Юрьев Элли Михайлович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Юрьев Элли Михайлович (1936 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ, Красноармейски районӗ, Чӑваш АССРӗ — 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин тата Раҫҫей художникӗ, график-иллюстраторӗ, медальерӗ.
Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ.
Чӑваш Республикин гербӗпе ялавӗн, Чӑваш Енӗн тӗп хулин гербӗн авторӗ[1].
Пурнӑҫӗ
Ҫуралнӑ вырӑн
Элли Михайлович Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче интеллигентлӑ чӑваш ҫемйинче ҫуралнӑ. Вунӑ ачаллӑ кил-йышра вӑл иккӗмӗш ача пулнӑ. Юрьевсен ҫемйинчи пур ачасен те питӗ хӑйне евӗр ятсем пулнӑ. Элли ят ӗлӗк пулман, ашшӗ-амӑшӗ ӑна авалхи чӑвашсен «Елеҫ» сӑмахран («ӑста, ӑстаҫӑна» пӗлтерекентен) туса хунӑ[2].
Художникӑн аслашшӗ, Иван Данилович, Данилов хушаматпа ҫӳренӗ. Авалхи йӑлапа унӑн ывӑлӗ Михаил (художникӑн ашшӗ) хӑйӗн валли икӗ хушаматран пӗрине суйласа илме пултарнӑ: Данилов (ашшӗнчен пыракан) тата Иванов (ашшӗ ятӗнчен илнӗскер). Анчах ӑнланман ӗҫ-пуҫа пула аслашшӗ пӗр уйӑх хушши тӗрмере ирттернӗ, ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм ҫемьене хушамата улӑштарма ӳкӗтленӗ. Аслӑ ывӑлӗ Михаил Лермонтов поэзийӗпе кӑсӑкланнӑ, ҫапла май вӑл хушамата паллӑ поэтӑн ашшӗ ятӗнчен илме шутланӑ, ҫапла Юрьев хушаматлӑ пулса тӑнӑ[3][2].
Э. М. Юрьевӑн амӑшӗ — Елена (Евдокия) Ивановна Юрьева (ҫуралнӑ чухнехи хушамачӗ — Армурина) Пшонкӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Пулас художникӑн ашшӗ — М. И. Юрьев (Нямань) (1910–1980) чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫ, тӑлмач Ҫирӗклӗ ялта ҫуралнӑ пулнӑ, хӑйӗн ҫемйине кунта вӑл Элли ҫуралсан куҫарнӑ. М. И. Юрьев Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, журналист, сӑвӑҫ, тӑлмач пулса ӗҫленӗ, ялти ҫичӗ класс вӗрентекен шкулӑн директорӗ пулнӑ[2].
1946 ҫулта Михаил Юрьевич фронтран таврӑннӑ та ҫемье Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Кунта Элли Шупашкарти 6-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтрах 1-мӗш номерлӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи (1949–1951) тата Шупашкарти ӳнер училищинчи (1951–1952) занятисене ҫӳренӗ[2].
Ҫак ҫулсенче вӑл ҫӑвӑн пекех парашют спорчӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Шупашкарти аэроклубра ӑсталӑха туптанӑ май Элли планерсем ҫинче вӗҫнӗ, парашютпа сикнӗ. Вӑл летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Ӑнӑҫсӑррӑн темиҫе хутчен сикнӗ хыҫҫӑн Эллин куҫ сетчаткин сӗмӗ сирӗлме тытӑннӑ, ҫапла май унӑн летчик профессийӗ пирки манма тивнӗ[4].
Пӗлӳ илни
1955—1958 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Элли ҫар художникӗсен студинче ӗҫленӗ, унта унӑн пултарулӑхӗ уҫҫӑн палӑрнӑ. Ҫарта хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн ӑна Тбилиси патшалӑх ӳнер академине вӗренме кӗмешкӗн рекомендациленӗ. Вӗренӳ ҫулӗсем ҫинчен (1958—1964), унта иртнӗ вӑхӑтсем пирки тата унта хуҫаланакан пултарулӑх атмосфери ҫинчен вӑл яланах ӑшшӑн та тав сӑмахӗсемпе аса илнӗ. Элли Михайлович каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, академирен вӗренсе тухнӑ чухне вӑл икӗ диплом ӗҫне пурнӑҫланӑ: пӗрине, официаллӑ майпа тунӑскерне, вӑл живопись мелӗпе хатӗрленӗ, теприне — кӗнеке графики енӗпе. Унӑн «Ҫӑр шӑрши» диплом ӗҫӗ космоса алла илнине халалланӑ пулнӑ. Графика ӗҫӗ вара «Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ юрӑ» поэмӑна илемлетессипе ҫыхӑннӑ[4].
1964 ҫулта икӗ диплом проектне хӳтӗлеме хатӗрленӗ: 1962 ҫулта ентешӗ, Николаев Андриян Григорьевич, космоса вӗҫсе хӑпарнипе хавхаланса хатӗрленӗ «Ҫӗр шӑрши» ятлӑ живопись пирӗ, тата (хӳтӗлеме тӑратманскер) «Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ юрӑ» кӗнекене илемлетме хатӗрленӗ графика ярӑмӗ[4].
Пултарулӑх ҫулӗ
1964 ҫулта Чӑваш Ене таврӑнсан Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ редактор, 1969—1986 ҫҫ. аслӑ илемлӗ редактор пулса ӗҫленӗ. Вӑл — Шупашкар хулин тӗп художникӗ (1969—1976), РСФСР Художество фончӗн Чӑваш пултарулӑхпа производство комбиначӗн художникӗ (1977—1980), Шупашкарти телекурав студийӗн художник-постановщикӗ (1980—1982)[5].
1967 ҫулта Э. М. Юрьева СССР художниксен пӗрлӗхне йышӑнаҫҫӗ. Ҫак ҫул вӑл Финляндине, Данине, Швецине, Францине, ҫавӑн пекех Африкӑри ҫӗршывсене — Мароккона, Сенегала, Канар утравӗсене — кайса килнӗ. Ҫак ҫулҫӳревсене никӗсе хурса вӑл «По странам Балтики и Северной Африки» графика ярӑмне хатӗрленӗ[2][5].
Шупашкарти ӳнер училищинче кӗнеке графикине вӗрентнӗ (1965—1967), Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче студентсене пӗлӳ панӑ (1970-мӗш ҫулсем, 1998—2001)[4][5].
1969–1976 ҫулсенче — Шупашкарӑн тӗп художникӗ. Юрьев Етӗрне ҫулӗпе хулана кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ «Чебоксары» архитектурӑпа шрифт композицине, Гагарин кӗперӗн чукун решеткин эреш ярӑмне, ҫавӑн пекех «Мода ҫурчӗ» ҫӳрчӗн эрешпе декорне хатӗрленӗ[6].
1972 ҫулта Э. М. Юрьев А. Г. Николаев космонавтӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Шуршӑлта, вырнаҫнӑ космонавтика музейне калӑплас ӗҫе хутшӑнакан художниксен бригадине ертсе пынӑ[2].
1975 ҫулта художника ун валли уйӑрнӑ пӗрремӗш уйрӑм ӑсталӑх лаҫҫипе тивӗҫтернӗ[2].
1987 ҫул — художник «Ими гордится Чувашия» (Октябрь революцийӗ 70 ҫул тултарнӑ тӗле кӑларнӑ) кӗнекене, паллӑ чӑваш ӳнер тӗпчевҫи Н. А. Ургалкина юбилейӗ тӗлне хатӗрленӗ промграфика калӑпланӑ; 1988 ҫул – Брно хулинче (Чехословаки) кӗнеке ӳнерӗ енӗпе иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конкурс-биеналлене хутшӑннӑ. Юрьев «Думбадзе-рукописная» тата «Чувашский–1986» шрифтсене, Н. Думбадзен «Дрозд», А. С. Пушкинӑн «Пӗчӗк трагедисем», «Поэты Франции» кӗнекесене, «Ими гордится Чувашия» кӗнекен форзацне тата ыттине кӑтартнӑ; ҫак ҫулах унӑн персоналлӑ куравӗсем Ҫӗрпел культура ҫуртӗнче тата Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче иртнӗ, «Первопроходцы космоса. Андриян Николаев», Юрий Сементерӗн «Наш Сеспель» тата «Монолог свинца», Петӗр Хусанкайӑн «Времена любви» кӗнекесене илемлетнӗ; вӑл ҫавӑн пекех Митта Ваҫлейӗ 80 ҫул тултарнӑ тӗле, Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ валли промграфика; «МНТК. Микрохирургия глаза» Шупашкар хулинчи уйрӑмӗн эмблемине; «СССР халӑх депутачӗ» кӑкӑр палли хатӗрленӗ[7].
1992-мӗш ҫулта Чӑваш республикин Аслӑ Канашӗн сессийӗнче Э. М. Юрьев эскизӗсем тӑрӑх ӑсталанӑ Чӑваш Енӗн патшалӑх символӗсене (гербӗпе ялавне) ҫирӗплетнӗ. 1994 ҫ. Чӑваш республикин пӗрремӗш президенчӗн инаугурацийӗ тӗлне художник промграфика (ЧР конституцийӗ, президент присяги, президент штандарчӗ) хатӗрленӗ, ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш республикин правительство ҫурчӗ валли промграфика, «Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ» альбом хуплашкине калӑпланӑ[2].
2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Республика Президенчӗ Н. В. Федоров «Юрьев Э.М. ятне ӗмӗрлӗхе упраса хӑварасси ҫинчен» хушу алӑ пуснӑ. Вӑл калӑпланӑ ӳнер ӗҫӗсен еткерне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн фончӗсенче пуҫтарса хурса тирпейлӗн упраҫҫӗ[2].
Ҫемье
Элли Михайлович Юрьев 1966 ҫулта 30 ҫул тултарсан авланнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Галина Алексеевна Коршунова пулса тӑнӑ. Шупашкарти прибор тӑвакан заводра (ЧПЗ) ӗҫленӗ, Николай Фёдоров Чӑваш Республикин президенчӗн суйлав умӗнхи штабӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Ҫемьере икӗ ача ӳснӗ — Элена хӗрӗ тата ывӑлӗ Юрий.
Ӗҫӗсем
Живопись
- 407-мӗш рейс. 1977. Х., м. 179 х 179,5. ЧГХМ. КП-8776.
- Килелле. 1987. Х., м. 48,5 х 70. ЧГХМ. КП-8736.
- Ирхи юрӑ. 1977. Х., м. ЧГХМ.
- Автопортрет. 1977. Х., м.
- Африка питлӗхӗпе хатӗрленӗ натюрморт. 1980. Х., м.
- «Уҫӑ ҫил», «Анне, эпир вӗҫсе каятпӑр». 1981. Х., м. ЧГХМ.
- Мускав проспекчӗ ҫийӗн. Пуш уйӑхӗ. 1985. Х., м. ЧГХМ.
- Ҫулла, ах, ҫулла! 1988. Х., м. ЧГХМ.
Графика
- Лера парашютисткӑн портречӗ. 1974. Хут, кӑранташ. 62 х 50. ЧГХМ
- М. П. Костина тӗпче рекордсменкин портречӗ. 1984. Хут, кӑранташ. 50 х 58,5. ЧГХМ.
Графика ярӑмӗсем
- «Шупашкар ГЭСне туни» (1968—1971)
- «Болгари» (1973)
- «Манӑн Ҫирӗклӗ ялӑм» (1976)
- «Вьетнам» (1981)
- «Валаам» (1991)
Кӗнекери графики
- «Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ юрӑ» (1963)
- Яков Ухсай. «Шуйттан чури» (1967)
- Франци сӑвӑҫисем (1968)
- К.В. Иванов. Нарспи (1985)
- К.В. Иванов. Ҫырнисен пуххи (1990)
- И. Я. Яковлев. Чӑваш халӑхне панӑ халал (1992)
- Ф. Павлов. Ҫырнисен пуххи (1992)
Плакатсем
- «Ян Амос Коменский» (1970)
- «Альбрехт Дюрер» (1971)
- «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 100 ҫулта» плакат (1971).
Грампластинкӑсен конверчӗсене илемлетни
- Чӑваш Ен кӗввисем. Ираида Вдовина чӑваш халӑх юррисене юрлать. «Мелодия» фирма. 1973.
Куравсемпе музейсем
- Э. М. Юрьев ӗҫӗсен куравӗ (ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ тӗле). ЧГХМ. 1986, пуш-ака.
- Э. М. Юрьев ӗҫӗсен куравӗ (ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле). ЧГХМ. 1996, пуш-ака.
- Э. М. Юрьев ӗҫӗсен астӑвӑм куравӗ (ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле). ЧГХМ. 2006, пуш-ака.
- «Э. М. Юрьевӑн пултарулӑх еткерӗ. Чӑваш Республикин патшалӑх символикин авторӗ 80 ҫул тултарнӑ тӗле». ЧГХМ. 2016, пуш-ака.
- «Чарӑн, самант. Юрьев тата сӑнсем» Э. М. Юрьевӑн сӑнӳкерчӗксен эткерлӗхӗн куравӗ. ЦСИ ЧГХМ. Шупашкар. 2016 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1976);
- К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗ (1990);
- Чӑваш Республикин Пӑрачкав салин хисеплӗ гражданинӗ (1992);
- Чӑваш Республикин халӑх художникӗ (1993);
- Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ (1996);
- Чӑваш Республикин Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2012).
Астӑвӑм
- Шупашкар хулин мемориал масарӗнче пытарнӑ;
- Э. М. Юрьев ятне Шупашкарти 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулне (2001) панӑ;
- Э. М. Юрьев ячӗпе Шупашкар хулинчи урам (2001) хисепленет;
- Художникӑн пултарулӑх мастерскойӗ пулнӑ Шупашкар хулинчи ҫурт ҫинче асӑну хӑми (2001) уҫнӑ;
- Э. М. Юрьев ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча ӳкерчӗкӗн конкурсне йӗркеленӗ;
- Шупашкар хулинче Э. М. Юрьев ячӗллӗ музей-галерея уҫнӑ (Чӑваш Республики, 2006);
- Художникӑн тӑван кӗтесенче, Чӑваш Республикинчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче 2012 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче музей уҫнӑ;
- Республика шайӗнче «Общественно-художественное значение и актуальность творческого наследия Э. М. Юрьева» ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттернӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. 2016 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Геральдический художник Вадим Шипунов - Герб и флаг Исаковского сельского поселения. wshipunov.ucoz.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Элли Юрьев — биография чувашского художника (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Элли Юрьев: профессиональный путь мастера. cheb.ruc.su. Пӑхнӑ кун: 2027 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Викторов Ю.В. Элли Михайлович Юрьев ( 1936- 2001). Выдающиеся люди Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 О художнике. artmuseum.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Архивы Чувашской Республики (выр.). srv.giachr.kaisa.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Викторов Ю.В. Многогранное проявление национального. Вестник Чувашского университета (2006). Пӑхнӑ кун: 2027 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Элли Юрьев, заслуженный художник Чувашской АССР : Каталог произведений / сост. Э. М. Юрьев. — Чебоксары, 1986. — 24 с.
- Сементер, Ю. Элли элемĕсем / Ю. Сементер // Ялав. — 2001. — № 5. — С. 74-78.
- Викторов, Ю. В. Элли Юрьев. Художник и время / Ю. В. Викторов. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2005. — 254 с. : ил. — (Замечат. люди Чувашии).
- Викторов Ю. В. Юрьев Элли Михайлович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.