Гренада

Гренада (акăл. Grenada) — Кариб тинӗсӗн кӑнтӑр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ утравлӑ патшалӑх, Кӗҫӗн Антиль утравӗсен ушкӑнӗнче Гренада утравпа Гренадина утравӗсен кӑнтӑр пайне йышӑнать, Тринидадран 120 ҫм ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ.

Патшалӑх историйӗ

Гренада утравӗсене Колумб 1498 ҫулта Америка патне виҫҫӗмӗш хут ишнӗ чухне уҫнӑ. Утрав ҫинче карибсем пурӑнy. Европӑран килнӗ халӑхӑн утрав ҫинчи пӗрремӗш пурӑну вырӑнне испансем никӗсленӗ, кайран французсемпе акӑлчансем ҫитнӗ. 1609 ҫулхи ака уйӑхӗнче Робинсонпа Годфри ертсе пыракан акӑлчансен экспедицийӗ колони-поселение никӗслеме хӑтланнӑ, анчах вӗсем хатӗрленӗ ҫирӗплетнӗ вырӑна аборигенсем тапӑннӑ та аркатса тӑкнӑ, колонистсен чылай пайне вӗлерсе пӗтернӗ[23].

1650 ҫулта утрава Франци туяннӑ. Мартиника кӗпӗрнаттӑрӗ утрав ҫинче европӑри халӑхӑн пысӑк пурӑну вырӑнне никӗсленӗ, каярахпа вӑл Сент-Джорджес пулса тӑнӑ. Вырӑнти халӑха Европӑран килнисем 1655 ҫулта тӗппипех пӗтернӗ. Французсем Гренадӑра табакпа индиго ӳстерме тытӑннӑ, кайран — мамӑкпа мускат мӑйӑрне. Плантацисенче ӗҫлемешкӗн Африкӑран чурасем кӳрсе килнӗ.

1763 ҫулта утрава британсем ярса илнӗ, анчах та 1779 ҫулта французсем ӑна каялла хӑйсен аллине тавӑрнӑ. 1783 ҫулта утрав Версаль килӗшӗвӗпе Англине куҫнӑ. 1885-1956 ҫулсенче Гренада Британин Ҫил енчи утравӗсен британи колонийӗ шутне кӗнӗ, 1958-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1962-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — Вест-Инди федерацине кӗнӗ[24]. 1967 ҫулта Гренадӑна шалти ӗҫсем тӗлӗшпе хӑй тытӑмлӑх ирӗкне панӑ[25]. Британи пӗрлешӗвӗ йышӗнче хӑйӗн пӑхӑнманлӑхне 1974 ҫулта тивӗҫнӗ. 1974 ҫулхи ака уйӑхӗнче Гренада Кариб пӗрлӗхӗн пайташӗ пулса тӑнӑ, 1974 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна ПНО пайташне йышӑннӑ[24].

1970-мӗш ҫулсенче патшалӑхӑн политика пурнӑҫӗнче Эрик Гейри ертсе пыракан Гренадӑн Пӗрлешӗннӗ лейбористсен партийӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Гейризм режимӗ ытларах та ытларах влаҫри авторитарлӑ мелсемпе палӑрса тӑнӑ. 1979 ҫулта юн юхтарман путч пулса иртнӗ, ун хыҫҫӑн влаҫ коммунистсен идеологийллӗ НДМ партине куҫнӑ, Морис Бишоп ертсе пыракан халӑхпа революци правительствине туса хунӑ. Гренада часах СССРпа тата Кубӑпа ҫыхӑну йӗркеленӗ. Кубинецсем тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт тума тытӑннӑ, ку вара, Куба аэропортпа ҫар тӗллевӗсемпе усӑ курӗ тесе АПШна пӑшӑрхантарнӑ. Гренадӑн халӑхпа революци ҫарӗ тухӑҫри кариб тӑрӑхӗнче чи пысӑк хӗҫпӑшаллӑ вӑй пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен шутне парти милицийӗ, полици тата ҫыран хуралӗ кӗнӗ.

1983 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Гренада ертӳлӗхӗнче пӗр-пӗрне ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ, кайран Уинстон Бернард Корд ертсе пыракан фракци ҫыннисем Бишопа вӗлерсе влаҫа хӑйсен аллине илнӗ. Влаҫ Революциллӗ ҫар канашне куҫнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн АПШ тапӑнса кӗнӗ («Urgent Fury» операци). Утрава оккупациленӗ, хӗҫпӑшалпа хирӗҫ тӑнӑ Куба строителӗсен хӗҫпӑшалне туртса илсе Кубӑна депортациленӗ, ҫак пулӑмра 27 Куба гражданинӗ вилнӗ[26]. Правительствӑри Вӑхӑтлӑх консультаци канашне Николас Брэтуэйт ертсе пыма тытӑннӑ.

1984 ҫулта суйлав ирттернӗ, унта Герберт Блейз сылтӑмцентрист ҫӗнтернӗ. Политика пурнӑҫӗнче ҫав вӑхӑтран консерваторсемпе (NNP — премьерсем: Герберт Блейз, Бен Джонс, Кит Митчелл) либералсен (NDC — премьерсем: Николас Брэтуэйт, Тиллман Томас, Джордж Бризан) сылтӑм партисем хуҫаланаҫҫӗ. 1983 ҫулта пулса иртнӗ пулӑмсем хыҫҫӑн Гренадӑра сулахай партисен чӑн-чӑн оппозицийӗ ниепле те йӗркеленеймен. Морис Бишоп шухӑшӗсене тӗпе хуракансем MBPM партине пӗрлешнӗ пулин те суйлавсенче чи сахал сасӑ пухнӑ. Эрик Гейри ӗҫне икӗ лейбористсен партийӗ малалла тӑсать, 2002 ҫулта вӗсенчен пӗрине MBPM хушӑннӑ.

Политика

Патшалӑх тытӑмӗ

Нацисен пӗрлешӗвӗ шутне кӗрекен конституциллӗ монархи (патшалӑх). Патшалӑхпа ӗҫ тӑвакан влаҫӑн пуҫлӑхӗ — III Карл патша. Патшалӑха патша ячӗпе правительство лартакан генерал-губернатор (суйлавра ҫӗнтернӗ парти лидерӗ сӗннипе) кӑтартать.

Саккун тӑвакан влаҫ икӗ палатӑллӑ парламентран тӑрать: Сенатран (13 пайташ, 10-шне генерал-губернатор палӑртать, 3 — оппозици) тата Представительсен палатинчен (15 депутат, халӑх вӗсене 5 ҫуллӑха суйлать).

Суд влаҫӗ Король сучӗсен аллинче.

Политика партисем:

Тулаш политики

Административлӑ пайланӑвӗ

Гренада 6 округран тата икӗ пӑхӑнуллӑ территорирен тӑрать:

Гренадӑн административлӑ пайланӑвӗ

Округсем:

  1. Сент Эндрю
  2. Сент Дэвид
  3. Сент-Джордж
  4. Сент-Джон
  5. Сент Марк
  6. Сент-Патрик

Пӑхӑнакан территорисем (Карриакупа Кӗҫӗн Мартиник пӑх):

  1. Карриаку
  2. Кӗҫӗн Мартиник

Географи

undefined

Гренада — вулкана пула йӗркеленнӗ утрав. Ҫыран хӗрринчи пайӗ — айлӑм. Утравӑн шалти пайне тусемпе сӑртсем йышӑнаҫҫӗ. Вулкан тӑррисен чи пысӑк ҫӳллӗшӗ 840 м (Сент-Катерин тӑвӗ) ҫитет. Утрав ҫинче юханшыв сахал, анчах пӗчӗк шывсемпе ҫӑлкуҫсем нумай.

Климачӗ тропиклӑ, ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен ҫумӑр ҫӑвакан пассатлӑ. Ҫулталӑкне 1500 мм ытла ҫумӑр ҫӑвать. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен — ҫил-тӑвӑл тапхӑрӗ. Уйӑхри вӑтам температура ±26 °C патнелле.

Утрав ҫинче пулӑхлӑ вулкан тӑприсем. Кӑштах хаклӑ йышши йывӑҫлӑ нӳрӗ тропикри ӗмӗрхи ешӗл вӑрмансем сыхланса юлнӑ. Утрав таврашӗнчи тинӗс шывӗсем пулӑпа, рак евӗрлисемпе тата моллюсксемпе пуян.

Гренада шутне ҫавӑн пекех Гренадина утравӗсен кӑнтӑр пайӗ, ҫав шутра чи пысӑк Кариока утравӗ те, кӗрет.

Халӑх йышӗ

undefined

Пурӑнакан халӑх йышӗ улшӑнни — 88,2 пин. (1937)[27]; 103 пин. (1968 ҫул)[28]; 100 пин. (1977 ҫул)[29]; 107,8 тыс. (2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне хак пани.

Халӑхӑн ҫулталӑкри ӳсӗмӗ — 0,56 % (ҫӗршывран тухса каякансен эмиграцин шайӗ пысӑк).

Фертильлӗх — хӗрарӑм пуҫне 2,2 ача ҫуралать.

Ачасем пӗчӗкле вилни — 1000 ҫуралнӑ ача ҫине 11,8.

Вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ — 73 ҫул (70 — арҫынсен, 76 — хӗрарӑмсен).

15 ҫулчченхисем — 26 %; 15 ҫултан пуҫласа 65 таран — 65%; 65 ҫултан аслӑраххисем — 9 %.

Вӑтам ӳсӗм — 28,2 ҫул.

Этноссемпе расӑсен йышӗ: негр йышши раса ҫыннисем 82 %, мулатсем 13 %, шурӑ ӳтлисемпе тата индисем 5 %, ҫавӑн пекех индей халӑхӗнчен юлнӑ пысӑках мар йышӗ. Гренадӑра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ Аслӑ Британие, АПШ-на тата Вест-Индири ытти патшалӑхсене эмиграциленӗ.

Тӗн: католиксем (45 %), протестантсем (44 %) (ҫав шутра акӑлчанлӑх 12 %, пятидестятниклӑх 11 %, адвентизм 11 %). Иегова Свидетелӗсем 2011 ҫулта — 1,1 %[30].

Официаллӑ чӗлхе — акӑлчан чӗлхи[31]. Ҫавӑн пекех патуа — хрантсус чӗлхин вест-индири калаҫӑвӗ — сарӑлнӑ.

Хутла пӗлни — 96 % (2003 ҫулта хак пани).

Экономика

Гренада экономики пулӑшу сфери ҫинче никӗҫленет, ҫав шутра туризмран тупӑш илни те кӗрет. 1996 ҫулта Гренада правительстви оффшорлӑ банк ӗҫне йӗркелесе тӑракан темиҫе нормативлӑ право хутне йышӑннӑ хыҫҫӑн (The Offshore Banking Act, The Companies Act тата ыт. те), 1997 ҫулта оффшорлӑ укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме пуҫланӑ. 2001 ҫул вӗҫӗ тӗлне экономикӑн ҫак секторӗ ҫӗршывӑн шалти продукчӗн 1,2 процентне тивӗҫтернӗ (хыснана налуксем 7,4 млн долларпа пуянлатнӑ)[32].

Ял хуҫалӑхӗнче банан, какао, мускат мӑйӑрӗ, цитруссем, авокадо, тымар ҫимӗҫсем, сахӑр тростникӗ, куккурус, пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ.

Промышленноҫра апат-ҫимӗҫ тата пир-авӑр аталаннӑ.

Экспорт (2006) — 38 млн. Тӗп экспорт таварӗсем — банан, какао, мускат мӑйӑрӗ.

Тӗп туянакансем — Сент-Люсия 16,4 %, АПШ 11,3 %, Аслӑ Британи 11,3 % (2008).

Импорт (2006) — 343 млн. Апат-ҫимӗҫпе промышленность таварӗсем, ҫунтармалли шӗвексем тата ытти импортланать.

Таварсем кӳрсе килекен тӗп ҫӗршывсем — Тринидадпа Тобаго 43,1 %, АПШ 24,5 %, Барбадос 3,6 % (2008).

АКТ ҫӗршывӗсен тӗнче шайӗнчи организацине кӗрет.

Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсем

Ирӗклӗхе тухнӑ хыҫҫӑн малтанхи ҫулсенче Гренадӑн хӑйӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем пулман, мӗншӗн тесен утрава хӳтӗлес яваплӑха Аслӑ Британи хӑй ҫине илнӗ пулнӑ[33].

Гренадӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене — Халӑхпа революци ҫарне — чи малтанхи хут 1979 ҫулхи революци хыҫҫӑн йӗркеленӗ, апла пулин те 1983 ҫулта АПШ Гренада ҫине тапӑнса кӗнӗ хыҫҫӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйсене пӗтернӗ.

1985 ҫулхи ака уйӑхӗн варринче АПШ ертсе пынипе Блэйз правительстви валли пӗрремӗш полици пайӗсене хатӗрлес ӗҫе вӗҫленӗ, полицин ытти пайӗсене хатӗрлес ӗҫе 1985 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ[34]. 1985 ҫулта Гренада Сент-Люсийӑри АПШ ҫар манёврӗсене хутшӑннӑ[35].

2015 ҫул тӗлне Гренада правительствин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем Патша полици вӑйӗсенчен (900 ҫын)[36] тата ҫыран сыхлакан пайсенчен (60 ҫын, 4 хураллакан катер) тӑнӑ[37][38].

Культурӑпа вӗренӳ

Вӗренӳ

1853 ҫулта утрав ҫинче пӗрремӗш халӑх вулавӑшӗ уҫӑлнӑ.

