Рыбкин Анатолий Петрович

Рыбкин Анатолий Петрович (ҫур. 1949 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин тата Раҫҫейӗн художник-живописецӗ, Раҫҫейри ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ (2011), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (2009), Чӑваш Республикин халӑх художникӗ (2005), Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2018)[1][2][3].

Пурнӑҫӗ

1949 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралнӑ[1][3]. Нарат Чаккинчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. 1964 ҫулта Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш номерлӗ ГПТУна вӗренме кӗнӗ, унта 1966 ҫулта сӗтел-пукан ӑсталакан столяр специальноҫне алла илнӗ, ун хыҫҫӑн 1969 ҫулччен Удмуртири Сарапулти вӑрман комбинатӗнче ӗҫленӗ[4][5].

Каярахпа Шупашкарти ӳнер училищинче (преподавателӗсем Р. М. Ермолаева, В. С. Гурин) пӗлӳ илнӗ, ӑна 1973 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1979 ҫулта Ленинградра СССР Ӳнер академийӗн И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институчӗн живопись факультетне питӗ лайӑх паллӑсемпе (хӗрлӗ дипломпа) вӗренсе пӗтернӗ, унта унӑн преподавателӗсем А. Д. Зайцев тата В. В. Соколов пулнӑ[1]. А. И. Герцен ячӗллӗ Ленинградри педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ тата РСФСР Художникӗсен пӗрлӗхӗн Ленинградри уйрӑмӗн ҫамрӑк художниксемпе ӳнер тӗпчевҫисен организацийӗн пултарулӑх лаҫҫинче вӑй хунӑ.

1980 ҫулта Мускавра иртнӗ Олимп вӑййисене илемлетекен художник пулса ӗҫленӗ[1]. 1982 ҫултанпа — СССР Художникӗсен пӗрлӗхӗн стипендиачӗ, ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫулҫӳревре пулнӑ (Астрахань облаҫӗ, Чукотка, Балтикаҫум, Крым, Казахстан, Кавказ). 1988 ҫултан пуҫласа 1991 ҫулччен Красноярскри СССР Ӳнер академийӗн Ҫӗпӗрпе Инҫет Тухӑҫри уйрӑмӗнче Раҫҫейӗн халӑх художникӗ А. П. Левитин академик ертсе пыракан живопиҫӗн пултарулӑх лаҫҫинче стажировкӑра пулнӑ. 1991 ҫулта Санкт-Петербурга таврӑннӑ[1][5].

1993 тата 1995 ҫулсенче ӑна Францие чӗннӗ, унта вӑл Провансри художниксен тӗнче шайӗнчи ӳнер лаҫҫинче ӗҫленӗ[5].

Пултарулӑхӗ

1985 ҫулта «Земля Астраханская» тата «Люди Чукотки» ӗҫсен ярӑмӗшӗн Рыбкин А. П. Ленинград Комсомолӗн премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ[4].

1998 ҫулта Мускаври Патшалӑх Третьяков галерейинче «Индия глазами российских художников» курав иртнӗ, унта 1997 ҫулта Индие кайнӑ чухне ӳкернӗ ӗҫсене кӑтартнӑ[5].

Унӑн ӗҫӗсем Санкт-Петербургри Художниксен пӗрлӗхӗн куравсен дирекцийӗн, Раҫҫей Художникӗсен пӗрлӗхӗн куравсен дирекцийӗн (Мускав), Раҫҫей Культура министерствин, Раҫҫей Ӳнер академийӗн Ӑслӑлӑхпа тӗпчев музейӗн(выр.)чăв., «Русский портрет» ӳнер салонӗн (Санкт-Петербург), Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн (20 ӗҫ) пуххисенче, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн, Францин, Нидерландри, Швецин, Китайӑн, Венгрин тата ытти ҫӗршывсен харпӑр коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ[4][3].

Хисепӗсем

Тӗп куравӗсем

  • 2006 — «День приходящий». «Русский портрет» ӳнер салонӗ. Санкт-Петербург.
  • 2006 — Ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ харпӑр курав. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Шупашкар.
  • 2012 — Анатолий Рыбкинпа Иван Мельниковӑн ӗҫӗсен куравӗ. Санкт-Петербургри Художниксен пӗрлӗхӗн курав центрӗ. Санкт-Петербург.
  • 2012 — Анатолий Рыбкинпа Иван Мельниковӑн ӗҫӗсен куравӗ. С. Д. Эрьзя ячӗллӗ Мордва республикинчи сӑнарлӑ ӳнер музейӗ. Саранск.
  • 2012 — «Индия глазами чувашских художников. Анатолий Рыбкин и Георгий Фомиряков». «Радуга» культурӑпа курав центрӗ. Шупашкар.
  • 2014 — «Мой добрый старый дом». Раҫҫей Ӳнер академийӗн курав залӗсем. Мускав.
  • 2014 — «Мой добрый старый дом». Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Шупашкар.
  • 2019 — «Сохранившие память». Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Шупашкар (70 ҫул тултарнӑ ятпа)[1].
  • 2020 — «Палитра памяти». Раҫҫейри ӳнер академийӗ. Мускав[7].
  • 2024 — «Мама. Родительский дом» (75 ҫул тата пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ пуҫланнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа). Санкт-Петербургри Художниксен пӗрлӗхӗн Пысӑк залӗ. Санкт-Петербург[8].
  • 2024 — «Странный, добрый, вечный мир...». Санкт-Петербургри художниксен пӗрлӗхӗ[9].
  • 2025 — «К родному порогу». Александр Невский лавринчи «Святодуховский» ӑс-хакӑлпа вӗренӳ центрӗ. Санкт-Петербург[10].
  • 2026 — «День уходящий…». Императорӑн илемлӗхе хавхалантаракан обществӑн Пӗчӗк залӗ. Санкт-Петербург[11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Российская академия художеств: К 75-летию Анатолия Петровича Рыбкина. rah.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ Наследие Чувашии: Рыбкин Анатолий Петрович. nasledie-chuvashii.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Чувашская энциклопедия: Рыбкин Анатолий Петрович. ru.chuvash.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Беломорская ЦБС: Анатолий Рыбкин. belomorsklib.karelia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4 Министерство культуры Чувашии: К 60-летию художника. culture.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Рыбкин Анатолий Петрович. rah.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  7. ^ Искусство Евразии: «Палитра памяти». eurasia-art.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  8. ^ Культура Петербурга: Выставка к 75-летию. spbcult.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  9. ^ Культура Петербурга: «Странный, добрый, вечный мир...» spbcult.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  10. ^ Александро-Невская лавра: «К родному порогу». lavra.spb.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  11. ^ Санкт-Петербургский Союз художников: «День уходящий…» spbsh.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ильин Ю. Л., "Живописные симфонии Анатолия Рыбкина" альбом. - СПб : Искусство России, 1997.

Темӑпа ҫыхӑннисем