Ефремова Екатерина Иосифовна
Екатерина Иосифовна Ефремова (1914 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ, Якурккел, Якурккел вулӑсӗ[d], Чистай уесĕ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 2000 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ, Шупашкар) — тӗрӗ ӑсти, Чӑваш Енӗн халӑхӑн илемлӗх промыслисен предприятийӗсенче алӑпа тӗрлемелли наци йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑскер.
2020 ҫулта Ефремова ҫуралнӑ кунне халалласа Чӑваш тӗрри кунне йӗркеленӗ, ӑна чӳкӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1][2].
Пурнӑҫӗ
Ачалӑхӗ
Екатерина Ефремова 1914 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче Якурккелте (халӗ Тутарстанӑн Нурлат районӗ) вӗрентекен (Осип (Иосиф) Ефремович Ефремов) ҫемйинче ҫуралнӑ[3]. Катя пиллӗкре чухне ашшӗ сасартӑк вилнӗ. 1923 ҫулта амӑшӗ ачисемпе пӗрле упӑшкин тӑван тӑрӑхне, Чӑваш автономи облаҫӗнчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Мамликасси ялне куҫса кайнӑ. Унта хӗрачан асламӑшӗ ӑна чӑваш халӑх ӳнерӗпе: пир-авӑр тӗртессипе тата тӗрӗпе паллаштарнӑ[4].
Ҫамрӑклӑх ҫулӗсем
Шупашкара куҫса кайсан Екатерина ҫичӗ ҫул вӗренмелли хапрӑкпа савут шкулӗнче вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑвашсен профессиллӗ сӑнарлӑ ӳнерӗн никӗсне хывакансенчен пӗринчен, чӑваш халӑх орнаментне тӗпчекен М. С. Спиридоновран ӳкерме вӗреннӗ. Пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпех вӑл унӑн хӗрӗсенчен пӗринпе, Августа Моисеевнӑпа, туслӑ пулнӑ, лешӗ каярахпа живописец, чӑваш ӳнерӗн паллӑ ҫынни пулса тӑнӑ.
1930-мӗш ҫулсенче М. С. Спиридонов Екатерина Ефремовӑна тӗрре тӗпчес ӗҫе явӑҫтарнӑ. Чӑваш Енӗн халӑх ӳнерӗ унӑн пӗтӗм пурнӑҫ ӗҫӗ пулса тӑнӑ.
Мускаври вӗренӳ
1932 ҫулта шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Е. И. Ефремова М. И. Калинин ячӗллӗ Мускаври ӳнерпе промышленность техникумне вӗренме кӗнӗ. Тӗрӗ уйрӑмӗнче ӑна декораципе прикладной ӳнерӗн паллӑ художникӗсем: Софья Владимировна Ильинская, Ольга Константиновна Бельчикова, Иван Сергеевич Простов вӗрентнӗ. Диплом ӗҫне — алӑпа тӗрленӗ чӑвашла хӗрарӑм костюмне — Ефремова «пиллӗк» паллӑпа пурнӑҫланӑ.
Шупашкара таврӑнсан Е. И. Ефремова «Чӑваш тӗрри» экспорт базинче художник-техник пулса ӗҫленӗ. 1939 ҫултанпа Ҫӗвӗ промысли эртелӗсен чӑваш перлӗхӗн Шупашкарти выходной базинче ӗҫленӗ.
1940 ҫулта Е. И. Ефремова Мускаври прикладнойпа декораци ӳнерӗн институчӗн ӳнер керамикин факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах та Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пула 1943 ҫулта ҫеҫ вӗренӗве малалла тӑсма пултарнӑ. 1948 ҫулта Ефремова института ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Диплом ӗҫне — чӑваш орнаменчӗпе илемлетнӗ керамика савӑт-сапа пуххине — В. Пруссаков паллӑ художник ертсе пынипе тата В. А. Фаворский(выр.)чăв. хутшӑннипе хатӗрленӗ.
