Павлова Надежда Васильевна

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Павлова Надежда Васильевна (1956 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш АССР) — совет тата Раҫҫей балет артистки, педагог. СССР халӑх артистки (1984), Чăваш АССРӗн халăх артистки (1980). Ленин комсомолĕн премин лауреачĕ (1975).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Шупашкарта нумай ачаллӑ чӑваш ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ — Василий Павловичпа Мария Ильинична Павловсем. Ҫемье Дегтярёв урамӗнче пурӑннӑ, Надежда 2-мӗш шкулта вӗреннӗ[1].

7 ҫулта Пионерсен ҫурчӗ ҫумӗнчи хореографи кружокӗнче ташлама вӗренме пуҫланӑ.

1966 ҫулта ӑна Пермьри хореографи училищинчен Шупашкара пултаруллӑ ачасене шырама килнӗ комисси асӑрханӑ, хӗрачана Пермь хулинче вӗренме сӗннӗ. Ҫичӗ ҫул — 2-мӗш класран пуҫласа шкултан вӗренсе тухиччен — Пермьри хореографи училищинче Л. П. Сахарова патӗнче вӗреннӗ. Сцена практикин концерчӗсене хутшӑнса ун валли М. М. Газиев лартнӑ номерсене («Девочка и эхо», «Маленькая балерина», «Озорница») калӑпланӑ, ҫаплах Пермьри оперӑпа балет театрӗн спектаклӗсенче ача-пӑча партийӗсене ташланӑ. 1970 ҫулта театрӑн Мускаври гастролӗсене хутшӑннӑ, рецензентсен кӑмӑлне кайнӑ[2].

Балерина патне ӑнӑҫу ир ҫитнӗ. 15 ҫулта вӑл Пӗтӗм Союзри балетмейстерсемпе балет артисчӗсен конкурсӗн I премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ, тепӗр ҫултан, 1973 ҫулта, Мускаври Пӗтӗм тӗнчери балет артисчӗсен II конкурсӗн Гран-прине ҫӗнсе илнӗ. Ҫак ҫулсенче, вӗреннӗ вӑхӑтрах, ҫӗршыв тата чикӗ леш енче час-часах гастрольсенче пулнӑ, Италире, Японире, Китайра, Австрире, Германире, Францире, АПШ-ра ташланӑ.

Пултарулӑх карьери

1974 ҫулта училище вӗренсе пӗтерсен — П. И. Чайковский ячӗллӗ Пермь оперӑпа балет театрӗн солистки. Пӗрремӗш сезонрах ӑна Жизель (ун чухне 17 ҫулта пулнӑ) тата Джульетта партийӗсене ташлама сӗнеҫҫӗ.

1975 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Пысӑк театр солистки. Кунсерен А. М. Мессерер класӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, М. Т. Семёнова ертсе пынипе репетици тунӑ. Унӑн яланхи партнёрӗ В. Гордеев ташӑ ӑсти пулса тӑнӑ, ҫав ҫулах вӑл ӑна качча тухнӑ. Унӑн ытти партнёрӗсем хушшинче — Пысӑк театр солисчӗсем А. Богатырёв, В. Анисимов, каярахпа — А. Фадеечев, Ю. Васюченко, И. Мухамедов. Пысӑк театрӑн сцени ҫинче пӗрле ташланӑ юлашки ташӑ ӑстисенчен пӗри Н. Цискаридзе пулнӑ.

Концерт репертуарӗ анлӑ пулнӑ, ҫав шутра ятарласа ун валли лартнӑ номерсем те[3].

1984 ҫулта ГИТИСӑн «репетитор-педагог» специальнӑҫпа балетмейстер уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗрентме пуҫласан Францире, Германире, Японире, Финляндире ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ.

1992—1994 ҫулсенче — Надежда Павловӑн харпӑр балет театрӗн пултарулӑх ертӳҫи.

1995 ҫулта — классика еткерӗнчи балетсем лартакан «Ренессанс-балет» труппа ертӳҫи.

Люксембургри (1995) тата Гонконгри (1996) балет артисчӗсен тӗнчери конкурссен жюри йышне кӗнӗ.

1999 ҫулта Вашингтонра Раҫҫей культура центрне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ тата Донецкри «Тӗнче балечӗн ҫӑлтӑрӗсем» фестиваль лауреачӗ пулса тӑнӑ.

1998—1999 ҫулсенче «Вырӑс балечӗ» труппа спектаклӗсенче йыхравланӑ ҫӑлтӑр пулса ташланӑ.

2000 ҫулта В. В. Ахундов ертсе пыракан «ГИТИС» Вырӑс балет театрӗн педагог-репетиторӗ пулнӑ.

2001 ҫулта хӑйӗн пултарулӑх ҫулне пуҫланӑ П. И. Чайковский ячӗллӗ Пермь оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче пултарулӑх каҫӗ ирттерсе ташӑҫӑ карьерине вӗҫленӗ[4].

2009 ҫултанпа — Н. Д. Касаткина тата В. Ю. Василёв ертсе пыракан классика балечӗн патшалӑх театрӗнче балетмейстер-репетитор.

Раҫҫей театр ӳнерӗн академийӗнче — ГИТИСра вӗрентет, профессор.

2013 ҫултанпа — Пысӑк театрӑн балетмейстер-репетиторӗ[3].

Мускавра пурӑнать.

Халӗ пурӑнакан СССР халӑх артисчӗсенчен чи ҫамрӑкки (ҫулне кура) шутланать.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Павлов Василий Павлович (1923 ҫ.ҫ.), Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницинче рентгенотехник пулса ӗҫленӗ; вӑл Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ[5].
  • Амӑшӗ — Павлова Мария Ильинична (1928—1996), Шупашкарти 8-мӗш ача пахчинче воспитатель пулса вӑй хунӑ.
  • Пӗрремӗш упӑшки — Гордеев Вячеслав Михайлович (1948 ҫ.ҫ.), балет артисчӗ. Вӗсем 1986 ҫулта уйрӑлнӑ.
  • Иккӗмӗш упӑшки — Окулевич Константин Михайлович (1945 ҫ.ҫ.), психоаналитик, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ.

Хисепӗсем

  • Пӗтӗм Союзри балетмейстерсемпе балет артисчӗсен конкурсӗн I премийӗ (1972),
  • Мускаври Пӗтӗм тӗнчери балет артисчӗсен II конкурсӗн Гран-прийӗ (1973),
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (21.10.1977),
  • Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1980)[6],
  • РСФСР халӑх артисчӗ (28.04.1982),
  • СССР халӑх артисчӗ (13.12.1984),
  • Ленин комсомолӗн премийӗ (1975),
  • «Хисеп Палли» орден (1976).

Репертуар

Пермьри оперӑпа балет театрӗ

  • 1972 — Сванильда, «Коппелия» Л. Делиб, Н. Боярчиков хореографийӗ,
  • 1972 — Жизель, «Жизель» А. Адан, Б. Щербинин редакцийӗ, Н. Боярчиков хореографийӗ,
  • 1972 — Джульетта, «Ромео и Джульетта» С. Прокофьев, Н. Боярчиков хореографийӗ,
  • 1974 — Маша, «Щелкунчик» П. Чайковский.

Пысӑк театр

7 ҫул хушшинче балерина Пысӑк театр репертуарӗнчи ертсе пыракан чылай партие ташланӑ, вӗсен шутӗнче:

  • 1975 — Маша, «Щелкунчик» П. Чайковский, Ю. Григорович хореографийӗ,
  • 1976 — Геро, «Любовью за любовь» Т. Хренников, В. Боккадоро,
  • 1976 — Китри, «Дон Кихот» Л. Минкус, М. Петипа тата А. Горский хореографийӗ, Р. Захаров редакцийӗ,
  • 1977 — Фригия, «Спартак» А. Хачатурян, Ю. Григорович хореографийӗ,
  • 1977 — Аврора принцесса, П. Чайковскин «Спящая красавица», М. Петипа хореографийӗ, Ю. Григорович редакцийӗ,
  • 1978 — Эола, «Икар» С. Слонимский, В. Васильев хореографийӗ,
  • 1978 — Солистка тата Классикӑлла па де де Дж. Торелли кӗввипе, В. Васильев хореографийӗ,
  • 1978 — Валентина, «Ангара» А. Эшпай, Ю. Григорович хореографийӗ,
  • 1978 — Пике, «Видение Розы» К. М. фон Вебер, М. Фокин хореографийӗ,
  • 1979 — Джульетта, «Ромео и Джульетта» С. Прокофьев, Ю. Григорович хореографийӗ,
  • 1979 — Ширин, «Легенда о любвив» А. Меликов, Ю. Григорович хореографийӗ,
  • 1981 — Принцесса, «Деревянный принц» Б. Барток, А. Петров хореографийӗ (пӗрремӗш ташлакан),
  • 1982 — Ҫиччӗмӗш вальс тата прелюд, «Шопениана» Ф. Шопен, М. Фокин хореографийӗ,
  • 1982 — Флорин принцесси, П. Чайковскин «Спящая красавица», М. Петипа хореографийӗ, Ю. Григорович редакцийӗ,
  • 1986 — Одетта-Одиллия, «Лебединое озеро» П. Чайковский, Ю. Григоровичӑн пӗрремӗш редакцийӗ,
  • 1987 — Жизель, «Жизель» А. Адан, Ж. Коралли, Ж. Перро, М. Петипа хореографийӗ, Ю. Григорович редакцийӗ,
  • 1989 — Катерина, «Каменный цветок» С. Прокофьев, Ю. Григорович хореографийӗ,
  • 1992 — Никия, «Баядерка» Л. Минкус, М. Петипа хореографийӗ, Ю. Григорович редакцийӗ,
  • 1993 — Люсиль Гран, «Па де катр» Ц. Пуни, Ж. Перро хореографийӗ, А. Долин редакцийӗ (Пысӑк театрта пӗрремӗш ташлакан),
  • 1996 — Сильфида, «Сильфида» Г. Левенскольд, А. Бурнонвиль хореографий, Э. М. фон Розен редакцийӗ.

Мускаври В. Смирнов-Голованов хула балечӗ

  • 1992 — Кармен, «Кармен-сюита» Ж. Бизе, Р. К. Щедрин оркестровки, А. Алонсо хореографийӗ.

С. Власов труппинче

  • 1986/87 — Флоретта, «Синяя борода» М. Фокин, С. Власов лартнӑ.

Ытти

  • 1983 ҫултанпа — М. Бежар («Опус № 6) тата Дж. Баланчин миниатюрисем, хальхи вӑхӑтри хореографсен хайлавӗсем.

Фильмографи

  • Балерина ташланине «Асаф Мессерер» (1969, реж. Ф. Слидовкер), «Дочери Отчизны» (1976, реж. Н. Орлов) документлӑ фильмсенче, «Дон Кихот» (1978, реж. Е. Мачерет) балет телеверсийӗнче, Ф. Слидовкерӑн «Поэмы» (Ф. Лист кӗввипе, 1981) балет-телефильмӗнче, «Поклон учителю», «Танцуют Надежда Павлова и Ольга Ченчикова» (1974) документлӑ фильмсенче курма пулать.
  • Балеринӑна «Джульетта» (1974, реж. Б. Галантер), «Танцует Надя Павлова» (1975, реж. В. Баранов, Пермь телевидени студийӗ), «Дуэт молодых» (1977, реж. В. Граве), «Надежда Павлова» (1992, реж. С. Конончук) фильмсене халалланӑ.
  • Ҫавӑн пекех «Синяя птица» совет-американ фильмӗнче (Кӑвак Кайӑк сӑнарӗ, реж. Дж. Кьюкор, 1976), «Сицилианская защита» детектив кинолентинче (Зина Лебедева балерина сӑнарӗ, реж. И. Усов, 1980), «Большой балет» (1980) концерт-фильмра ӳкерӗннӗ.

Ӳнерти сӑнар

Тӗрлӗ вӑхӑтра артисткӑн портречӗсене И. В. Васильевпа Л. Е. Лондон скульпторсем, В. С. Косоруков, Е. Н. Широков, И. С. Глазунов ӳнерҫӗсем калӑпланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Казнина, Екатерина. Хроника жизни знаменитой балерины на страницах «Советской Чувашии» — Опубликовано: «Советская Чувашия», 11 апреля 2022 г.
  2. ^ Павлова, Надежда Васильевна. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Надежда Павлова. Народная артистка СССР. Балетмейстер-репетитор. Люди театра / Балетная труппа. Большой театр. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
  4. ^ Надежда Павлова — musicseasons. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  5. ^ ПАВЛОВА Надежда Васильевна , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный сайт Вурнарского района (ПОРТАЛ ОРГАНОВ ВЛАСТИ ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ).
  6. ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР «О присвоении почетного звания «Народный артист Чувашской АССР» (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики (20 ҫӗртмен 1980).

