Спиридонов Моисей Спиридонович
| Моисей Спиридонович Спиридонов | |||
| |||
| Çуралнă вăхăт: | 1890 çул, ҫурла, 24 | ||
|---|---|---|---|
| Çуралнă вырăн: | Енӗш Нӑрваш ялĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кĕперни, (халĕ Тӑвай районӗ, Чăваш Республики), Раҫҫей империйӗ | ||
| Вилнĕ вăхăт: | 1981 çул, пуш, 31 | ||
| Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, ЧАССР, СССР | ||
| Пулса тухни: | çĕр ĕçтешĕсенчен | ||
| Гражданлăх: | СССР | ||
| Вĕренӳ: | Хусанти ӳнер шкулĕ, Петербургри ӳнер академийĕ | ||
| Сĕм: | П. П. Чистяков, И.Е. Репин | ||
| Хисепӗсем: |
| ||
| Хисеплӗ ячӗсем: | ||Шаблон:ЧАССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ || Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1960) | ||
| Сайт: | ӳкерçĕ пирки официаллă сайт çинче | ||
Спиридонов Моисей Спиридонович, (1890 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ, Енӗш Нӑрваш, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш ӳкерçи, графикĕ. СССР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1933)
Пурнăçĕ
1890 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енӗш Нӑрваш ялĕнче çуралнă.
1912 çулта Хусанти ӳнер шкулĕнче, пĕлӳ пухнă. 1912-1918 çӳлсенче Санкт-Петербургри Ӳнер академин Аслă ӳнер училищинче Н.С.Самокиш профессор ăста лаçĕнче вĕреннĕ. Çавăн пекех Ӳнер академин Аслă Вĕрентев курсĕсенче ăсталăха туптанă.
1919-1920 çулсенче Шăхасанри педагогика техникумĕн вĕрентӳçи, 1920-1923 çулсенче Чăваш облхалпĕлĕвĕн ИЗО уйрăмĕн ертӳçи, 1927-1932 çулсенче АХРР Чăваш филиалĕн председателĕ, 1941-1955 çулсенче Чăваш АССР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ, 1940-1950 çулсенче Чăваш ӳнер училищинче вĕрентнĕ.
1981 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Ӳкерчĕксем:
- "Пузырист" (1926)
- "В избе-читальне" (1927)
- "Ударная бригада бетонщиков на строительстве Канашского ВРЗ" (1935)
- "Школьница" (1945)
- "Чувашка Ирина" (1946)
- "Трудовая Волга" (1948)
- "Моя родина" (1952)
- "Невеста" (1960)
Çавăн пекех унăн ĕçĕсем шучĕнче "Чувашский орнамент" альбомĕ (1920—1981), плакатсем, вĕренӳ кĕнекисенчи ӳкерчĕксем (1920-1930 çç.), К.Ивановăн "Нарспи" поэмипе лартнă спектаклĕ (1920-1930 çç.).
Вуламалли
- М. С. Спиридонов: Каталог выставки. — Шупашкар, 1949.
- Харлампьев Г. Моисей Спиридонов. — Шупашкар: Чăвашпиз, 1960.
- Выставка произведений М. С. Спиридонова: Каталог. — Шупашкар, 1960.
- Ургалкина Н. А. Моисей Спиридонович Спиридонов: Жизнь и творчество. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1975.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Художниксем, алфавитпа
- Ҫурлан 24-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1890 ҫулта ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Пушӑн 31-мӗшӗнче вилнисем
- 1981 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш ӳнерçисем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