Пултарулӑхпа ӗҫ ҫулӗсем
Чӑваш Ене таврӑнсан Е. И. Ефремова «Чӑвашҫӗвӗпромсоюзӑн» илемлӗх лабораторине ертсе пынӑ та чӑвашсен наци тӗррине чӗртсе тӑратассипе ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫак ӗҫех вӑл хӑйӗн пурнӑҫне халалланӑ. 15 ҫул хушши, 1966 ҫултан пуҫласа 1980 ҫулччен, «Паха тӗрӗ» ӳнер промыслисен чӑваш производство пӗрлешӗвӗнче тӗп художник пулнӑ.
Екатерина Иосифовна Ефремова чӑваш халӑх орнаментне упраса хӑварас тата чӑвашсен халӑх промыслисене аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Музей пуххисенче, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен тӑрӑх ирттернӗ экспедицисенче вӑл авалхи тӗрӗсене ӳкерсе илнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӗрӗне никӗсе хурса вӑл стилизациленӗ наци тумтирӗпе интерьер япалисем валли хальхи композицисем йӗркеленӗ. Е. И. Ефремовӑн эскизӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫсене хушма ӳнерӗн пӗтӗм союзри, пӗтӗм Раҫҫейри, республикӑри тата ют ҫӗршывсенчи нумай куравсенче кӑтартнӑ. Аргентина, Бразили, Инди, Бельги, Греци, Египет, Япони, Канада, Куба, Турци, Алжир тата ытти ҫӗршывсенче те ҫак художникӑн ӗҫӗсемпе питӗ кӑсӑкланса паллашнӑ.
Пӗрремӗш хут Ефремова Е. И. 1956 ҫулта Каирта совет промышленность куравне йӗркелекенсен рабочи ушкӑнӗн йышне кӗнӗ. Унӑн командировки Суэц кризисӗ (хӑш-пӗр хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсем хутшӑннипе Египетпа Израиль хушшинче пынӑ вӑрҫӑ) пуҫланнӑ вӑхӑтпа пӗр килнӗ.
Е. И. Ефремова Чӑваш Енри ӳнер пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршыври чи лайӑх курав тата музей залӗсене илемлетнӗ. Вӑл уйрӑмах Т. А. Крюковӑпа(выр.)чăв. (СССР халӑхӗсен патшалӑх этнографи музейӗ, халӗ Раҫҫейри этнографи музейӗ) тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.
1962 ҫултанпа СССР Художникӗсен союзӗн пайташӗ.
2000 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Екатерина Иосифовна Ефремова Шупашкарта вилнӗ[4].
Ӗҫӗсем
Е. И. Ефремован ӗҫӗсем Чӑваш Республикин, Мускавӑн тата Санкт-Петербургӑн музей пуххисенче упранаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнчи Е. И. Ефремовӑн пуххине 1500 ытла ӗҫ эскизӗ, ӳкерчӗксем, ҫырусем тата хатӗр ӗҫсем кӗреҫҫӗ[5][6].
Тӗп ӗҫӗсем:
- «Тыр-пул» сӗтел ҫитти (1940);
- Чӑваш орнаменчӗллӗ «Чӑваш кӑвас савӑчӗ» керамика сервизӗ (1948, ЧПӲМ);
- «Чӑваш АССРӗ — 30 ҫулта» чаршав (1950, РЭМ);
- «Канашсен Ҫурчӗ» сӗтел ҫитти (1950, РЭМ);
- «Лашасемпе йывӑҫ» алшӑлли (1969, ЧПӲМ);
- «Уяв» сӗтел ҫитти (1979, ЧПӲМ);
- Чей комплекчӗ (ЧПӲМ)[7];
- Сӗтел ҫиттисем (ЧПӲМ);
- Настольниксем (ЧПӲМ);
- Салфеткӑсем (ЧПӲМ);
- Дорожкӑсем (ЧПӲМ);
- «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» алшӑлли (ЧПӲМ).
Хисепӗсем
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1966),
- «Хисеп Палли» орден (1960),
- «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль,
- 1974 ҫулта унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ,
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1964)[8][9],
- РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1970),
- Чӑваш АССР халӑх художникӗ (1980).
Ҫемйи
Пурнӑҫӗн иккӗмӗш ҫурринче Е. И. Ефремовӑн упӑшки паллӑ чӑваш литераторӗ Василий Алагер (Осипов) пулнӑ.
Астӑвӑм
2020 ҫулта Чӑваш тӗрри кунне йӗркеленӗ, ӑна ҫулсерен чӳкӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв вӑхӑтне чӑваш тӗррин йӑли-йӗркине упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Е. И. Ефремова ҫуралнӑ кунпа ҫыхӑнтарнӑ[10][11].
- 100 ҫул тултарнӑ ятпа уҫнӑ курав. Шупашкар, ЧПХМ.
- Ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ. ЧПГӐИ, ЧПӲМ.
- 105 ҫул тултарнӑ ятпа уҫнӑ курав. Шупашкар, Чӑваш тӗррин музейӗ (Чӑваш наци музейӗн филиалӗ).
- Ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ мероприятисем (2024): Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Чӑваш тӗрри. Ӗмӗтрен пуҫласа пурнӑҫа кӗртиччен» курав[12][13], Чӑваш Республикин Хальхи истори патшалӑх архивӗн виртуаллӑ куравӗ[14][15] тата «Ӗҫе тӗрӗпе» масӑллӑ акци[16].
Ӑнлантарусем
- ^ День чувашской вышивки. Государственный исторический архив Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ О празднике. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ефремова Екатерина Иосифовна — Пантеон России(паллӑ мар). ruspanteon.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кочеткова Л. Д., Поликарпова А. А. «Дарить людям радость» (к 100-летию со дня рождения художника по вышивке, заслуженного художника РСФСР и Чувашской АССР, народного художника Чувашской АССР Ефремовой Екатерины Иосифовны) // БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2014
- ^ Архив Е. И. Ефремовой. Блог Архива Ефремовой (Чӳк 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Екатерина Ефремова. Коллекция. Чувашский государственный художественный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Произведения Е. И. Ефремовой. Чувашский государственный художественный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ефремова Екатерина Иосифовна. Руспеантеон. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Дарить людям радость. К 100-летию народного художника Чувашии Е.И. Ефремовой. Ленинский район г. Чебоксары (20 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ О празднике «День чувашской вышивки». Московский район г. Чебоксары. cap.ru (26 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Указ Главы Чувашской Республики от 17.10.2020 № 276 «О Дне чувашской вышивки». Официальный портал органов власти Чувашской Республики. cap.ru (17 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ К 110-летию со дня рождения Екатерины Ефремовой в ЧГХМ откроется выставка. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. cap.ru (5 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ В ЧГХМ открылась выставка «Чувашская вышивка. От замысла к воплощению». Министерство культуры Чувашской Республики. cap.ru (8 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Презентация виртуальной выставки «Ефремова Екатерина Иосифовна. Возрождение чувашского национального орнамента – Дело всей жизни». Государственный исторический архив Чувашской Республики. archives21.rchuv.ru (20 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Госархив современной истории Чувашии запустил тематическую виртуальную выставку. Министерство культуры Чувашской Республики. cap.ru (22 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 26 ноября вся Чувашия присоединилась к акции «На работу с вышивкой». Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям. cap.ru (26 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Екатерина Иосифовна Ефремова: (чувашский художник по национальной вышивке и орнаменту).- Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1969. — 1 л.: ил. — (Серия моногр. буклетов «Художники Чувашской АССР» / под ред. А. Г. Григорьева).
- Ефремова Екатерина Иосифовна // Чувашская энциклопедия. Т. 1. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006.
- Минеева В. А. Тӗрӗ ӑсти Екатерина Ефремова / Мастер вышивки Екатерина Ефремова (на чув. яз.) — Чебоксары: Чув. гос. ин-т гуманитарных наук, 2008. 48 с., илл.