗн сӑртлӑ-туллӑ тавралӑхне, симӗс лаптӑксене тата уй-хирсене историпе тата символсемпе ҫыхӑнтарса кӑтартать. Художникшӑн ҫутҫанталӑк — чи аслӑ вӑй тата ӑс паракан[6]. Художникӑн нумай хайлавӗнче халӑх йӑли-йӗрки курӑнать, композицисенче ял ҫыннисен сӑнарӗсем хӑйсен вырӑнне аван тупаҫҫӗ. Критиксем ҫакна палӑртаҫҫӗ:

Кашни пӗчӗк пай шухӑшпа пӗрлешсе тӑнине пула вӑхӑтсемпе ӑрусен ҫыхӑнӑвне, халӑхӑн авалхи ӗненӗвӗсемпе паянхи пурнӑҫне туйса илме пулать. Чӑваш живопиҫӗнче ку темӑна кун пек туллин уҫса пани халиччен пулман та пуль[7].

Ю. П. Матросовӑн хайлавӗсем Чӑваш Республикин тата Пушкӑртстан Республикин музейӗсенче (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Чӑваш наци музейӗнче, К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче, «Бичурин тата хальхи самана» музейӗнче тата ыттисенче) упранаҫҫӗ.

Музейсемпе куравсен проекчӗсем

  • Чӑваш республикин таврапӗлӳ музейӗн (хальхи Чӑваш наци музейӗ) яланхи экспозицийӗ, Шупашкар. 1983;
  • Вӑрман сыхлавӗн музейӗ (1984, Шӑмӑршӑ ялӗ);
  • А. Г. Николаев космонавтика музейӗ (1985, Шуршӑл ялӗ);
  • Ҫӗспӗл Мишши музейӗ (1984, Ҫӗспӗл ялӗ).
  • К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ (1990, Шупашкар);
  • К. В. Ивановӑн мемориаллӑ кил-музейӗ (1990, Слакпуҫ ялӗ, Пушкӑртстан Республики);
  • Тӗнчери суту-илӳпе промышленность куравӗнчи Чӑваш Республикин экспозицийӗ (1991, Познань хули, Польша).
  • Ҫӑкӑр музейӗ (1994, Патӑрьел ялӗ);
  • И. Я. Яковлевӑн мемориаллӑ музейӗ (1997, Кӑнна Кушки ялӗ, Тутарстан Республики).
  • «Бичурин тата хальхи самана» музейӗн экспозицийӗ (2017, Кӳкеҫ посёлокӗ).

Куравсем

Тӗп куравсем:

  • 1973 ҫул — Ҫамрӑк художниксен пӗрремӗш зона куравӗ (Шупашкар),
  • 1980 ҫул — ЦДХ-ри Чӑваш енӗн сӑнарлӑ ӳнерӗ (Мускав),
  • 1985 ҫул — «Пысӑк Атӑл» ӳнер куравӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Шупашкар.
  • 1997 ҫул — «Художник — театр» (Шупашкар),
  • 2003 ҫул — «Пысӑк Атӑл» вырӑнти ӳнер куравӗ (Чулхула),
  • 2024 ҫул — «ШУПАШКАР ТАВРАШ-2024» регионсен хушшинчи курав (Шупашкар)[8].
  • 2026 ҫул — «Атӑлҫи Пӑлхар: патшалӑхӑн чӑн-чӑн тата сцена ҫинчи историйӗ» курав (Шупашкар)[9][10].

Харпӑр куравсем:

  • 1980 — Ю. Ю. Ювенальевпа пӗрле (Шупашкар);
  • 1994 — Н. М. Балтаевпа пӗрле (Чӗмпӗр);
  • 1997 — 50 ҫул тултарнине халалланӑ курав (Шупашкар);
  • 2005 — «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» музейӗнчи курав (Кӳкеҫ посёлокӗ);
  • 2017 — 70 ҫул тултарнине халалланӑ курав (Кӳкеҫ посёлокӗ);
  • 2022 — 75 ҫул тултарнине халалланӑ «Ӗмӗрсен ҫыхӑнӑвӗ» курав (Кӳкеҫ посёлокӗ);

Хисепӗсем

  • Чӑваш комсомолӗн Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗ (1986);
  • Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (1990);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (1997);
  • Литература тата ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1999);
  • «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн республика конкурсӗн лауреачӗ (2000, 2006);
  • Чӑваш Республикин халӑх художникӗ (2002).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ӳнер музейӗ. artmuseum.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫун 8-мӗшӗ.
  2. ^ Матросов Юрий Петрович. Arthive.
  3. ^ Шупашкар районӗн культура тӗнчи. ecokygesi.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫун 8-мӗшӗ.
  4. ^ Матросов Юрий Петрович. Чӑваш Республикин наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  5. ^ Театр историйӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  6. ^ Юрий Матросовӑн ӗҫӗсем. www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫун 8-мӗшӗ.
  7. ^ Викторов Ю. В. Одухотворенный мир художника // Юрий Матросов : Альбом. — 2005. — .
  8. ^ «ШУПАШКАР ТАВРАШ-2024» курав. Чӑваш Республикин наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  9. ^ «Атӑлҫи Пӑлхар: патшалӑхӑн чӑн-чӑн тата сцена ҫинчи историйӗ» курав уҫӑлни. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  10. ^ «Атӑлҫи Пӑлхар: патшалӑхӑн чӑн-чӑн тата сцена ҫинчи историйӗ» курав. Чӑваш наци музейӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Матросов, Ю. П. Юрий Матросов : Живопись. Графика. Сценография. Художественное проектирование. Прикладное искусство : [кн.–альбом] / Юрий Матросов ; [текст Ю. Викторова и др.]. – Чебоксары : Чувашия, 2005. – 111 с. : цв. ил., фот., портр. – (Художники Чувашии).
  • Матросов, Ю. П. Сăнарсене пурнăçра шырать / Ю. П. Матросов ; Н. Иванова калаçнă // Хресчен сасси. – 2000. – 18 янв.
  • Филиппова, Л. 50 çул вăл – паллă çул / Л. Филиппова // Хыпар. – 1997. – 13 нарăс.
  • Чикмякова, С. Илемлĕх туйăмĕ ан çухалтăр / С. Чикмякова // Çĕнтер- çулĕ (Вăрнар р–нĕ). – 2006. – 20 çу. – С. 5.
  • Эктел, В. Чи тĕплĕ роль / В. Эктел // Хыпар. – 1997. – 12 нарăс.
  • Викторов, Ю. Дизайнер, живописец, сценограф / Ю. Викторов // Чăваш ен. – 1997. – 8–15 февр. (№ 6). – С. 9.
  • Викторов, Ю. Один из ведущих дизайнеров / Ю. Викторов // Тăваньен (Шупашкар р–нĕ). – 1997. – 8 нарăс.
  • Матросов, Ю. Юрий Матросов : «Я – миллионер» / Ю. Матросов ; записала А. Юрату // Чебоксар. новости. – 2001. – 7 апр. – С. 3.
  • Театральный роман художника // Чебоксар. новости. – 1997. – 13 февр.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем