Христофор Колумб
| Ҫын пирки | |
| Христофор Колумб | |
| итал. Cristoforo Colombo исп. Cristóbal Colón | |
| | |
| Çуралнă чухнехи ят | лат. Christophorus Columbus |
|---|---|
| Чӑн ят |
итал. Cristoforo Colombo лиг. Christoffa Corombo |
| Çуралнă вăхăт | 1451 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ тата 1451 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ каярах мар [1][2][…] |
| Çуралнă вырăн | Генуя республики |
| Вилнĕ вăхăт | 20 çу 1506 |
| Вилнĕ вырăн | Вальядолид, Кастили тата Леон |
| Гражданлăх | |
| Ашшĕ | Доменико Коломбо |
| Амăшĕ | Сузанна Фонтанаросса |
| Арăмӗ | Фелиппа Монис де Палестрелло |
| Ачисем | Диего Колумб, Фернандо Колумб, |
| Ӗҫӗ-хӗлӗ | тинĕс çулçÿревçи |
| Автограф |
|
Христофор Колумб (итал. Cristoforo Colombo, исп. Cristóbal Colón, лат. Christophorus Columbus; çуралнин тĕрĕс вăхăчĕ паллă мар, 26 çурла тата 31 юпа 1451 хушшинче, Генуя, Генуя республики — 20 çу 1506, Вальядолид, Кастили тата Леон) — итал кӑкӗнчен тухнӑ испан тинӗс ҫулҫӳревҫи, 1492 ҫулта европеецсемшӗн Америкӑна уҫнӑ.
Колумб Ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗн субтропик тата тропик тӑрӑхӗсенче Атлантика океанӗ урлӑ каҫнӑ, Кариб тинӗсӗнче тата Саргас тинӗсӗнче ҫӳренӗ Европа ҫыннисенчен историре чӑнласа паллӑ пӗрремӗшӗ пулнӑ[3]. Вӑл Кӑнтӑр Америкӑпа Вӑта Америкӑна уҫнӑ та вӗсене тӗпчеме пуҫланӑ, ҫав шутра континент пайӗсемпе ҫывӑхри архипелагсене — Пысӑк Антил (Куба, Гаити, Ямайка тата Пуэрто-Рико), Кӗҫӗн Антил (Доминиканӑран пуҫласа Виргин утравӗсем таран, ҫаван пекех Тринидад) тата Багам утравӗсем — тӗпченӗ.
Америкӑна европеецсемшӗн пӗрремӗш уҫаканӗ Колумб тесе калаҫҫӗ, анчах Вӑтам ӗмӗрсенчех Ҫурҫӗр Америкӑна европеецсем — исланд викингӗсем — ҫитсе пуранма пуҫлани паллӑ. Анчах Скандинави тулашӗнче ҫак походсем ҫинчен сведенисем пулманран, Колумб экспедицийӗ анӑҫри ҫӗрсем ҫинчен пӗрремӗш хут европеецсене каласа панӑ, ҫавӑнтан Америкӑна колонилеме пуҫланӑ.
Пурӗ Колумб Америка ҫыранӗсем патне 4 хутчен ишнӗ:
- пӗрремӗш ишев (1492 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ — 1493 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ);
- иккӗмӗш ишев (1493 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ — 1496 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ);
- Виҫҫӗмӗш ишев (1498 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ — 1500 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ);
- тӑваттӑмӗш ишев (1502 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ — 1504 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ).
Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Колумб ятне аслӑ ҫулҫӳревҫӗ тата Америкӑна уҫакан тесе чапа кӑларнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех ҫӗнӗ ҫӗрсене ҫӗнсе илнӗ чухнехи унӑн тискерлӗхне тата индеецсене чурана ҫавӑрнине шута илсе Колумба Америкӑра урахла та йышанаҫҫӗ.
Пурнӑҫӗпе кун-çулĕ
Ҫамрӑклӑх
Колумб Италире пуян мар генуэз ҫемьинче ҫуралнӑ, унӑн ашшӗ Доменико Коломбо пулнӑ, амӑшӗ — Сузанна Фонтанаросса.
Испанларан унӑн ячӗн тӗрӗс транскрипцийӗ — Кристобаль Колон, анчах та тухӑҫ славян тата ытти хӑш-пӗр чӗлхесенче Христофор Колумб теҫҫӗ (Christophor — грек ячӗн Χριστόφορος транслитерацийӗ). Ӗлӗкхи версипе килӗшӳллӗн, ҫемьере Христофорсӑр пуҫне тата урӑх ачасем те пулнӑ: Джованни (1484 ҫулта вилнӗ), Бартоломео, Джакомо, Бьянкелла (Джакомо Бавареллона качча тухнӑ). Италипе Испанири ултӑ хула Колумбӑн ҫуралнӑ вырӑнӗ пулас чысшӑн халӗ те тупӑшаҫҫӗ.
Колумбӑн сӑн-сӑпатне вӑл вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫырнӑ портретсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Бартоломе де Лас Касас, Колумба 1493 ҫулта курнӑскер, ӑна ҫапла ҫырса кӑтартнӑ:
Пӗвӗ ҫӳллӗ, вӑтамран ҫӳллӗрех, сӑнӗ-пичӗ вӑрӑм та витӗмлӗ, сӑмси ӑмӑрткайӑкӑнни пек, куҫӗ кӑн-кӑвак, ӳчӗ шурӑ, хӗрлӗрех, сухалӗпе мӑйӑхӗ ҫамрӑк чухне хӗрлӗрех тӗслӗ пулнӑ, анчах ӗҫре кӑвакарнӑ.
Пави университетӗнче вӗреннӗ. 1470 ҫул тӗлнелле Филипе Мониш Перештрелу доньяна, Энрике принц вӑхӑтӗнчи тинӗс ҫӳревҫин хӗрне, качча илнӗ. 1472 ҫулччен Колумб Генуйӑра пурӑннӑ, 1472 ҫултанпа — Савонра. 1470-мӗш ҫулсенче тинӗс суту-илӳ экспедицийӗсене хутшӑннӑ.
1474 ҫултах Паоло Тосканелли астроном тата географ Колумба Индие хӗвеланӑҫнелле ишсе кайсан чылай кӗске тинӗс ҫулӗпе ҫитме пулать тесе пӗлтернӗ теҫҫӗ. Ун чухнех Колумб Индие тинӗс ҫӳревӗн хӑйӗн проекчӗ ҫинчен шухӑшланӑ пулмалла. Тен, Ҫӗр калӑпӑшне чакарса хаклани Колумбӑн Петр де-Аллиако епископӑн Imago Mundi ӗҫ витӗм кӳнипе (Тӗнче ӳкерчӗкӗ, 1410) ҫуралма пултарнӑ[4][5]. Тосканелли карттине тӗпе хурса хӑйӗн расчёчӗсене туса пӗтерсен, вӑл Канар утравӗсем(выр.)чăв. урлӑ ишме меллӗрех тесе шутланӑ, вӗсенчен Японие ҫитме пилӗк пин ҫухрӑма яхӑн юлнӑ.
1476 ҫулта Колумб Португалие куҫнӑ, унта тӑхӑр ҫул пурӑннӑ. 1477 ҫулта Колумб Англие, Ирландие тата Исландие ҫитсе курни паллӑ, унта анӑҫри ҫӗрсем ҫинчен исландсен даннӑйӗсемпе паллашма пултарнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл Гвиней кӳлмекӗнче 1482 ҫулта Эльмин (Гана) карманне тума кайнӑ Диогу де Азамбуж экспедицийӗ шутӗнче пулма ӗлкӗрнӗ. Пӗрремӗш хут Колумб Индие анӑҫ ҫулӗпе ишме 1475—1480 ҫулсенче палӑртать. Вӑл ҫак шухӑша тӑван Генуя правительствипе купсисене пӗлтерет. Хирӗҫ хурав пулмасть. 1483 ҫулта вӑл хӑйӗн проектне Жуан II Португали корольне сӗнет. Малтанах король хӑюллӑ проекта пулӑшасшӑн пулнӑ, анчах нумай тӗпчӗреннӗ хыҫҫӑн ӑна йышӑнман.
1485 ҫулта Колумб Диего ывӑлӗпе Испание куҫса кайнӑ, ӑна хӗсӗрлессинчен тарса пытаннӑ. 1485—1486 ҫулсенчи хӗлле вӑл Санта-Мария-де-ла-Рабида мӑнастирӗнче хӳтлӗх тупнӑ. Настоятель Хуан Перес де Марчена ӑна йышӑннӑ та хӑйӗн пӗлӗшӗ патне — королева духовникӗ Эрнандо де Талавер патне Колумб идейисене кӗскен ҫырса пӗрремӗш ҫыру йӗркеленӗ. Испани королӗ ҫав вӑхӑтра Кордова хулинче пулнӑ, унта Гранадӑпа вӑрҫма хатӗрленнӗ.
1486 ҫулта Колумб хӑйӗн проекчӗпе Медин-Сели герцога кӑнкӑсӑклантарма пултарнӑ. Медин-Селин укҫи-тенки экспедици йӗркелеме ҫителӗклӗ пулман, вара вӑл Колумба патшан финанс канашҫисемпе, купсасемпе тата банкирсемпе тата хӑйӗн куккӑшӗпе — Мендоса кардиналпа паллаштарнӑ.
1486 ҫулхи хӗлле Колумба Педро Гонсалес де Мендоса, Толедо архиепископӗ тата Испанин аслӑ кардиналӗ йышӑннӑ, кардинал вара Испани патшисемпе Фердинандпа Изабеллӑпа тӗлпулма пулӑшнӑ. Колумб сӗнӗвӗсене тӗпчеме Талавер ертсе пыракан богословсен, космографсен, юристсен, манахсен тата придворнӑйсен комиссине пухнӑ. Комисси тӑватӑ кун хушши сӳтсе явнӑ, анчах Колумб вӑрттӑнрах ҫын пулнине тата вӑл планӗсене уҫса парасшӑн пулманнине пула татӑклӑ йышӑну туман.
1488 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Колумб, патша хыҫҫӑн хуларан хулана ҫӳрекенскер, кӗтмен ҫӗртен Португалие таврӑнма сӗнсе Португали королӗнчен ҫыру илнӗ:
Енчен те эсир пирӗн правосудирен шикленетӗр пулсан, пӗлӗр, Португалие таврӑнсан та, пурӑнсан та, каялла пӑрахса кайсан та, сире граждан правипе те, уголовлӑ правӑпа та, ытти правосем тӗлешӗнчен те тытса та хупмӗҫ, айӑпламӗҫ те, хӗсӗрлемӗҫ те, йӗрлемӗҫ те.
Колумб хӑйӗн сӗнӗвӗсене урӑх адрессемпе те ярса панӑ: Англи королӗнчен Генрих VII 1488 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл ырӑ кӑмӑллӑ хурав илнӗ, анчах нимӗнле конкретлӑ сӗнӳсемсӗр.
1491 ҫулта Севильере Фердинандпа тата Изабеллӑпа тепӗр хут куҫа куҫӑн курнӑҫнӑ. Ирӗк пани пулман: «Вӑрҫӑ вӑрҫма кирлӗ пысӑк тӑкаксене кура ҫӗнӗ предприятин пуҫлама май ҫук». Калаҫӑва вӑрҫӑ вӗҫленсен тӑсма калаҫса татӑлнӑ.
Ҫав ҫултах Колумб хӑйӗн проектне Медина-Сидони герцогне, пысӑк магната, ҫӗр суту-илӳ карапӗсен хуҫине сӗннӗ, анчах вӑл та килӗшмен.
1492 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Гранадӑна парӑнтарнӑ. Колумб Испани патшин ҫӗнтерӳ хыҫҫӑнхи туйӑмнеытларах шанса хакланӑ пулас: вӑл ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма тата тытса тӑма палӑртнӑ условисене пӗлтернӗ (ӑна ҫӗнӗ ҫӗрсен вице-патшине лартмалла тата «Тӗнче океанӗн адмиралӗ» титулпа чысламалла). Патша Колумб ыйтнине «ытла виҫесӗр те вырӑнсӑр» тесе йышӑннӑ, калаҫусене татнӑ, король вара Санта-Фе хулинчен тухса кайнӑ.
Колумб 1492 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Кордовӑна тухса каять, кайран вуҫех Францие эмиграцилеме шутлать.
Сак вӑхӑтра Изабелла королева ун майлӑ пулнине пӗлтерет. Малтанхи тӗлпулу вӑхӑтӗнче Колумб ӑна ҫав вӑхӑтра Европӑна типӗ ҫӗрпе тата тинӗспе питӗ пысӑк ӳсӗмсемпе тапӑнса пыракани Осман империне хӗвелтухӑҫӗнчен пырса ҫапма май пурри ҫинчен, Европа ҫыннисем Хӗреслӗ походсенче Палестинӑра ҫухатнӑ христиансен сӑвапӗсене ирӗке кӑларасси ҫинчен каласа панӑ[6]. Уйрамах Ҫӳлхуҫа Тупӑкне(выр.)чăв. ирӗке кӑларас шухӑш Изабелла чӗрине ҫав тери ҫавӑрса илнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫак шанӑҫа Португалие те, Францие те парас мар тенӗ. Испани патшалӑхӗ Арагон Фердинанчӗпе Кастилья Изабеллине пӗрлештерсе династисен мӑшӑрланӑвӗпе йӗркеленнӗ пулин те, Арагонпа Кастилья ҫавах та монархийӗсене, уйрӑм хӑй тӗллӗн администрацисене, кортессене тата укҫа-тенкисене сыхласа хӑварнӑ. «Эпӗ хамӑн хаклӑ япаласене саклата хуратӑп», — тенӗ Изабелла королева.
1492 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче король ҫемйи Колумба тата унӑн еткерҫисене «дон» титулпа тивӗҫтереҫҫӗ (урӑхла каласан, ӑна дворянин тӑваҫҫӗ), океан леш енчи проект ӑнӑҫлӑ пулсан, вӑл тӗнче океанӗн адмиралӗ тата хӑй уҫакан е туянакан мӗнпур ҫӗрсен вице-королӗ пулассине ҫирӗплетет, ҫаксене вӑл еткерлӗх тӑрӑх ачисене те парса хӑварма пултарать. Апла пулин те, Колумбӑн экспедицине хатӗрлемелли укҫана Кастили королевине татса пӗтереймен патшалӑх куланай тӳлевӗсен шучӗпе хӑй тӗллӗн шырамалла пулнӑ. Ҫитменнине тата, договор тӑрӑх тӑкаксен саккӑрмӗш пайне Колумбӑн хӑйӗн хывмалла пулнӑ, унӑн вара пӗр пус та пулман.
Анчах та Колумба Мартин Алонсо Пинсон(выр.)чăв. пулӑшнӑ. Карапсенчен пӗри — «Пинта» — унӑн хӑйӗн пулнӑ, вӑл ӑна хӑй шучӗпе хатӗрленӗ; иккӗмӗш карап валли вӑл Христофора кивҫен укҫа панӑ, ҫапла майпа Колумб договор тӑрӑх хӑйӗн пайне хума пултарнӑ.
Экспедицисем
1492 тата 1504 ҫулсем хушшинче Христофор Колумб тӑватӑ тӗпчев экспедицийӗ(выр.)чăв. йӗркеленӗ, вӗсене хӑйӗн борт журналӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Журналӑн оригиналӗ упранса юлман, анчах Бартоломе де лас Касас ҫак журналӑн паянхи куна ҫитнӗ пӗр пайне копи тунӑ, ӑна пула ҫулҫӳревсен чылай деталӗсем паллӑ пулса тӑнӑ.
Пӗрремӗш экспедици
Хӑйӗн пӗрремӗш экспедицине Колумб виҫӗ карап хатӗрленӗ — «Санта-Мария» каракка (флагман, караккӑн хуҫи тата капитанӗ Хуан де ла Коса кантабриец пулнӑ), «Пинта» (карап хуҫи тата унӑн капитанӗ Мартин Алонсо Пинсон) тата виҫҫӗмӗшӗ час-часах «Нинья» текен карап пулнӑ. «Нинья» капитанӗ — Висенте Яньес Пинсон, маэстре тата карап хуҫи — Хуан Ниньо, Педро Алонсо Ниньон пиччӗшӗ) тата пилот — Санчо Руис да Гама. Флотили командине пурӗ 100 ҫын кӗнӗ. Европа ҫыннин ури пӗрремӗш хут Кариб тинӗсӗн Гуанахани (Багам утравӗсем), Эспаньола (Гаити), Хуана (Куба) утравӗсем ҫине пуснӑ. Ҫак ҫулҫӳревпе Испанин Ҫӗнӗ Тӗнчене экспансилесси пуҫланнӑ.
Истори ӑслӑхӗнче 1492 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче уҫнӑ «Гуанахани» текен хӑш утрав пулни пирки, Колумб хӑй вара «Сан-Сальвадор» ят панӑскер, дискуссиллӗ ыйту шутланать: Уотлинг утравӗ е Самана-Ки утравӗ? Ҫапах та ку Лукайя архипелагне кӗрекен Багам утравӗсенчен пӗри пулни иккӗлентермест.
Ҫав вӑхӑтрах Христофор Колумб ҫак ҫӗнӗ ҫӗрсене Тухӑҫ Ази — Китай, Япони е Инди таврашӗсем тесе шутланӑ. Малашне европеецсем ҫӗнӗ уҫнӑ территорисене чылай хушӑ Вест-Инди, тӳррӗн «Анӑҫри Инди» тенӗ, мӗншӗн тесен ҫак «Инди» патне анӑҫалла, Индипе тата Индонезипе танлаштарсан, ишмелле пулнӑ, вӗсене Европӑра чылай вӑхӑт Ост-Инди («Тухӑҫри Инди») тенӗ.
Ҫулҫӳревсен хронологийӗ
- 1492 ҫулхи ҫурла, 3 — Колумб Испанири Палос-де-ла-Фронтер хулин гаванӗнчен карапсене илсе тухнӑ.
- Авӑн, 6 — «Пинта» карап ҫинчи шӑтнӑ вырӑна юсасан Гомер утравӗнчен (Канар утравӗсем) тӳрех анӑҫалла ҫул тытнӑ.
- Авӑн, 16 — экспедици ҫулӗ ҫинче ешӗл шыв курӑкӗсем пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Майӗпен вӗсем йышлансах пынӑ. Ҫак тӗлӗнмелле шыв талккӑшӗ урлӑ карапсем виҫӗ эрне пынӑ. Ҫапла Саргас тинӗсне уҫнӑ.
- Юпа, 7 — Японирен «иртрӗмӗр» тесе шутлакан команда карапсене хӗвеланӑҫ — кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле ҫул улӑштарнӑ.
- Юпа, 12 — ҫур ҫӗр иртни икӗ сехетре «Пинта» карап ҫинчи Родриго де Триан матрос ҫӗр курнине пӗлтернӗ. Матроссем кӑнтӑрлах ҫутӑсем асӑрханӑ.
- Юпа, 13 — Колумб ҫыран хӗррине аннӑ, унта Кастилья ялавне лартнӑ, утравӑн хуҫи пулса тӑнине пӗлтерсе ҫакӑн пирки нотариат актне ҫырнӑ. Утрава Сан-Сальвадор ят панӑ. Унӑн координачӗсем — ҫурҫӗр анлӑхӗн 24° тата хӗвеланӑҫ вӑрӑмлӑхӗн 74°30′ . Кунта ҫулҫӳревҫӗсем вырӑанти халаха кураҫҫӗ. Тен, вӗсем араваксем пулнӑ. Араваксем ҫаппа-ҫарамас ҫӳренӗ, ӳт ҫине ритуал тӗррисем ӳкернӗ. Тимӗр хӗҫ-пӑшал таврашне вӗсем пӗлмен. Тинӗс тӑрӑх вӗсем хӗрӗхшер ҫын шӑнӑҫакан кӗсменлӗ кимӗсемпе ҫӳренӗ. Шӑпах ҫакӑнта вырӑнтисем Колумба «типӗ ҫулҫӑсем» — табак — парнеленӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисенче ылтӑн татӑкӗсене курсан, Колумб вӗсене ӑҫтан тупнине тӗпчесе пӗлме тӑрӑшнӑ, вара, ултӑ аравака тыткӑна илсе, вӗсене малалла ҫул кӑтартма хистенӗ. Икӗ эрне хушши Колумб майӗпен кӑнтӑралла куҫса пынӑ, Багам утравӗсен шутӗнчи ҫӗнӗ утравсене уҫнӑ. Кунти ҫынсем мамӑк ҫиппинчен тӗртсе ҫӗленӗ тумтир тӑхӑнса ҫӳренӗ. Вӗсен ҫурчӗсенче испанецсем пӗрремӗш хут гамаксем курнӑ. Испани ҫыннисем кӑнтӑр енчи пысӑк утрав — Куба — ҫинчен пӗлнӗ.
- 1492 ҫулхи юпа, 28 — Колумб Кубӑн ҫурҫӗр-тухӑҫӗнче, хӗвеланӑҫ вӑрӑмлӑхӗн 76°, Бариэй бухтинче аннӑ. Вырӑнти ҫынсемпе калаҫнӑ май вӑл Хӗвелтухӑҫ Азири пӗр ҫурутрав ҫине лекнӗ тесе шутланӑ. Анчах та испансем ылтӑн та, тутлӑ курӑксем те, пысӑк хуласем те курайман. Унта пурӑнакансем ҫурчӗсене туратсемпе хӑмӑшлӑхран тунӑ, вӗсем мамӑк, ҫӗрулми, батат, табак тата маис (кукурус) ҫитӗнтернӗ. Китайӑн чи чухӑн пайне ҫитнӗ пулӗ тесе, Колумб хӗвелтухӑҫнелле пӑрӑнма шут тытнӑ, унта, хӑй шутланӑ тӑрӑх, пуянрах Япони вырнаҫнӑ.
- 1492 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ — туземецсенчен ылтӑнпа тулнӑ утрав ҫинчен пӗлсен, Колумб ӑна шырама хӗвелтухӑҫнелле кайнӑ.
- 1492 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ — Колумб хӑйӗн дневникӗнче индеецсем усӑ куракан табак ҫинчен пӗрремӗш хут ҫырса кӑтартнӑ.
- 1492 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ — «Пинта» ҫухалнӑ. Унӑн капитанӗ Пинсон-асли хӑй ирӗкӗпе тунӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, пӗрре мар пӑхӑнуран тухнӑ. Вӑл Колумба Куба утравӗ ҫывӑхне тӑратса хӑварнӑ та, сӑнарланӑ утрава шыраса тупас тесе ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл чи малтан Гаитипе хӑй анса ларнӑ юханшыва (халӗ Пуэрто-Кабельо; ҫак юханшыв чи малтан унӑн ячӗпе ҫӳренӗ) тупса палӑртнӑ. Кубӑн хӗвелтухӑҫ вӗҫне — Майси сӑмсахне ҫитиччен икӗ карап хӗвелтухӑҫнелле кайнӑ.
