Чӑваш тӗррин кунӗ
Уяв | |
Чӑваш тӗррин кунӗ | |
![]() Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнчи экспонатсем | |
Официаллӑ | официаллă |
---|---|
Пӗлтерӗшӗ | культура |
Ҫирӗплетнӗ | 2020, юпа, 17 |
Уявлаҫҫӗ | культура акцийӗсемпе савӑнӑҫлӑ мероприятисем, тӗрӗ ӑстисен куравӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ |
Ҫыхӑннӑ | чӳкӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӗрӗ ӑсти Екатерина Ефремова ҫуралнӑ |
Чӑваш тӗррин кунӗ – Чӑваш Республикин наци уявӗ, ӑна ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Республикине «ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» теҫҫӗ. Чӑваш тӗрри – алӑсталӑх ӳнерӗн хӑйнеевӗрлӗ тӗсӗ тата наци пурлӑхӗ, чӑваш тӗрриллӗ шедеврсем Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн реестрне ҫырӑннӑ.
Уяв кун-ҫулӗ
Чӑваш тӗррин кунне ӑна упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 276 №-лӗ Хушӑвӗпе йӗркеленӗ[1].
Уяв кунне чӳкӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӗрӗ ӑстине Екатерина Ефремовӑна асӑнса суйланӑ, ӑна пула чӑваш шут тӗррин йӑли-йӗрки республикӑри халӑх промыслисен предприятийӗсенче сыхланса юлнӑ. Чистай уесӗнчи (халӗ Нурлат муниципаллӑ районӗ) Егоркино ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти фабрикӑпа заводсен ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӗнче вӗреннӗ чухне вӑл чӑваш профессиллӗ сӑрӑ ӳнерӗн никӗсне хывакансенчен пӗринчен, чӑваш халӑх эрешне пухаканран тата тӗпчевҫӗрен Моисей Спиридоновран ӳкерӳ урокӗсем илнӗ. Нумай ҫул хушши вӑл Шупашкарти ӳнер промыслисен пӗрлешӗвӗн тӗп художникӗ пулса ӗҫленӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри, Пӗтӗм Союзри, пӗтӗм тӗнчери алӑсталӑх ӳнерӗн куравӗсене хутшӑннӑ, ал ӑстин ӗҫӗсемпе тӗнчери 60 ытла ҫӗршывра паллашнӑ.
Уяв
Чӑваш тӗррин кунне пӗрремӗш хут 2020 ҫулта палӑртнӑ, унӑн тӗп пайӗ чӑваш хӗрарӑмӗсен пуҫне сырмалли тумӗн – сурпан – презентацийӗ пулса тӑнӑ. 6 метрлӑ пире республикӑри 26 хулапа районтан килнӗ ӑстасем тӗрленӗ, вӗсен хушшинче «СурпанПӗрле» ят панӑ[2].
2021 ҫулта Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне Чӑваш наци музейӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ Чӑваш Енӗн тӗрӗллӗ карттине — «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» — кӑтартнӑ. Унпа республикӑри кашни районти чи лайӑх тӗрӗ ӑстисем ӗҫленӗ. Пӗтӗмпех алӑпа тӗрленӗ картта миллион ҫурӑ ытла чикӗмрен тӑрать. Кашни муниципаллӑ округӑн пайӗ хӑйнеевӗрлӗ, ыттисенчен тӗспе, эрешпе уйрӑлса тӑрать, тӗрӗ ӑсталӑхӗн уйрӑм хайлавӗ шутланать[3].
