Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти — 3,3 х 6,7 м калӑпӑшлӑ, 50 кг таякан пир, тир-сӑран, ҫӑм, янтарь, ӗнчӗ, вӗтӗ шӑрҫа, пӑлан шӑнӑрӗсем, кӗмӗл ҫипсем.

Истори

Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти — 3,3 х 6,7 м калӑпӑшлӑ, йывӑрӑшӗ — 50 кг

«Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проекта Чӑваш Республикин Правительстви 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пуҫарса янӑ, Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви пулӑшу панӑ тата Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планне кӗртнӗ.

2022 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин» презентацийӗ иртнӗ.

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче — Раҫҫей кунӗнче — Шупашкар хулин Хӗрлӗ тӳремӗнче «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафонӑн концерт программи вӑхӑтӗнче Раҫҫей халӑх артистки, проектӑн амбассадорӗ Надежда Бабкина «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин» мультимеди проектне презентациленӗ[1].

2022 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче карттӑпа Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко, 2022 ҫулхи ҫӗртмен 15-18-мӗшӗсенче — Питӗрти Пӗтӗм тӗнчери экономика форумне хутшӑнакансем, ҫавӑн пекех 2022 ҫулхи ҫӗртмен 23-27-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадӑна хутшӑннӑ 1 000 ытла ҫын паллашнӑ[2].

Санкт-Петербургри XI тӗнчери газ форумӗнче 2022 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ газификацин интерактивлӑ карттине презентациленӗ[3] [4].

2022 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Мускав патшалӑх академи «Русская песня» театрӗнче Запорожье тата Херсон облаҫӗсен — фрагменчӗсемпе ҫӗнелнӗ карттӑна кӑтартнӑ[5].

«Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект ҫӗршыври регионсене хӑйсен тӗрленӗ карттисене тума хавхалантарнӑ. 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин тӗп хулинче проект тӑсӑмӗ пулса тӑнӑ «Тӗрленӗ Раҫҫей» фестиваль иртнӗ. Фестиваль ҫӗршывӑн 70 регионне, ҫав шутра Луганск халӑх республикисене, тата 150 ытла ӑстана, ӳнерҫӗсемпе этнографсене пӗрлештернӗ, вӗсем хӑйсен тӗрӗллӗ географи карттисемпе паллаштарнӑ. Мероприяти фольклор коллективӗсен концерчӗсемпе, интерактивлӑ программӑсемпе, тӗрӗ енӗпе ӑсталӑх класӗсемпе пуянланнӑ[6].

2023 ҫулта «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» 2023 ҫулта «Культура» наци проекчӗ шайӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри туризм маршручӗн пайӗ пулса тӑнӑ. Маршрут федерацин тӑватӑ округне (Атӑлҫи, Ҫурҫӗр-Анӑҫ, Тӗп тата Кӑнтӑр), вӗсенчи вырӑнти этнографи тата таврапӗлӳ музейӗсене пӗрлештерет.

«Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» экспонат Чӑваш наци музейӗнче упранать. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Музей фондне кӗртнӗ. 2024 ҫул вӗҫленнӗ тӗле Шупашкар хулин Хӗрлӗ тӳремӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне уҫма палӑртнӑ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Вышитая карта России: книга-альбом / авторы идеи и проекта С. А. Каликова, И. П. Меньшикова, авт. - сост. О. К. Иванова, И. А. Гальперина; Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики, Чувашский национальный музей. — Чебоксары: ЧНМ, 2022. 304 с.: ил.

Каҫӑсем