Сорокина Лидия Семёновна
Лидия Семёновна Сорокина (ҫур. 1941 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ, Кишкенеколь[d]) — совет саманин тата Раҫҫейӗн опера юрӑҫи, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки (1970), К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1969)[1].
Пурнӑҫӗ
Лидия Семёновна Казах ССР-ӗн Кокчетав облаҫӗнчи Кызылту посёлокӗнче (халӗ — Казахстанӑн Ҫурҫӗр-Казахстан облаҫӗн Уалиханов районӗнчи Кишкенеколь посёлокӗ) ҫуралнӑ[1].
Мӗн ачаран артистка пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Петропавловскри музыка училищин вокал уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Кунта ӑна А. Луначарский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх театр ӳнерӗн институчӗн режиссура факультечӗн деканӗ В. Волгородский асӑрханӑ, вара Лидия, училищӗре икӗ курс пӗтерсен, Мускава драма актрисин ӑсталӑхне вӗренме куҫнӑ. Ҫулталӑк вӗреннӗ хыҫҫӑн музыка камичӗн актерӗсен факультетне, Б. Покровский курсне куҫнӑ. Паллӑ маэстро П. Понтрягин патӗнче вокалпа занятисем ирттернӗ хыҫҫӑн пулас артистка унӑн юрӑ ӑсталӑхӗ пуррине ӗненнӗ. Ҫапла май вӑл опера юрӑҫи(выр.)чăв. пулма тӗллев лартнӑ[2].
Раҫҫейӗн патшалӑх театр институтӗнче («Музыка камичӗн актёрӗ» специальность[3]) пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1966—1972 ҫулсенче Чӑваш музыка театрӗн (халӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) солистки пулса тӑнӑ. Вӑл театр сцена ҫинче «Нарспи» оперӑри Нарспи партине чи пӗрремӗш юрлакан пулнӑ (Б. Маркин режиссёр); 1969 ҫулта ҫак рольшӗн ӑна К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх премипе чысланӑ[1].
1972 ҫултанпа Мускаври Оперетта театрӗн актриси пулнӑ. Каярах Мосэстрада организацийӗнче ӗҫленӗ[1], кунта вӑл чӑваш композиторӗсен паллӑ юррисене шӑрантарнӑ[2].
Тӗп партисем
- Татьяна (П. Чайковскийӗн «Евгений Онегин» опери);
- Мэри Ив (В. Мураделин «Кӑвак куҫлӑ хӗр, е Мэри Ив Мускава вӗҫет» хайлавӗ);
- Стелла (И. Дунаевскийӗн «Ирӗклӗ ҫил» хайлавӗ);
- Анка (Б. Мокроусовӑн «Чапай» хайлавӗ);
- Елена (А. Новиковӑн «Петроград повеҫӗ» хайлавӗ);
- Надежда (А. Новиковӑн «Хура хурӑн» хайлавӗ).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Сорокина Лидия Семёновна. Чӑвашлӑх еткерӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Заломнов П. Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены. — Чебоксары, 2002. — С. 104. — 143 с.
- ^ Наши выпускники(паллӑ мар). old.gitis.net. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вдовцева, Л. «Хотела бы спеть Нарспи…» / Л. Вдовцева // Совет. Чувашия. — 1967. — 16 апр.
- Длугач, А. Помогли товарищи / А. Длугач // Театрал. жизнь. — 1968. — № 20. — С. 11.
- Заломнов, П. Д. Сорокина Лидия Семеновна // Заломнов, П. Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. — Чебоксары, 2002. — С. 104.