Данилов Анатолий Васильевич
Данилов Анатолий Васильевич (ҫур. 1954 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, Çĕнĕ Туканаш ялĕ) — чӑваш художникӗ,педагог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1997).
40 ытла ӗҫ авторӗ, ҫав шутра теори тата методика енӗпе сӑнарлӑ ӳнере вӗренмелли 8 вӗренӳпе методика пособийӗ авторӗ. Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн (1990) тата Абхази Республикин «Апсны-арт» никама пӑхӑнман художниксен пӗрлешӗвӗн (2014) пайташӗ.
Пурнӑҫӗ
1954 çулхи юпан 7-мӗшӗнче Чăваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялĕнче çуралнӑ.
Пӗлӳ илни
1980 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ) ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1977 ҫулта Эгер педагогика институтӗнче (Венгри) стажировкӑра пулса 1980 ҫулта ӳкерчӗк кафедринче «Эгер хулипе ун таврашӗнчи пейзажсем» темӑпа диплом ӗҫне пурнӑҫланӑ. 1985—1989 ҫулсенче Мускав патшалӑх педагогика институчӗн аспирантуринче живопись кафедринче вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑсчах степеньне тивӗҫме «Проблема взаимосвязи обучения, воспитания и развития творческих способностей студентов 1-2 курсов художественно-графических факультетов педвузов на занятиях по живописи» темӑпа диссертаци хӳтӗленӗ[1].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
1980 ҫултанпа И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренет: преподаватель, аслӑ преподаватель, доцент (1999); 2003—2013 ҫулсенче — художествӑпа графика факультечӗн деканӗ, 2012 ҫултанпа — живопись кафедрин профессорӗ, 2013 ҫултанпа — декораципе прикладной ӳнер тата сӑнарлӑ ӳнер вӗрентӗвӗн методики кафедрин профессорӗ, 2015 ҫултанпа — декоративлӑ-прикладной ӳнерпе ӑна вӗрентес методика кафедрин профессорӗ[2].
Ҫав хушӑрах Анатолий Васильевич сӑнарлӑ ӳнерпе ӗҫленӗ. Тӗнче шайӗнчи, пӗтӗм Раҫҫейри, зонӑллӑ тата республикӑри ӳнер куравӗсене хутшӑннӑ. 1978 ҫулта пултарулӑха кӳленнӗ май Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Мари Элте, ҫавӑн пекех чикӗ леш енче — Францире, Германире тата Венгрире 40 ытла хӑйӗн куравне ирттернӗ. Вӑл 3500 ытла ӗҫ пурнӑҫланӑ, вӗсем Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи музейсенче упранаҫҫӗ: Абхазире, Бельгире, Болгарире, Венгрире, Голландире, Италире, АПШра, Турцире, Финляндире тата Францире[3].
Вӑл пуҫарнипе 2000 ҫулта Хӗрлӗ Чутай ӳнер галерейи уҫӑлнӑ, вӑл Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗн гербӗн (1995) тата ялавӗн (2000) авторӗ шутланать. 2001 ҫулта А. В. Данилов «Сӑр сӑмсахӗ» ятлӑ художниксен пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленӗ[4], унта Чӑваш педагогика университечӗн художествӑпа графика факультечӗн педагогӗсем — Н. Г. Егоров, М. Г. Григорян, В. Н. Пономарёва, В. Я. Медведев, К. А. Долгашёв, Ю. Н. Романов, Г. В. Козлов, В. В. Загретдинов тата В. Н. Семёнов — кӗнӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра пултарулӑх ушкӑнӗ ҫулсерен Хӗрлӗ Чутай районне кайса килет, ҫак ушкӑнти ҫынсем хатӗрленӗ чылай пейзажа Хӗрлӗ Чутайри ӳнер галерейине парнеленӗ.
Ӗҫӗсем
Раҫҫей Федерацийӗн Вӗренӳ министерстви йӗркеленнӗренпе 200 ҫул ҫитнӗ тӗле Анатолий Васильевич Раҫҫей вӗрентӳ министрӗсен портречӗсен галерейине ӳкренӗ[5].
Паллă ĕçĕсем
- «Çу. Çурла уйăхĕ» (Лето. Август, 1985);
- «Кун иртрĕ, çу вĕçленчĕ» (Конец дня, конец лета, 1986);
- «Вĕçленмен вăрçă» (Незаконченная война, 1995);
- «Петĕр Ялкир сăвăç» (Поэт Пётр Ялгир, 1997);
- «Анне» (Мама, 1998);
- «Шупашкар. Кивĕ хулари хĕл» (Чебоксары. Зима в старом городе, 1998);
- Элĕк ен гербĕ, Элĕк ен ялавĕ.
Хисепӗсем
- «Халӑха ҫутта кӑтарас ӗҫӗн отличникӗ» (1996);
- «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ» (2000);
- Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2000);
- «Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (2011);
- Чӑваш Республикин халӑх художникӗ (2017);
- Чӑваш Республикин Хисеп хучӗ (2022);
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2024)[6].
Ӑнлантарусем
- ^ Автореферат диссертации кандидата педагогических наук. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Художники и архитекторы: Данилов Анатолий Васильевич. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Данилов Анатолий Васильевич. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Творческие бригады художников Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Данилов, Анатолий Васильевич (живописец; 07.10.1954) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ Олег Николаев наградил Медалью Ордена «За заслуги перед Чувашской Республикой» народного художника Чувашии Анатолия Данилова (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики (2 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.