Симакова Мария Васильевна
Мария Васильевна Симакова (1934 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ, Апаш — 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн декораципе майлаштару ӳнерӗн ӑсти, чӑваш халӑх тӗррин паллӑ ҫынни. Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2008), РСФСР халӑх ӑсти (1989).
Пурнӑҫӗ
1934 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче колхозниксен килйышӗнче ҫуралнӑ. Виҫҫӗре чухне амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, ӑна тӑванӗсем ӳстернӗ. Шкулта ҫичӗ класс вӗренсе тухсан «Урожай» колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ, 1951 ҫултанпа Шупашкар хулинчи «Чувашстройтрест» организацире стройкӑсенче вӑй хунӑ.
1955–1959 ҫулсенче Николай Константинович Симаков мӑшӑрӗпе пӗрле Казахстанри Акмола облаҫӗнчи «Черняховский» совхозра ҫерем ҫӗрсене ҫӗтме хутшӑннӑ. 1959 ҫулта тӑван ҫӗре таврӑннӑ та Шупашкар районӗн центрне — Кӳкеҫе — пурӑнма куҫнӑ. 1965 ҫулччен Чӑваш Енри комплекслӑ геологипе разведка партийӗнче ӗҫленӗ.
1965 ҫулта М. В. Симакова Алькешри «Паха тӗрӗ» фабрикӑна ӗҫлеме куҫнӑ. Унӑн вӗрентекенӗ чӑваш тӗррин паллӑ художникӗ Екатерина Ефремова пулнӑ. Фабрикӑра вӑл тӗрлекенрен пуҫласа художник таран ҫитнӗ: тӗрӗ лаборанчӗ (1972), цех мастерӗ (1974), аслӑ мастер (1981), тӗрӗ художникӗ (1985). 1978–1981 ҫулсенче фабрикӑн профком председателӗ пулнӑ.
1992–2005 ҫулсенче Чӑваш Республикини халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн декораципе майлаштару ӳнерӗн лабораторине ертсе пынӑ, Атӑлҫи халӑхӗсен университетӗнче вӗрентнӗ.
2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Кӳкеҫ посёлокӗнче вилнӗ.
Пултарулӑхӗ
Мария Симакова чӑваш халӑх тӗррин йӑлисене малалла тӑсакан чи паллӑ ӑстасенчен пӗри. Унӑн пӗрремӗш ӗҫӗсем — салфетка тата декоративлӑ алшӑлли — 1972 ҫултах СССР ВДНХ кӑтартӑвне лекнӗ. Ӑстаҫӑ чӑваш тӗррине ҫӗнӗ шая хӑпартнӑ, шултра калӑпӑшлӑ панносем ӑсталанӑ.
Паллӑ ӗҫӗсем:
- Алшӑллисем: «Торжественное» (Савӑнӑҫлӑ), «Сӗрме купӑс» (1987);
- Панносем: «Тӑван ҫӗршыв» (1974), «Шупашкар — чӑвашсен тӗп хули» (1980), «Пирӗн пурнӑҫ» (1987), «Чӑваш тумӗн илемӗ» (1989), «Пурнӑҫ йывӑҫҫи, Ырлӑхпа Ӑс-тӑн»;
- Тумтир: чӑваш хӗрарӑм костюмӗсен комплектлӑ наборӗсем, «Шупӑр» халат.
Ӑстаҫӑн чи пысӑк коллекцийӗ (130 яхӑн ӗҫ) Чӑваш наци музейӗнче упранать. Ҫавӑн пекех унӑн ӗҫӗсем Раҫҫей этнографи музейӗнче (Санкт-Петербург), Мускаври, Суздальри, Пермь облаҫӗнчи музейсенче тата Индири, Австрири, Францири уйрӑм ҫынсен пуххисенче пур.
Куравсем
Мария Симакова нумай-нумай республика, Раҫҫей тата тӗнче шайри куравсене хутшӑннӑ:
- «100 пин юрӑпа тӗрӗ ҫӗрӗнче...» (Ленинград, 1987);
- Тӗнчери ярмӑрккасем: Румыни, Австри, Инди, Иран, Чехословаки, Польша.
- Уйрӑм куравсем: Мускавра (1995), Шупашкарта (1994, 1995, 1998, 2000, 2004, 2014).
Хисепӗсем
- III степеньри Ӗҫ Мухтавӗн орденӗ (1977);
- «Çерем ҫӗре ҫӗтнӗшӗн» (1957);
- «Ӗҫри хастарлӑхшӑн медаль» (1957);
- СССР ВДНХ кӗмӗл медалӗ (1987);
- РСФСР халӑх ӑсти (1989);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1995);
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (2008);
- Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2011).
Вуламалли
- Трофимов А. А. Проблемы народного искусства Чувашии. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1985.
- Мария Симакова. Чувашские узоры. Книга-альбом. — Шупашкар, 2005.
- Иванов-Орков Г. Н. Золотая игла Марии Симаковой. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2021.
- Иванов-Орков Г. Н. Симакова Мария Васильевна // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4. — С. 14.