2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Правительстви Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви ырласа укҫа уйӑрнӑ тата Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне хатӗрлесе ирттерессипе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планне кӗртнӗ. Карттӑна тӗрлеме федерацин мӗнпур субъекчӗсенчен 260 ытла маҫтӑр вӑй хунӑ, унтан Чӑваш Республикине ярса панӑ фрагментсене пурне те пухса пӗр ҫӗре ҫӗленӗ. Картта 3 м ҫӳллӗш, 6,7 м сарлакӑш калӑпӑшлӑ, 50 кг таять. Ӑна ӑсталама 50 ытла материалпа (ҫав шутра тир, сӑран, ҫӑм, янтарь, ахах, шапа хуранӗ, шӑрҫа, пӑлан шӑнӑрӗсем, ылтӑн тата кӗмӗл ҫипсем) тата тӗрлемелли тӗрлӗ техникӑпа усӑ курнӑ. «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттинче» наци тӗррисен нумайенлӗхӗ кӑна мар, тӗрӗ-эрешпе символсенче историпе ҫутҫанталӑк еткерлӗхӗн пуянлахӗ палӑрать. 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче карттӑна Питӗрти пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнчеПӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадинче кӑтартнӑ. 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗ тӗлне картта ҫине Раҫҫей патшалӑхӗн ҫӗнӗ регионӗсен — Запорожье тата Херсон облаҫӗсен — тӗррисене те вырнаҫтарнӑ[5].
Чӑваш тӗррин кунӗнче халах йӑла-йӗркин тӗп элементне упраса хӑварас тата аталантарас, сарас, чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе республикипех культурӑпа ҫутӗҫ акцийӗсемпе савӑнӑҫлӑ мероприятисем, паллӑ тӗрӗ ӑстисен куравӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ[6].
Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне ҫуралнӑ чылай акци йӑлана кӗнӗ.
«Тӗрӗпе ҫуралнисем»[7] проектра республикӑри перинаталь центрӗсен тӗп тухтӑрӗсене ача ҫуратакансене парнелемелли парне пуххи — тӗрленӗ кипке, пӗрремӗш тетте тата пӗрремӗш кӗнеке — валеҫеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнӑ тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О. Николаев ырланӑ тепӗр акци — «Ӗҫе — тӗрӗпе» — те сумлӑ пулса тухнӑ: министерствӑсемпе ведомствӑсен ӗҫченӗсем ҫак кун чӑваш эрешӗллӗ тумпа ӗҫе килеҫҫӗ[8].
Савӑнӑҫлӑ мероприятире ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ республикӑри тата диаспорӑсенчи чи лайӑх тӗрӗ ӑстисене — регионсен хушшинчи «Пурӑн, чӑваш тӗрри!» конкурс ҫӗнтерӳҫисене — чысласси йӑлана кӗнӗ[9]. Уяв вӑхӑтӗнче театр фойинче чӑваш ӑстисен куравӗ ӗҫлет.
Ӑнлантарусем
- ^ https://cap.ru/doc/laws/2020/10/17/decree-276?ysclid=m3h13ct1io667419873
- ^ Вышитый мастерицами ко Дню чувашской вышивки шестиметровый сурпан представили в Чебоксарах - ТАСС
- ^ http://sovch.chuvashia.com/?p=240820
- ^ Чувашия представила "Вышитую Россию" на международной выставке "Россия" - Российская газета
- ^ http://вышитаякартароссии.рф/
- ^ http://www.nbchr.ru/index.php?option=com_content&view=article&id=15486:den-chuvashskoj-vyshivki-v-bibliotekakh-respubliki&catid=527&Itemid=2078
- ^ https://culture.cap.ru/news/2022/11/26/v-denj-chuvashskoj-vishivki-dan-start-novoj-akcii?ysclid=m3h1lld5vc883298763
- ^ https://culture.cap.ru/news/2023/11/24/sotrudniki-minkuljturi-chuvashii-dali-start-akcii?ysclid=m37804nrnq803373240
- ^ https://culture.cap.ru/news/2023/11/24/chuvashskaya-vishivka-dlya-detej-itogi-konkursa-zh?ysclid=m3h1kp6mna53169169
Каҫӑсем
- http://www.gasi.archives21.ru/Press-centr/2023/11/26/Denj_chuvashskoj_vishivki_danj_tradiciyam_i_nacelennostj_v_buduschee_(26_noyabrya_Denj_chuvashskoj_vishivki_uchrezhden_Ukazom_Glavi_Chuvashskoj_Respubliki_ot_17_oktyabrya_2020_g_proveden_pervij_raz_v_2020_g)
- https://culture.cap.ru/news/2023/11/26/v-chuvashii-sostoyalosj-torzhestvennoe-meropriyati?ysclid=m3h6fy28qy894946144
- https://www.rgo.ru/ru/article/den-chuvashskoy-vyshivki