1976 ҫулта Наци музейне тата университета никӗсленӗ.

1976—1977-мӗш вӗренӳ ҫулӗ тӗлне утрав ҫинче 63 пуҫламӑш шкул (ҫав шутра 16 патшалӑх тытса тӑраканни) тата 12 вӑтам шкул пулнӑ, ҫавӑн пекех педагогика колледжӗпе техника университечӗ пур.

Гренадӑри вӗренӳ тӳлевсӗр, унсӑр пуҫне 6 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхи ачасен тем пулсан та шкула ҫӳреме тивет. 1998 ҫулта ачасен 97,5 % пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Вӗренекенсен проценчӗ пысӑк пулин те чухӑнлӑха пула тата шкул пӳлӗмӗсем япӑх пулнине кура, ҫавӑн пекех шкул ачисене ҫемье фермисенче тыр-пул пухма явӑҫтарма кирлине кура кӗҫӗн ҫулхи ачасем хушшинче шкула ҫӳременнин проценчӗ пысӑк пулнине палӑртаҫҫӗ. Чухӑнлӑхпа кӗрешнӗ май 1990 ҫултанпа шкулчченхи учрежденисемпе пуҫламӑш шкулсенче Гренада влаҫӗ апатланма тата вӗренӳ кӗнекисене туянма укҫа-тенкӗпе пулӑшать.[39]

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем

  • 1915 ҫулта пӗрремӗш хаҫата кӑларма пуҫланӑ («The West Indian», тиражӗ 1,5 пин экз.);
  • 1947 ҫулта Сент-Джорджесра информагентство йӗркеленӗ;
  • 1955 ҫулта радиостанци (хальхи вӑхӑтра — «Grenada Broadcasting Network» радиослужба) ӗҫлеме пуҫланнӑ, «Торчлайт» («Torchlight», тиражӗ 2,5 пин экз) хаҫата кӑларма тытӑннӑ;
  • каярахпа «Фермер» («The Farmer») ял хуҫалӑх журналне кӑларма тытӑннӑ.
  • 1985 ҫултанпа «The Informers» хаҫат (тиражӗ 1,5 пин экз.) тухать.
  • 1986 ҫулта телекурав станцине уҫнӑ[40].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Институт статистики ЮНЕСКО
  2. ^ Crystal D. English as a Global Language (англ.) — 2 — Cambridge University Press, 2012. — P. 62. — 224 p. — ISBN 978-1-107-61180-1, 978-0-511-07862-0, 978-0-521-82347-0, 978-0-521-53032-3
  3. ^ 1, 2, 3, 4 International Numbering Resources Database: ITU-T E.129 National-only numbers linked with emergency services and other services of social value / за ред. Международный союз электросвязи
  4. ^ Институт статистики ЮНЕСКО
  5. ^ https://www.ncnk.org/sites/default/files/content/resources/publications/NCNK_Issue_Brief_DPRK_Diplomatic_Relations.pdf
  6. ^ Институт статистики ЮНЕСКО
  7. ^ 1, 2, 3 http://cnig.gouv.fr/wp-content/uploads/2020/02/CNT-PVM_r%C3%A9vis%C3%A9_2020-01-27-1.pdf
  8. ^ Отчёт о развитии человечества — Программа развития ООН, 2022.
  9. ^ 1, 2 World Plugs / за ред. Международная электротехническая комиссия
  10. ^ http://chartsbin.com/view/edr
  11. ^ https://data.iana.org/time-zones/tzdb-2021e/northamerica
  12. ^ https://thecommonwealth.org/our-member-countries/grenada
  13. ^ https://www.interpol.int/Member-countries/World — Интерпол.
  14. ^ https://www.interpol.int/Who-we-are/Member-countries/Americas/GRENADA
  15. ^ https://www.opcw.org/about-opcw/member-states/ — Организация по запрещению химического оружия.
  16. ^ https://www.opcw.org/about-us/member-states/grenada
  17. ^ http://www.unesco.org/eri/cp/ListeMS_Indicators.asp
  18. ^ http://www.upu.int/en/the-upu/member-countries.html
  19. ^ https://www.upu.int/en/Universal-Postal-Union/About-UPU/Member-Countries?csid=-1&cid=132
  20. ^ https://www.itu.int/online/mm/scripts/gensel8
  21. ^ https://www.who.int/choice/demography/by_country/en/
  22. ^ база данных Всемирного банка — Всемирный банк.
  23. ^ Beverley A. Steele. Grenada. A History of its People. Macmillan. 2003. pp. 35-36 ISBN 0-201-52396-5
  24. ^ 1, 2 Латинская Америка. Энциклопедический справочник (в 2-х тт.) / редколл, гл.ред. В. В. Вольский. Том I. М., «Советская энциклопедия», 1979. стр.474-476
  25. ^ Большая Советская Энциклопедия. / под ред. А. М. Прохорова. 3-е изд. Т.7. М., «Советская энциклопедия», 1972. стр.280
  26. ^ А. Н. Гордиенко. Энциклопедия Военного Искусства. Войны второй половины XX века. / А. Н. Гордиенко. — Литература, 1998. — С. 510. — 542 с. — ISBN 985-437-507-2.
  27. ^ Большая Советская Энциклопедия. / редколл., гл. ред. Б. А. Введенский. 2-е изд. Т. 12. М., Государственное научное издательство «Большая Советская энциклопедия», 1952. с. 502.
  28. ^ Большая Советская Энциклопедия. / под ред. А. М. Прохорова. 3-е изд. Т. 7. М., «Советская энциклопедия», 1972. с. 280.
  29. ^ Латинская Америка. Энциклопедический справочник (в 2 т.) / редколл, гл. ред. В. В. Вольский. Том I. М., «Советская энциклопедия», 1979. с. 474—476.
  30. ^ The World Factbook — Central Intelligence Agency , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнчи копийӗ.
  31. ^ Поспелов Е. М. Географические названия мира : Топонимический словарь : Ок. 5000 единиц / Отв. ред. P. A. Агеева. — 2-е изд., стереотип. — Русские словари, Астрель, АСТ, 2002. — ISBN 5-93259-014-9, 5-271-00446-5, 5-17-001389-2.
  32. ^ Chandima Mendis, Esther C. Suss, Oral H. Williams. Caribbean Offshore Financial Centers: past, present and possibilities for the Future , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи акан 2-мӗшӗнчи копийӗ. International Monetary Fund Working Paper. May, 2002. стр.31
  33. ^ Советская военная энциклопедия. / ред. Н. В. Огарков. том 3. М., Воениздат, 1977. стр. 37
  34. ^ «The department noted that Prime Minister Herbert Blaize, elected by a landslide last Dec. 3, had reconfirmed his government’s wish that the Caribbean and U.S. forces remain „until the Grenadian police force was completely trained“. „The Grenadian police force will attain full strength by mid-April, and all its contingents will have completed training by Sept. 30,“»
    U.S. Troops to Leave Grenada by September , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ // «Los Angeles Times» от 7 февраля 1985
  35. ^ Гренада // Ежегодник Большой Советской Энциклопедии, 1986 (вып. 30). М., «Советская энциклопедия», 1988. стр. 239—240
  36. ^ Connecting Police for a safer World. Grenada. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  37. ^ Вооружённые силы зарубежных стран // Зарубежное военное обозрение, № 7 (760), 2010. С. 74
  38. ^ Вооружённые силы зарубежных стран // Зарубежное военное обозрение, № 7 (772), 2011. С. 74
  39. ^ Grenada. 2001 Findings on the Worst Forms of Child Labor. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.. Bureau of International Labor Affairs, U.S. Department of Labor (2002)
  40. ^ Страны мира: краткий политико-экономический справочник. М., «Республика», 1993. стр. 115—117

Вуламалли

  • Adkin, Mark. 1989. Urgent Fury: The Battle for Grenada: The Truth Behind the Largest US Military Operation Since Vietnam. Trans-Atlantic Publications. ISBN 0-85052-023-1
  • Beck, Robert J. 1993. The Grenada Invasion: Politics, Law, and Foreign Policy Decisionmaking. Boulder: Westview Press. ISBN 0-8133-8709-4
  • Brizan, George 1984. Grenada Island of Conflict: From Amerindians to People’s Revolution 1498—1979. London, Zed Books Ltd., publisher; Copyright, George Brizan, 1984.
  • Martin, John Angus. 2007. A-Z of Grenada Heritage. Macmillan Caribbean.
  • Grenada Heritage. Grenadaheritage.com. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  • Sinclair, Norma. 2003. Grenada: Isle of Spice (Caribbean Guides). Interlink Publishing Group; 3rd edition. ISBN 0-333-96806-9
  • Stark, James H. 1897. Stark’s Guide-Book and History of Trinidad including Tobago, Grenada, and St. Vincent; also a trip up the Orinoco and a description of the great Venezuelan Pitch Lake. Boston, James H. Stark, publisher; London, Sampson Low, Marston & Company.
  • Steele, Beverley A. 2003. Grenada: A History of Its People (Island Histories). MacMillan Caribbean. ISBN 0-333-93053-3

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Гренада статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Шаблон:Тулаш каçăсем

Категорисем