Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем
United States of America Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем | |||||
| |||||
Ӳкерчĕк:LocationUSA.png | |||||
Патшалăх чĕлхисем | патшалăх чĕлхи çук, анчах та хăш-пĕр штатсенче вăл вырăнта акӑлчан чӗлхи шутланать | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Вашингтон | ||||
Чи пысăк хула | Лас-Вегас, Даллас, Сан-Антонио, Сиэтл, Денвер, Финикс | ||||
Президент | Джо Байден | ||||
Вице-президент | Камала Харрис | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
3 вырăнта 9 372 610 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2003) - Йышлăхĕ |
3 вырăнта 290 342 554 31,0/км² | ||||
Валюта ячĕ | АПШ долларĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ -5 пуçласа -10 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Çăлтăрпа Илемлетнĕ Ялав | ||||
Тетел доменĕ | .us | ||||
Тел. префиксĕ | 1 |
Пĕрлешĕннĕ Штатсем (американсем тесе чĕнеççĕ.
АПШ çĕрĕсем хĕвелтухăç енче Атлантика океанĕнчен пуçласа хĕваланăç енче Лăпкă океан таран тăсăлнă. Çурçĕр енче юнашар Канада вырнаçнă, кăнтăр енче — Мексика. АПШ çĕрĕсем шутне çавăн пекех темиçе утрав Кариб тинĕсĕнче тата Лăпкă океанра кĕреççĕ.
9.6 миллион тăваткал километр лаптăк йышăннăскер, Америка тĕнчери виççĕмĕш чи аслă çĕршыв. Халăх йышĕпе (300 миллион ытла) Америка тĕнчери виççĕмĕш чи йышлă çĕршыв.
АПШ çĕршывне 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче колони «Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем» ят парса никĕсленĕ. Вĕсен суверенлăхĕпе (никамапăхăнманлăхĕпе) Аслӑ Британи 1783 çулта килĕшнĕ. 1781 çулта Конфедераци Йĕркисем (Articles of Confederation) ятлă хута йышăннă хыççăн Америка пĕрлешӳллĕ, никама пăхăнман, халăхла патшалăх пулса аталаннă. Халăх правительсвин ĕлки 1787 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи конституцине йышăннă хыççăн самай улшăннă.
Америка халăхĕн çар, экономика, этеплĕх, политика витĕмĕ тĕнчере XIX, XX ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ.
Совет Союзĕ арканнă хыççăн Америка тĕнчери ларăва-тăрăва анлăн витĕм кӳрекен пĕччен аслă хăват пулса юлать.
Ячĕ
Чăваш чĕлхинче «Америкăри пĕрлешӳ Штатсем», «Америкăн Пĕрлешӳ Штачĕсем», «АПШ», «Америка», «Пĕрлешӳллĕ штатсем».
Америка ятпа чăн малтан нимĕç картографĕ Мартин Вальтсемӳллĕр (Martin Waldseemüller) çĕнĕрен туса кăларнă глобуспа карттă çинче Çурçĕрпе Кăнтăр Америкăсен пĕрлешӳллĕ континентне палăртнă. Чылайăшĕ шутланă тăрăх «Америка» Америго Веспуччи (Amerigo Vespucci), Итальян çул тĕпчекенĕн ятĕнчен пулса кайнă. Веспуччи Христофор Колумб Индине мар çĕнĕ тĕнчене çитнĕ тесе шутланă. Çапла вара Веспуччине хисеплесе вăл палăртнă çĕнĕ çĕре унăн ятне панă.
Америкăна унсăр пуçне чылай вăхăт Колумби тесе чĕннĕ. Халĕ вăл ятпа Амеркăн тĕп хули Вашингтон вырнаçнă района палăртаççĕ. Пĕрлешӳллĕ штатсене Колумби тени унсăр пуçне сăвă хайлавĕнче тĕл пулкалать.
«Америкăн пĕрлешӳ Штачĕсем» ятпа «Никамапăхăнманлăх çинчен пĕлтерни» (Declaration of Indepence) хутра 1776 çулта усă курнă.
Кун-çулĕ
Америкăн кăк халăхĕсем тата Европăран куçнисем
Америкăн тĕп çĕрĕн вырăнти халăхĕсем Азирен сахалран 12 000 е нумайран 40 000 çул каялла пуçласа куçнă. Çав халăхсенчен хăшĕ-пĕри Колумб саманиччен тухăçлă çĕр ĕç туса, капмар çуртсем хăпартса, патшалăхсем йĕркелесе пурăннă. Вырăнти Америка халăхĕпе пĕрремĕш хут Христофор Колумб, Европă тĕпчевçи, 1493 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пуэрто-Рико çĕрне çитсе çыхăнать. Çав çултан пуçласа, Америкăн тĕп халăхĕн нумайăшне Евразирен килнĕ чир-мур вĕлерсе тăкать.
Хальхи Америкăн тĕп çĕрĕ-шывĕнче, Аслă Кӳлĕ тавра çавăраççĕ, унтан Çурçĕр Америкăн чылай шалти çĕрĕ-шывне — Мексика пырĕ таранах хăйсен аллине илеççĕ.
Аслă Британи малтанхи ялĕ-хулисене Вирчини (Массаччуссăтс Пырĕнчи Колоние никĕслени миграци юхăмне вăйлатать, вара пуритан вырнаçать. 1610 çултан революциччен Британи хăйĕн колнийĕсене 50 000 пине яхăн ристан ярать.
Манхэттăн утравĕ çинчи Çĕнĕ Амстердам та. Çĕнĕ Швеци ялне те 1655 çулта Голланди ярса илет.
Франципе Индейĕц вăрçи вăхăтĕнче Çĕнĕ Недерланд провинцине вырăнти тытăм туйăмĕпе республикăлăх шухăшĕ тĕрекленет. Пур штат Африка чурисен суттине легализацилет. Çуралнисен йышĕ пысăк, вилнисен – сахал пулнине, татти-сыпписĕр имиграци вăйланнипе кашни 25 çул иртмессерен колонисенчи халăх йышĕ 2 хут йышланать. 1730—40-мĕш çулсенчи Христос чĕрĕлĕвĕн Аслă Вăрану юхăмĕ халăха тĕнпе те, тĕн ирĕклĕхĕпе те кăсăклантарать. 1770 çул патне колонисенчи халăх акăлчанланса пырать. Халăх йышĕ 3 миллиона çитсе Аслӑ Британин çуррипе танлашать, çапах налук тӳлекенсене Аслӑ Британин Парламĕнче хӳтĕлекен пулман.
Пăхăнманлăхпа Анлану
Вырăнти колонисемпе Америка вăрçи тухать, Пăхăнманлăх Декларацине йышăнса штатсене сулчă федрацие пĕрлештерет. Малтанхи йĕрке Нова Скотие тата Британин Канадăри урăх çĕнĕ çĕрĕсене тарать. Америкăн вырăнти халăхĕсем вăрçăн анăç фронтĕнче икĕ еншĕн те кĕрешеççĕ.
никамапăхăнманлăхне (суверенитетне) паллакан пулать. Филаделфие куçиччен федерацин тĕп хули Ирĕксен Билне ырлаççĕ, конституцире федераци Аслă Вăрану витернипе евангелизм тĕрлĕ социаллă реформăсешĕн кĕрешекен юхăмсен тĕрекĕ пулса тăрать.
Америка анăçалла сарăлас килнипе 19-мĕш вĕçне çити национализмне çирĕплетет. аннексилет. Халăхра Атлантика Лăпкă Тинĕс çити анлăланасси ун пӳрнĕ шăпи текен шухăш сарăлнă. 1846 çулти Ылтăн Чирĕ анăç миграцине вăйлатать. Çĕнĕлле хывнă чукун çулсем куçакансемшĕн çăмăллăх кӳреççĕ, анчах вырăнти индейсене çĕтĕлтереççĕ. Çур ĕмĕр хушшинче 40 мĕльюна яхăн бизона тирĕшĕн тата чукун çул хурас ĕçе çăмăллатмашкăн пусаççĕ. Индейсемшĕн хуçалăх тĕрекĕ пулнă бизон пĕтни хир халăхне те вилĕм патне илсе çитерет.
Граждан вăрçи тата Индустриленни
Чураллă штатсемпе ирĕклисем правительсвто çыхăнăвне хаклассипе, чуралăха сарссипе хире-хирĕç шухăшлă пулнă пирки федерацири лару-тăру çĕнĕрен хĕрӳленет. Республикăлла парти кандидатне Америкăн Конфедерацилле Штачĕсем пулса тăраççĕ. Федераци правительстви ку туху саккуна хирĕç тесе хаклать. Конфедераци Форт Самтăр çине тапăннипе Граждан вăрçи тухать. Конфедераци енне тата тепĕр 4 штат куçать. Юнион (Федераци) çарĕ кăнтăралла çĕнтерсе пынă май, Юнион Африкăлла Американа граждан тăвакан, сасăлав ирĕкне паракан 3 тӳрлетӳ кĕртĕççĕ. Федераци хăвачĕ вăрçăра çĕнтернипе татах ӳсет.
Вăрçă хыççăн Линкольн президента вĕлереççĕ, Республикă партийĕ хăйĕн витĕмне вăйлатать, кăнтăрти чуралăхран ирĕке кăларнă çынсен прависене хӳтĕллессипе, федерацие çĕнĕрен пĕрлештерессипе çине тăрса ĕçлет – Реконструкци тапхăрĕ пуçланать. 1876 çулта тупăшуллă суйлавран Русăрфорт Хейс, кăнтăр çынни президент пулса тухать те, Реконструкцие пĕтерсе хураççĕ, çĕнĕ саккунсем тăрăх Африкăлла Американсем «тан, анчах уйрăм» пулса тухаççĕ. Африкăлла Американсен кăна мар, Акăлчанла мар шурă çынсен, тата Индейĕцсен прависене те Акăлчанла Американсем вăйлă хĕссе хураççĕ.
Çĕршывăн çурçĕр пайĕнче имигрант килсе тăнипе хуласем вăйлă ӳссе пыраççĕ, хапрăк-савăт уçăлнипе хăвăрт индустриализаци тапранать. 1929 çулччен пынă имиграци хумĕ, Америкă хуçалăхне ĕç çыннине илсе килет, Америка сăн-сăпатне улăштарать.
1867 çулта Америка Филиппин утравĕсене хăй çумне хушать (çур-ĕмĕр иртсен Филиппин пăхăнман патшалăх пулса тухать).
I-мĕш Тĕнче Вăрçи, Аслă Депресси, тата II-мĕш Тĕнче Вăрçи
20-мĕш çулсенче Америка хуçалăхĕ индустри ӳснĕ май чечекленсе каять. Анчах индустрие хăпартнăшăн парăм ӳссе пырать, биржăна инфляци çапать, вара 1929 çулта тытăм арканать те, Америка Аслă Депресси саманине кĕрет. 1932 суйланă Çĕнĕ Татăçу сĕнет. Тусан Пырши ятлă çил-тăвăлсем 30-мĕш çулсенче чылай ял-хуçалăх пĕрлешĕвĕсене аркатса тăкать, халăх çĕнĕ вăйпа анăçа куçма тапратать. 1941 çулта Америка II-мĕш тĕнче вăрçине хутшăнса союзникĕсене çар хатĕрĕ кӳрме тытăнни çĕршывăн индустрине чĕртет.
Малтан нейтраллăскер, Америка вăрçа 1941 çулхи раштав уйăхĕнче, яппунсем Перл Харбора тапăннă хыççăн кĕрет. II-мĕш тĕнче вăрçи Америка историйĕнче чи тăкаклă вăрçă шутланин те, çĕршыв хуçалăхне мул илсе килет, ĕç туса парать. Ăна пулах, индустри ĕçне хĕрарăмсем те кӳлĕнеççĕ. Бретон Вудс тата Ялта конференцийĕсенче союзник ертӳçисем патшалăхĕсен хутшăнăвне майлама çĕнĕ йĕрке сĕнеççĕ, Совет Союзĕпе Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем тĕнче тĕрекĕ пулса тухаççĕ. 1945 çулти Европăри çĕнтерӳ хыççăн Сан-Франциско хулинчи конференцире Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ тăвасси пирки калаçса татăлаççĕ. Çав çулах çурла уйăхĕнче АПШ яппунсен Хиросимăпа Нагасаки хулисене çĕнĕрен шухăшласа кăларнă ядерлă хатĕрпе бомбăлать, вара Япуни авăнăн 2-мĕшĕнче капитуляцилет; вăрçă пĕтет.
Суперхăват
Варшава Пакчĕ тата Нато витĕм кӳрсе тăраççĕ. Cовет Союзĕ план экономикине, Америка либераллă демократи тата капитализма (мул экономики) сарма тăрăшаççĕ. Совет союзĕ те, çав вăхăтрах Америка та тĕнче диктаторĕсене пулăшса тăраççĕ, пĕри тепринпе виççĕмĕш çĕр-шывсенче çапăçаççĕ (Прокси вăрçи). Америка майлă мар ĕçсен Комитечĕ йĕркеленет те, патшалăх коммунизм майлă çынсене йĕрлеме пуçлать, Джозеф Маккартти сенатор коммунизма хирĕç юхăмăн тĕп сăнарĕ пулса тăрать.
Джим Крау саккунĕсене, 1964 çулта çирĕплетнĕ Граждан Прависен Акчĕнчи пĕр абзацне пĕтерессишĕн кĕрешеççĕ. Кеннеди президента вĕлернĕ хыççăн, ăна ернĕ политиксем виççĕмĕш çĕр-шыв вăрçисене Кăнтăр-хĕвелтухăç Азине илсе çитереççĕ, Вьетнамра ăнăçусăр вăрçă пуçлаççĕ.
1974 çулта Вотергейт сас-хури тухсан, Ричард Никсон демократла президента влаçпа иртĕхнĕшĕн ĕçрен тухтараççĕ. 1980 çулта Рональд Рейгана суйлани Америкăн политики «сылтăмалла» (республикансем енне) сулăннине пĕлтерет. 80-90-мĕш çулсенче Югослави вăрçисене чарайни Америкăн тĕнчери хăрах суперхăват авторитетне çирĕплетет. Билл Клинтон президент пулнă хушăра (1991—2001) Америка экономики тĕнчере самай сарăлать. 1998 çулта гражданла суда лекнĕшĕн, ясар ĕçĕпе çуйăху кăларнăшăн Элчĕсен Çурчĕ Клинтона айăпласа импичментлет; президента Сенат çăлса ĕç вырăнĕнче хăварать.
Аль-Кайда террорисчĕсене айăпласа Террорпа Вăрçă пуçлать. Çав çулах ÇАПУ çарĕ Афганистана кĕрсе, Талибан правительствине тата Аль-Кайда шкулĕсене çĕмĕрет. Талибансем Ирĕкне Кăтартакансен Коалицийĕ йĕркелесе 2003 çулта Ирак çарне кĕртет те, Саддам Хуссейн президентлăхне пĕтерет. Хăй халăхĕ те, тулашри çĕр-шывсем те Иракран çарне кăларма хистинĕ пулин те Америка çарне Иракран илсе тухмасть.
Уявсем
- Кӑрлач, 1 — Çĕнĕ Çул
- Мартин Лютер Кинг кунĕ
- Вашингтон çуралнă кунĕ
- Вăрçăра Пĕтнисене асăнмалли кун
- Никамран та пăхăнманлăх кунĕ
- Юпа уйĕхĕн иккĕмĕш тунтикунĕ — Колумб кунĕ
- Ветерансен кунĕ
- Пархатарлăх кунĕ
- Раштав, 25 — Раштав (католиксен)
Паллă çыннисем
- Фрэнсис Фукуяма — америка философĕ, политикă экономисчĕ, çыравçă.
- Теннĕсси Вильямс — çыравçă, драматург.
- Джек Лондон — çыравçă, драматург.
Каçăсем
- Федераци правительствин официаллă порталĕ (акăлч.)
- АПШ кун-çулĕ документсенче
- АПШ-ри вырăс порталĕ 2010 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- АПШ-н çĕнĕ хыпарсен паллă сайчĕсемпе порталĕсем 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
АПШ тулаш политики |
|||||
---|---|---|---|---|---|
| |||||
| |||||
|
патшалăхсем |
|
---|---|
Антигуа и Барбуда • Багам Утравĕсем • Гаити • Доминика • Доминикан Республики • Коста-Рика • Сальвадор • Сент-Люсия • Сент-Винсент тата Гренадинăсем • Сент-Китс тата Невис • АПШ • Тринидад тата Тобаго • Ямайка • Пăхăнуллă территорисем
|
Мăн çирĕмлĕх |
|
---|---|
Индия • Кăнтăр Корея • КАР • Япони |