Канюков Владимир Яковлевич
Владимир Яковлевич Канюков (1926 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ, Етӗрне уесӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1983 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин чӑваш ӑсчахӗ-литература тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1954), доцент. Литературӑпа фольклор ҫыхӑнӑвӗсене, ача-пӑча литературин историне тӗпченипе, ҫавӑн пекех чӑваш классикӗсен ӗҫӗсен пуххисене хатӗрленипе паллӑ[1].
Пурнӑҫӗ
1926 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Элӗк районӗ) Ҫӗнкас Юнтапа ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Юнтапари тулли мар вӑтам шкулта тата Калининӑри педагогика училищинче (Чӑваш АССРӗн Калинино районӗ) вӗренсе пӗтернӗ. 1943 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата Советсемпе яппун вӑрҫине хутшӑннӑ[2]. Инҫет Тухӑҫри 2-мӗш фронтра радиотелеграфист пулса хӗсметре тӑнӑ, пӗр вӑхӑт хушши Байкалхыҫ ҫар округӗн штабӗнче ҫыруҫӑра ӗҫленӗ. Маньчжури операцине хутшӑннӑ[3].
Ҫартан демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн (ЧППИ) историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ, ӑна 1950 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав аслӑ шкултах ӗҫлеме юлнӑ (1950—1967 ҫулсем), доцентӑн ӑслӑлӑх хисепӗ пулнӑ[4]. Ҫавӑн пекех пӗр вӑхӑтрах Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑх-тӗпчев институтӗнче (1953—1961) литературӑпа ӳнер секторӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ[4].
1967 ҫултанпа В. Я. Канюков И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ: историпе филологи факультечӗн деканӗ, ҫавӑн пекех чӑваш литературипе чӗлхи (1971 ҫултанпа) тата чӑваш литератури (1975 ҫултанпа) кафедрисен пуҫлӑхӗ пулнӑ[5]. 1954 ҫулта Мускав облаҫӗнчи педагогика институтӗнче «Основные этапы развития чувашской детской литературы (от возникновения до 1941 года)» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ[6]. КПСС пайташӗ пулнӑ.
1964 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. 6 томлӑ «Собрания чувашского фольклора» хатӗрлессине хутшӑннӑ, темиҫе кӗнеке авторӗ. Чӑваш шкулӗсем валли тӑван литература енӗпе саккӑрмӗш (1962) тата ҫиччӗмӗш (1973) классен программисемпе вӗренӳ кӗнекисене пухса хатӗрленӗ.
1983 ҫулхи ҫӑвӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Хисепӗсем
Медальсемпе чысланӑ, вӗсен хушшинче «Японие ҫӗнтернӗшӗн» (1946), «В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа», «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳрен ҫирӗм ҫул» тата «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсем 50 ҫулта» медальсем пур[7]. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1976)[7]. Вилнӗ хыҫҫӑн К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премине тивӗҫнӗ (1988)[7].
Тӗп ӗҫӗсем
- «Основные этапы развития чувашской детской литературы (от возникновения до 1941 г.)» (1954)[8];
- «Н. В. Шупуҫҫынни пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен» (1958)[9];
- «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ: сӑвӑ-юрӑ, юмах-халап» (1964)[9];
- «От фольклора к письменности: (Ранняя чуваш. литература и нар. творчество) Очерк лит.-фольклорных отношений» (1971)[10][9];
- «Развитие литературы и народные художественные традиции» (1979)[9].
Харпӑр пурнӑҫӗ
А. С. Канюкова чӗлхеҫӗпе, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ[11].
Ӑнлантарусем
- ^ Канюков Владимир Яковлевич (1926-1983). Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ КАНЮКОВ ВЛАДИМИР ЯКОВЛЕВИЧ. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Канюков Владимир Яковлевич. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Канюков Владимир Яковлевич. Литературная карта Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ КАНЮКОВ Владимир Яковлевич. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Автореферат диссертации на соискание учен. степени кандидата филол. наук. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Награды и звания В. Я. Канюкова. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Основные этапы развития чувашской детской литературы (от возникновения до 1941 г.). Национальная электронная библиотека (1954). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Канюков Владимир Яковлевич. Литературная карта Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ От фольклора к письменности. Национальная электронная библиотека (1971). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ КАНЮКОВА Александра Семёновна. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексеев, О. Вĕренекенĕсен асĕнче упранĕ / О. Алексеев // Хресчен сасси. – 2001. – 16 кăрлач.
- Алексеев, О. Пултаруллă критик-литературовед, педагог / О. Алексеев // Хыпар. – 1996. – 6 кăрлач.
- Алексеев, О. Унăн сăнарĕ асра упранĕ / О. Алексеев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 2001. – 17 кăрлач.
- Дедушкин, Н. Ĕçчен критик-литературовед / Н. Дедушкин // Канюков, В. Писатель ăсталăхĕ / В. Канюков. – Шупашкар, 1986. – С. 5-8 ; çавах // Тăван Атăл. – 1976. – № 1. – С. 20.
- Дедушкин, Н. Пултаруллă критик-литературовед // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 141-144.
- Николаев, П. Ырă çын çинчен – ăшă сăмах / П. Николаев // Хресчен сасси. – 1996. – 12 дек.
- Прокопьев, И. Пултарулăхĕ нумай енлĕччĕ / И. Прокопьев // Ялав. – 1996. – № 1. – С. 94-96.
- Эзенкин, В. С. Литература критикин шыравĕсен çул-йĕрĕпе меслечĕсем // Эзенкин, В. С. Чăваш литературоведенипе критика историйĕн кĕске очеркĕ / В. С. Эзенкин. – Шупашкар, 1989. – С. 44-53.
- Юмарт, Г. Ача-пăча литературин критикĕ / Г. Юмарт // Хыпар. – 2001. – 11 кăрлач.
- Афанасьев, П. Канюков Владимир Яковлевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 190-191.
- Дедушкин, Н. Счастливый дар / Н. Дедушкин // Совет. Чувашия. – 1976. – 10 янв.
- Канюков Владимир Яковлевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 151.
- Канюков Владимир Яковлевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 182.
- Канюков Владимир Яковлевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 81.
- Михайлова, Т. В. Канюков Владимир Яковлевич / Т. В. Михайлова, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 275.
- Прокопьев, И. П. Слово о друге // Прокопьев, И. П. По зову сердца / И. П. Прокопьев. – Чебоксары, 1998. – С. 53-59.
- Федоров, Г. И. Канюков Владимир Яковлевич / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 213.
- Ялгир, П. Канюков Владимир Яковлевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 47.
Каçăсем
- Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 2021 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.