Вуламалли

  • «Танцует Надежда Павлова», фотоальбом, текст А. Авдеенко — Пермь, 1986.
  • М. Железкова «Надежда Павлова», Шупашкар, 1985 тата 1988.
  • Э. Бочарникова, Г. Иноземцева «Балетра ҫӳреме юратакансене». М., 1988.
  • С. Коробков «Путь в большой балет. Семь уроков в Пермском хореографическом училищеке» — Пермь, 1989.
  • С. Потёмкина «Надежда Павлова. Большое интервью с балериной». М., 2020.
  • S. Montague. The ballerina, N. Y. , 1980.
  • J. Gregory. Giselle immortal: the story of Giselle as performed by Nadia Pavlova and Yuri Soloviev; London, 1982 (фотоальбом).
  • A. Demidov. The Russian ballet: past & present. N. Y. , 1977; L., 1982.
  • Чувашская АССР. Верховный Совет. Президиум. О присвоении почетного звания «Народный артист Чувашской АССР» : указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 20.06.1980 // Советская Чувашия. — 1980. — 22 июня. — С. 2.
  • Авдеенко, А. Танцует Надежда Павлова : фоторассказ / А. Авдеенко. — Пермь, 1986. — 82 с.
  • Балерина Надежда Павлова : [кн.-альбом / ред. В. В. Степанов ; сост., авт. предисл., ред. С. Б. Потемкина ; фото Ларисы Герасимчук [и др.]. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2022. — 195, [4] с. : фот., ил.
  • Железкова, А. С. Надежда Павлова / А. С. Железкова. — Чебоксары, 1988. — 112 с.
  • Надежда Павлова — звезда Большого театра : [виртуал. выст.] / Национальная библиотека Чувашской Республики. — Чебоксары : Национальная библиотека Чувашской Республики, 2021.. — См. выст.
  • Потемкина, С. Б. Надежда Павлова : большое интервью с балериной / С. Потемкина ; ред. Белова Е. П. ; [авт. предис., послесловия Николай Цискаридзе]. — 2-е изд. — Москва : Прогресс-Традиция, 2021 (Перфектум). — 262, [2] с. : ил., портр., фот.
  • Давыдов-Анатри, В. Натюк ташши : ССР Союзӗн халах артисткине Надежда Павловӑна: [сӑвӑ] / В. Давыдов-Анатри // Сцена Чувашии. — 2007. — 19 июня. — С. 5.
  • Павлова, Н. Надежда — пирӗн шанӑҫпи / Н. Павлова ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2001. — 19 ака.
  • Павлова, Н. Пирӗн Надежда Павлова / Н. Павлова, А. Яковлев сӑн ӳкерчӗкӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2001. — 20 ака (№ 16). — С. 1, 10.
  • Смирнова, Н. Йышпа ҫеҫ мар, пахалӑхпа та / Н. Смирнова // Хыпар. — 2001. — 24 ака.
  • Харламова, Т. Надежда Павлова: «Эпӗ нихӑҫан та мӑн кӑмӑллӑ пулман…» / Т. Харламова // Хресчен сасси. — 2006. — 1 ҫурла. — С. 4.
  • Ялгир, П. Ташлама ҫуралнӑскер / П. Ялгир // Хресчен сасси. — 2000. — 11 ҫу.
  • Архипова, К. Парящая над сценой / К. Архипова // Аргументы и факты — Чувашия. — 2011. — 21-27 дек. (№ 51). — С. 3.
  • Говорова, Н. Д. Павлова Надежда Васильевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 360.
  • Горчаков, О. Пуанты и пути Надежды Павловой / О. Горчаков // Чебоксарские новости. — 2001. — 19 мая. — С. 2.
  • Кириллова, Р. Главной роли не сыграла / Р. Кириллова // Советская Чувашия. — 2007. — 20 апреля. — С. 2.
  • Кириллова, Р. Синяя птица русского балета / Р. Кириллова // Советская Чувашия. — 2011. — 17 мая. — С. 3.
  • Легка, как пух Эола… // Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству. — Чебоксары, 2012. — [Вып. 12]. — С. 29.
  • Надежда Павлова: 1956. «Я танцевать люблю и этим счастлива…» / подгот. И. В. Данилова // Выдающиеся люди Чувашии. — Чебоксары, 2002. — С. 228-236.
  • Надежду Павлову избрали президентом // Жизнь. — 2001. — 10-16 апр. (№ 15). — С. 9.
  • Павлова, Н. Балет — это навсегда! / Н. Павлова ; [записала] С. Кузнецова ; фот. А. Карпова // Life & Love = Жизнь и Любовь. — 2013. — № 3. — С. 28-29 : фот.
  • Павлова, Н. Сама по себе : [беседа с балериной Надеждой Павловой] / Н. Павлова ; беседовала С. Потемкина // Биография. — 2017. — С. 80-90 : фот.
  • Павлова, Н. В. Пять напряженных дней Надежды Павловой / Н. В. Павлова // Советская Чувашия. — 2001. — 24 апр.
  • Порфирьева, М. Надежда Павлова возвращается, или V Международный фестиваль в Чебоксарах / М. Порфирьева // Бизнес среда. — 2001. — 12-18 апр.(№ 14). — С. 11.
  • Потемкина, С. Надежда Павлова в ролях лебедя и … президента / С. Потемкина // Балет. — 2001. — № 5. — С. 31-32.
  • Сашин, А. Надежда Павлова повзрослела / А. Сашин // Жизнь. — 2001. — 24-30 апр. (№ 17). — С. 2.
  • Синицкая, Т. Надежда Павлова снова в родных Чебоксарах / Т. Синицкая ; фот. О. Мальцева // Советская Чувашия. — 2001. — 18 апр.
  • Харламова, Т. Я никогда не болела звездной болезнью / Т. Харламова // Сельская жизнь. — 2006. — 29 июня — 5 июля (№ 47). — С. 15.