Марков Борис Семёнович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Марков Борис Семёнович (1924 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ, Хитекушкăнь, Элӗк районӗ, Чӑваш АССР1977 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ, Мускав, СССР) — совет саманинчи чӑваш артисчӗ, режиссёр, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1953), Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ (1961), РСФСР халăх артисчӗ (1974), К. В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ (1962—1966)[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1924 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă. Тавăт ялĕнчи шкулта вĕреннĕ.

Шупашкарти педтехникумран вĕренсе тухсан Тавăтри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуçлансан фашистсене хирĕç çапăçма фронта тухса кайнă, артиллерире ҫапӑҫнă.

Вăрçă вĕçленсен Борис Марков Чӑваш студийӗ йышӗнче ГИТИСа вĕренме кӗнӗ, М. М. Тарханов патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.

1947—1954 ҫулсенче К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх академи театрĕнче спектакльсенче тĕп сăнарсене вылянӑ.

Театр ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чăваш АССР халăх артисчĕн ятне тивĕçнӗ.

1959 çулта ГИТИСра режиссура факультетĕнче вĕренсе «музыка режиссёрӗ» специальнӑҫа алла илнӗ. Ăна чăваш мусăк театрне (мызукӑпа драма театрӗ йышӗнче) йĕркелеме чĕнеççĕ, театрăн тĕп режиссерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Унтах вӑл вокал тата балет студисене уçнӑ[2].

1960 çулхи çу уйăхӗн 22-мӗшӗнче Борис Марков Чăваш патшалăх музыкӑпа драма театрĕн сцени çинче чăвашсен пĕрремĕш опери – Федор Васильевăн «Шыварманĕ» —кун ҫути курнӑ. Кăштах вăхăт иртсен Б. Мокроусовăн «Чапай» оперине (Раççейре пĕрремĕш хут!) лартнӑ.

Ҫав хушӑрах 1967—1972 ҫулсенче Кремльти Съездсен керменӗн сцени ҫинче СССР Пысӑк театрӗн спектаклӗсене лартнӑ, ГИТИСра лекцисем вуланӑ (доцент пулнӑ).

1966 ҫултан — РСФСР Культура министерствин Раҫҫейри опера театрӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗ, Министерство коллегийӗн пайташӗ.

1977 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӗри тапма чарӑннӑ.

Шупашкарти мемориал çăвине пытарнă.

Обществӑлла ӗҫ

  • СССР Аслӑ Канашӗн 6-мӗш суйлавӗн Национальнӑҫсен Канашӗн депутатне (Чӑваш АССРӗнчен) суйланнӑ (1962—1966)[3].
  • КПСС Чӑваш обкомӗн пайташӗ, КПСС Шупашкар хула комитечӗн пайташӗ пулнӑ.
  • Совет Тӗнче хӳтӗлев комитечӗн пайташӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Пичетленĕ кĕнекесем

Борис Семёнович ӳнер ыйтăвĕсемпе 40 ытла статья çырнă, 2 кĕнеке кӑларнӑ:

  • «Рождение музыкального театра Чувашии»,
  • «Мой театр»

Актёр пултарулӑхӗ

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче
  • 1947 — «Горе от ума», А. С. Грибоедов — Фамусов,
  • 1948 — «Ревизор», Н. В. Гоголь — Городничий,
  • 1950 — «Свадьба с приданым», Н. М. Дьяконов — Курочкин.

Режиссура

Чӑваш патшалӑх музыкӑпа драма театрӗнче
  • 1960, ҫу уйӑхӗ — «Шывармань», Ф. С. Васильев (пӗрремӗш чӑваш опери)
  • 1961 — «Евгений Онегин», П. И. Чайковский,
  • 1962 — «Хамăръял», Ф. С. Васильев,
  • 1963 — «Татнӑ вальс», А. В. Асламас,
  • 1963 — «Поэт чери», А. В. Асламас,
  • 1964 — «Сильва», И. Кальман,
  • 1967 — «Нарспи», Г. Я. Хирбю,
  • 1972 — «Кармен», Ж. Бизе,
  • «Чапаев», Б. Мокроусов (Раҫҫейре пуҫласа лартнӑ опера).

Пӗртӑванӗсем

Хисепӗсем[4]

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1953),
  • Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ (1961),
  • РСФСР ӳнерсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1967),
  • РСФСР халăх артисчӗ (1974),
  • К. В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1969).
  • «Хисеп палли» орден — ӳнер аталанӑвӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, пысӑк тӳпе хывнӑшӑн.

Астӑвӑм

undefined
undefined

Вуламалли

  • Борис Семенович Марков : [буклет] / ред.-сост. И. Евсеева. — Чебоксары, 1994. — 1 л. : ил., портр.
  • Канюкова, А. С. Жизнь, отданная театру / А. С. Канюкова, А. С. Марков. — Чебоксары : Изд-во ЧГУ, 1999. — 134 с. : ил.
  • Марков, А. С. Борис Семенович Марков — артист, режиссер, педагог / А. С. Марков, А. С. Маркова (Канюкова). — Чебоксары : [ЧГИГН], 2014. — 234 с. : ил., портр.
  • Алексеев, О. Оперӑпа балет театрне — Борис Марков ятне / О. Алексеев // Хыпар. — 2001. — 16 ҫу.
  • Канюкова, А. Чӗре ун театршӑн тапнӑ / А. Канюкова // Тӑван Атӑл. — 1986. — № 8. — С. 64-66.
  • Кондратьев, В. Борис Марков пурнӑҫӗпе паллаштарать / В. Кондратьев // Хыпар. — 2001. — 21 нарӑс.
  • Константинова, Л. Марковсен ывӑл-хӗрӗ — кашниншӗн ырӑ тӗслӗх / Л. Константинова // Пурнӑç çулěпе (Элӗк районӗ). — 2022. — 21 юпа/октябрь (№ 41). — С. 7.
  • Романская, М. Унӑн спектаклӗпе театр пуҫланнӑ / М. Романская // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2021. — 27 ҫу/май (№ 20). — С. 7.
  • «Хамӑр ӗҫе фанатик пек юратсан ҫеҫ…» : статьясем // Хыпар. — 1994. — 26 ҫу.
  • Шинграев, В. Унӑн чӗри театршӑн ҫуннӑ / В. Шингарев // Хыпар. — 2014. — 13 пуш. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Алексин, В. Жизнь дал чувашской опере / В. Алексин // Советская Чувашия. — 1994. — 28 мая.
  • Бушуева, Л. И. Марков Борис Семенович: 1924-1977. «Я вложил в этот театр всю свою жизнь» / Л. И. Бушуева // Мастера театрального искусства. — Чебоксары, 2012. — С. 217-226.
  • Дмитриева, В. Борис Марков и его театр / В. Дмитриева // Чебоксарские новости. — 1994. — 26 мая.
  • Ефимов, Л. А. Видный организатор театрального искусства Чувашии и России : (к 95-летию со дня рождения Бориса Семеновича Маркова) / Л. А. Ефимов // Чӑваш наци ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн хыпарӗсем = = Вестник Чувашской национальной академии наук и искусств. — 2019. — № 1. — С. 13-22.
  • Заломнов, П. Д. Марков Борис Семенович / П. Д. Заломнов // Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены . — Чебоксары, 2002. — С. 25-26.
  • Кондратьев, М. Послесловие редактора / М. Кондратьев // Марков, Б. С. Мой театр / Б. С. Марков. — Чебоксары, 1995. — С. 93-94.
  • Макарова, С. Режиссер от Бога / С. Макарова // Советская Чувашия. — 2009. — 7 марта. — С. 3.
  • Марков, А. С. Б. С. Марков — основатель чувашского музыкального театра / А. С. Марков // Политические преследования и репрессии 1920 — начала 1950-х годов в судьбах интеллигенции Чувашии. — Чебоксары, 2014. — С. 144-151.
  • Марков, А. С. На театральных подмостках трагедии разыгрываются по-настоящему / А. С. Марков // СЧ-Столица. — 2000. — 26 янв. — 1 февр. (№ 3). — С. 15.
  • Романов, П. В. Марков Борис Семенович / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 263.
  • Романов, П. В. Марков Борис Семенович / П. В. Романов, М. Г. Кондратьев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 47.
  • Талантливый сын своего народа. Борис Марков // Чувашия театральная. — 2022. — Апр. (№ 3). — С. 6.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 100 лет со дня рождения Бориса Маркова, заслуженного деятеля искусств РСФСР, народного артиста РСФСР - Чувашский академический драматический театр (2024-03-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  2. ^ Марков, Борис Семенович (актер, режиссер; 07.03.1924-25.03.1977). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия.
  3. ^ Депутаты Верховного Совета СССР VI-го созыва 1962 - 1966. knowbysight.info. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  4. ^ Памяти первого режиссёра Маркова Бориса Семеновича. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  5. ^ Улица Б. С. Маркова (выр.). Чебоксарский городской сайт. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем