Николаев Владислав Владимирович
Николаев Владислав Владимирович (ҫур. 1954 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ[1][2], Сĕлескер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин, Раҫҫейӗн ювелирӗ, медальерӗ, геральдисчӗ, Чăваш Республикин кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсене ӑсталанӑскер, РФ ӲП членӗ, ЧР геральдика комиссийӗн пайташӗ, Раççей Федерацин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ.
Пурнӑҫӗ
В. В. Николаев 1954 çулхи пушăн 7-мĕшĕнче чăваш-вырăс çемьинче, Çĕрпӳ районĕнчи Сĕлескер ялĕнче. Çичĕ çул тултарсан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Шупашкара пурăнма куçнă. Шкулта вĕреннĕ чухне открыткăсене, вак укçана, чыславсене, почтă марккисене коллекциленĕ, тĕпченĕ. 1974 çулта, çарти хĕсмете пурнăçласан, Владислав Николаев виçĕ çул БАМ тунă çĕрте, Усть-Илимск ГЭС — Тайшет хушăра ЛЭП-500 туртса электромонтажник пулса ĕçленĕ.
1977 çулта ЧППИ ӳнер-графика факультетне (В. Б. Щербаков патĕнче) вĕренме кĕнĕ. Каярах паллă ӳкерçĕсемпе (Н. П. Карачарсков, П. Г. Григорьев-Савушкин тата ур.) паллашнă, вĕсемпе пĕрле темиçе хутчен те этюдсене ӳкерме çӳренĕ. 1980-мĕш çулсен варринче Николаев ювелир ĕçĕпе (çаплах металпа), медальсемпе тата геральдика паллисемпе хăтланма тытăннă.
Хальхи вӑхӑтра Владислав Владимирович Чăваш Республикинче чи лайӑх медальерӗ тата декораципе прикладной художникӗ хушшинче тӑрать.
Пултарулăхĕ
1980—1990 ҫулсенче Николаев ӳнерҫӗ-ювелир пек ӗҫленӗ, саккассемпе пултарулӑх ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ӑна РФ Художниксен союзӗн членне йышӑннӑ. Республикӑри, таврари регионсен тата Пӗтӗм Раҫҫейри куравсене тӑтӑшах хутшӑнать.
Владислав Николаев пултарулӑхӗн уйрӑмлӑхӗ: вӑл награда паллине хатӗрлесе пурнӑҫламалли мӗнпур операцине — форэскизран пуҫласа тулли тираж таранах — пурнӑҫлама пултарни. Яваплӑ заказсене пурне те хаклӑ металсенчен (ылтӑнран, кӗмӗлтен) тата чулсенчен (бриллиант, рубин) хатӗрлет.
1996 ҫулта Чернобыльти инкек пулса иртнӗрен вунӑ ҫул ҫитнӗ тӗле художник «Чернобыль» Союз валли икӗ паллӑсен эскизӗсене пурнӑҫланӑ («Чернобыль» союзӑн Хисеплӗ пайташӗн кӗмӗл палли тата ҫак Союзӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнине палӑртакан паллӑ), каярах — Раҫҫейӗн инкеклӗ лару-тӑру министерствишӗн пилӗк наградӑпа паллӑ.
Николаев пурнӑҫланӑ пӗрремӗш патшалӑх саккасӗсенчен пӗри Чӑваш Республикин чи аслӑ хисеплӗ ячӗ — Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ (1996) — кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ пулса тӑнӑ. Унӑн никӗсӗнче — 585 пробӑллӑ ылтӑнран хатӗрленӗ республика гербӗллӗ диск формиллӗ, 25 мм диаметрлӑ рельефлӑ ӳкерчӗк.
2003 ҫулта конкурсра ҫӗнтерсе материалпа Чӑваш Республикин президенчӗн должноҫ паллине тата астӑвӑм паллине хатӗрленӗ. Кашни паллӑн никӗсӗнче — пӗр-пӗрин ҫине чалӑшшӑн хунӑ сакӑр вӗҫлӗ хӗреслӗ (Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи финн-угор халӑхӗсен Хӗвел символӗ) ҫӑлтӑр. Варринче 33 мм диаметрлӑ ҫавра ылтӑн медальон, ҫиелтен Чӑваш Республикин Патшалӑх гербне вырнаҫтарнӑ. Президент ҫӑлтӑрӗ тавра чӑваш хӑмли хунавӗсене ҫавӑрса илнӗ, вӑл ҫирӗп сӑнчӑрпа ҫыхӑнать. Сӑнсӑрвунвиҫӗ ҫӑлтӑр евӗрлӗ кӑткӑс формӑллӑ сыпӑкран тата ҫыхӑнтаракан пайсенчен тӑрать. Астӑвӑм паллин ҫӑлтӑрне тӳрӗ кӗтеслӗ каска е хӑю ҫумне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Тĕп ӗҫӗсем
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден;
- Колье «Хмель». 1995.
- Серебряный знак Почётного члена Союза «Чернобыль». 1996.
- Знак занесения в Книгу Почёта Союза «Чернобыль». 1996.
- Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕн кăкăрçи палли. 1996.
- Дарственный ковш «Çул курки — На посошок». 2000. Кĕмĕл, скань, сердолик.
- «Çĕнтерни 60 çул» декораци вази 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.. 2000 г. (в соавт. с Ю. В. Жульевым). Собр. ЧГХМ, Чебоксары.
- Чăваш Республики президенчĕн ĕçлĕх тата асăнмалăх палли. 2003.
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден
- «Юратупа шанчăклăх» орденĕ. 2010.
- Паллă мар «Телесериал на Тв3».2017-çу-15.
Хисепӗсем
- «Байкал-Амур магистральне тунăшăн» медаль (1977);
- Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (1997);
- Раççей Федерацин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2003);
- Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2007, 2014);
- Чăваш Республикин халӑх художникӗ (2011);
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден;
- «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитни» асӑну медалӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Ювелирных дел мастер // Советская Чувашия. 3.06 2010.
- Наталия Титова. При оружии и наградах // Вишнёвый сад. № 7. 2010.
Каҫӑсем
- Произведения В. В. Николаева в Чувашском государственном художественном музее 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ..