Костина Майя Петровна
Костина Майя Петровна (1942 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ, Шӑхасан) — парашют спорчӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1975)[1]. Пилӗк хутчен тӗнче чемпионки ятне тивӗҫнӗ; тӗнче, Европа тата СССР рекордне 38 хут ҫӗнетнӗ; Европа (1975) тата СССР халӑхӗсен Спартакиадин абсолютлӑ чемпионки (1967, 1971). Парашютпа 7 000 яхӑн хут сикнӗ.
Ултӑ хутчен РСФСР абсолютлӑ чемпионки, СССР ДОСААФ абсолютлӑ чемпионки, СССР абсолютлӑ чемпионки, «Ылтӑн хӑйӑр» кубокӑн абсолютлӑ чемпионки, Болгарин паллӑ парашютисчӗсен кубокӗн абсолютлӑ чемпионки, тӑваттӑ хутчен социалистла ҫӗршывсен ӑмӑртӑвӗн абсолютлӑ чемпионки, Европӑн абсолютлӑ чемпионки, пилӗк хутчен тӗнче чемпионки ятсене тивӗҫнӗ. Костина 38 спорт рекордне ҫӗнетнӗ, унӑн 35 кубок, 120 медаль (вӗсенчен 75 ылтӑн) пур. Пурӗ 7000 яхӑн хут парашютпа сикнӗ.
Пурнӑҫӗпе кун-ҫулӗ
Майя ҫуралнӑ вӑхӑтра ашшӗ фронтра пулнӑ, вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Японипе вӑрҫнӑ. Вӑрҫӑсем вӗҫленсен ҫемье Монголире, Улан-Баторта пурӑннӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн вӗсем Сосновка поселокне (халӗ Шупашкар хулин чиккине кӗрет) куҫса килнӗ, унта Майя 1-мӗш класа кайнӑ. Ачалӑх вӑхӑтӗнче чирлесе ирттернине пула парашютистка пулас ӗмӗт тӳрех пурнӑҫланайман. Ҫамрӑк чухне Майя башня кранӗн машинисчӗ пулса ӗҫленӗ, ҫамрӑк рабочисен шкулӗн 10 класне вӗренсе пӗтернӗ.
1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарти авиаспортклубра Костина пӗрремӗш хут сикнӗ. 1961 ҫулта унтах планерлӑ спортпа туслашма май тупӑннӑ. Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗн программине пурнӑҫланӑ, анчах ӑна летчица пулас ӗмӗт канӑҫ паман. Аэроклубран ӑна Саранскри инструкторсен вӗҫев шкулне вӗренме янӑ. Унта Майя парашют спорчӗпе кӑсӑкланса кайнӑ.
Пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӗве 1963 ҫулта тунӑ. Вӑл Волчанскра (Украина) иртнӗ Пӗтӗм Союзри ӑмӑртусенче дебютланӑ, Майя Костина унта тӳпери акробатикӑшӑн хӑйӗн пӗрремӗш бронза медальне ҫӗнсе илнӗ. РСФСР чемпионатӗнче вӑрах вӑхӑт хушши сикнӗ чухне иккӗмӗш пулнӑ. Ӑна Раҫҫей сборнӑйӗн йышне кӗртнӗ. СССР чемпионатӗнче Майя ӑна шанса панӑ ӗҫе тӳрре кӑларнӑ — абсолютлӑ чемпионка титулне ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫласа ҫӗршыв сборнӑйӗн йышне кӗнӗ.
1966 ҫулта Лейпцигра иртнӗ парашют спорчӗн тӗнче чемпионатӗнчен Костина пилӗк ылтӑн тата икӗ кӗмӗл медаль илсе килнӗ. Часах Ташкентра СССР сборнӑйӗн парашютисчӗсем тӗнче рекорчӗсене чӑннипех те штурмлама пуҫланӑ. Ушкӑнпа сикессинче СССР ӑстисем 43 аслӑ ҫитӗнӗве ҫӗнетнӗ. Майя Костина вӗсенчен 13-шне лайӑхлатнӑ. Куйбышев (халӗ Самар) хулинче иртнӗ РСФСР чемпионатӗнче вӑл пиннӗмӗш хут сикнӗ. Вӑраха вӑхӑт хушши сикессинче Костина Раҫҫейӗн абсолютлӑ чемпионкин ятне ҫӗнсе илнӗ. Ҫулталӑкран Варнӑра иртнӗ йӑлана кӗнӗ «Ылтӑн хӑйӑр» кубокӗнче пляж тата шыва тӗрӗс анса лармалли программӑра М. Костина Болгарире ҫӗнтернӗшӗн хрусталь кубокӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. 1970 ҫул, Югослави. Майя иккӗмӗш хут тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Акробатика кӑтартса сикессинче вӑл тӑваттӑмӗш вырӑн кӑна йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Костина тӗнче чемпионачӗсенчи чыслав пьедесталӗн чи сумлӑ картлашки ҫине пилӗк хутчен хӑпарнӑ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлать.
Хисепӗсем
- «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2015 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗнче тата чикӗ леш енче Шупашкар хулин чапне тата ят-сумне ӳстерес ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[2].
Ҫемйи
М. П. Костинӑн упӑшки — Анатолий Анатольевич Осипов, вӑл паллӑ спортсмен-парашютист, вӗсем Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ[3]. Икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Асли — Александр, ҫар летчикӗ, майор; кӗҫӗнни — Олег, программист.
Вуламалли
- Хозяйка голубого неба // Спортсмены. — Чувашское кн. изд-во: Чебоксары, 2005. — С. 29-36. — (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 3).
- Скородумов, Н. Г. Костина Майя Петровна / Н.Г. Скородумова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 330-331.
- Михайлов, А. Майя Костина: «Тӳпере хама ирӗклӗ туятӑп» / А. Михайлов // Хыпар. – 2013. – 17 раштав. – С. 3 : фот.
- Бодрова, О. Небо под ногами / О. Бодрова ; фот. авт. // Чебоксар. новости. – 2011. – 15 сент. – С. 5.
- Наумова, Т. Покоренные высоты Майи Костиной / Т. Наумова // Спорт. панорама Чувашии. – 2012. – № 3. – С. 38-39 : фот.
- Павлова, Е. Абсолютно абсолютная чемпионка / Е. Павлова // Республика. – 2016. – 6 апр. (№ 13). – С. 11 : фот.
- Прокопьев, В. П. Костина Майя Петровна / В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. – Чебоксары, 2014. – Кн. 1. – С. 277-278.
- Скородумов, Н. Г. Костина Майя Петровна // Скородумов, Н. Г. Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. – Чебоксары, 2007. – С. 28.
Ӑнлантарусем
- ^ Спортсмены : Костина Майя Петровна. nasledie.nbchr.ru.
- ^ Костина Мая Петровна награждена медалью «За заслуги перед городом Чебоксары». Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 55 лет назад чувашская спортсменка Мая Костина триумфально выиграла чемпионат мира по парашютному спорту. chgtrk.ru.