Сверчков Никита Кузьмич

Никита Кузьмич Сверчков (1891 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Енӗш Нӑрваш, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1985 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманин художникӗ, СССР Художниксен пӗрлӗхӗн пайташӗ, РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, ЧАССР халӑх художникӗ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑскер[1][2][3].

Пурнӑҫӗ

undefined

Никита Сверчков 1891 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан Лаврентьевсен хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[3].

Малтанхи ӳнер пӗлӗвне Хусан ӳнер шкулӗнче илнӗ. Кайран 1912—1917 ҫулсенче Петроградра Ӳнер академийӗ ҫумӗнчи Аслӑ ӳнер училищинче вӗреннӗ.

1934 ҫулта Омскри чукун ҫул транспорчӗн инженерӗсен институтне вӗренсе пӗтернӗ.

1921—1933 ҫулсенче Н. К. Сверчков СССР тӗрлӗ регионӗсенче ӗҫленӗ: вулӑс ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ, художник, Алтайри район хаҫачӗн секретарӗ, кайран — Омскри ӳнерпе промышленность техникумӗн завучӗ тата директорӗ пулнӑ, ҫав хушӑрах пултарулӑх ӗҫӗпе те аппаланнӑ.

1934 ҫултанпа Н. К. Сверчковӑн пӗтӗм пултарулӑх тата педагогика ӗҫ-хӗлӗ Чӑваш Енре иртнӗ[2].

1937—1943 ҫулсенче — «Капкӑн» сатира журналӗн штатри художникӗ, 1940—1951 ҫулсенче — вӗрентекен тата 1944—1949 ҫулсенче — Шупашкарти ӳнер училищин директорӗ, ҫав хушӑрах 1-мӗш номерлӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ (1948—1951)[4].

1985 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, Хулан пӗрремӗш масарӗнчи мемориал аллейӗнче пытарнӑ.

Паллӑ ӗҫӗсем

«Киремет патне пуҫ ҫапни», «Чӑвашсене вӑйпа тӗне кӗртни», «Пушкин чӑваш ялӗнче», «Горький Атӑл ҫинче», «Пугачёв Атӑл урлӑ каҫни», «Чӑваш автономине пӗлтерни» (1935), «Крепков комиссар», «Чӑваш Енри пӗрремӗш трактор», «Днепр урлӑ каҫни», «Чӑх-чӗп пӑхакан». Художник 1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа 1963 ҫулччен нумай хутчен чӑваш туйне ӳкернӗ. Георгий Исаев ӳнер тӗпчевҫи шутланӑ тӑрӑх, ку 1909 ҫулта Хусанти куравра Сверчков Николай Фешинӑн «Ҫармӑс туйӗ» ӳкерчӗкне курсан вӑйлӑ тӗлӗннипе ҫыхӑннӑ пулмалла[5].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Деятели культуры и искусства : Художники и архитекторы : Сверчков Никита Кузьмич. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Сверчков Никита Кузьмич(паллӑ мар). www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Халӗ Чӑваш Республикин Тӑвай районӗ.
  4. ^ Наследие Чувашии.рф Сверчков, Никита Кузьмич (08.02.1891-18.07.1985) (выр.). xn--80aafhebudawu3c5a9cs.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
  5. ^ Исаев Г. Г. «Черемисская свадьба» Н. И. Фешина и тема свадьбы в произведениях Н. К. Сверчкова // Проблемы культуры в современном образовании: глобальные, национальные, регионально-этнические: сборник научных статей: в 3 частях. Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук : Сборник. — 2011. — Т. 2. — .

Вуламалли

  • Н. А. Ургалкина, "Никита Кузьмич Сверчков. Жизнь и творчество", Шупашкар, 1983.

Темӑпа ҫыхӑннисем