- 1492 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Гаити утравне уҫнӑ, ӑна Колумб Эспаньола тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен унӑн айлӑмӗсем ӑна Кастили ҫӗрӗсем пек туйӑннӑ. Ҫурҫӗр енчи ҫыран хӗррипе пынӑ чухне испансем Тортуга утравне уҫнӑ.
- 1492 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ — «Санта-Мария» рифсем ҫине ларнӑ. Вырӑнти ҫынсем пулӑшнипе карап ҫинчен тупӑсене, апат-ҫимӗҫсене тата хаклӑ япаласене илсе тухма май килнӗ. Карап ванчӑкӗсенчен Ла-Навидад (Раштав) тесе ят панӑ Гаити утравӗ ҫинче форт туса лартнӑ. Колумб кунта 39 моряк хӑварнӑ, форта «Санта-Мария» карап ҫинчен илнӗ тупӑсемпе хӗҫпӑшаллантарнӑ та вӗсене пӗр ҫуллӑха апат-ҫимӗҫ парса хӑварнӑ, хӑй 1493 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче, хӑйпе пӗрле темиҫе утрав ҫыннине илсе, тинӗсе пӗчӗк «Нинья» караппа тухнӑ.
- 1493 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ — Эспаньолӑн ҫурҫӗр енчи ҫыранӗ патӗнче «Нинья» «Пинта» карапа тӗлпулнӑ. Хӑй ҫухалнине Пинсон-асли ҫанталӑк витӗмӗпе ӑнлантарнӑ.
- Кӑрлач, 16 — икӗ карап каялла ҫула тухнӑ.
- Нарӑс, 12 — тӑвӑл тухнӑ, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ҫӗрле карапсем пӗр-пӗрне куҫран ҫухатнӑ. Ҫил-тӑвӑл ҫав тери вӑйлӑ пулнипе испансем пӗтме те хатӗр пулнӑ.
- Нарӑс, 15 — ҫил кӑштах лӑплансан, моряксем ҫӗре курнӑ, вара нарӑсӑн 18-мӗшӗнче «Нинья» Санта-Мария утравӗ (Азор утравӗсем) патне ҫитнӗ.
- Пуш, 9 — «Нинья» Лиссабонра якорь пӑрахнӑ, унта Жуан II Колумба ҫутӑ кнеҫе йышӑннӑ пек йышӑннӑ, лешне мӗн кирлине пурне те пама хушнӑ.
- Пуш, 15 — «Нинья» Испание таврӑннӑ. Ҫав кунах унта «Пинта» та ҫитнӗ. Колумб хӑйӗнпе пӗрле туземецсене (вӗсене Европӑра индеецсем теҫҫӗ), кӑштах ылтӑн, унччен Европӑра курман ӳсентӑрансемпе ҫимӗҫӗсем, кайӑксен тӗкӗсем илсе килнӗ.
Тӗнче пайлавӗ
1452—1456 ҫулсенче Рим папписем Николай V тата Каликст III Португалие Бохадор сӑмсахӗнчен кӑнтӑралла тата тухӑҫалла уҫнӑ ҫӗрсене тытса тӑма ирӗк панӑ.
Христофор Колумб хӑйӗн пӗрремӗш экспедицинчен таврӑнни тата вӑл «Анӑҫ Индие» (Вест-Инди) уҫнӑ тенӗ хыпар Португалие пӑшӑрхантарнӑ: ҫак пулӑм ӑна унччен панӑ территорисен прависӗр хӑварнӑ. Кастили, ҫапах та, пӗрремӗш уҫнипе усӑ курса Рим папписен ирӗкне йышӑнман. Хирӗҫӗве католик чиркӗвӗн пуҫлӑхӗ ҫеҫ татса пама пултарнӑ.
1493 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Александр VI папа Кастили Симӗс Сӑмсах утравӗсенчен анӑҫалла 100 лигӑра иртекен меридианран анӑҫалла уҫнӑ е уҫакан мӗнпур ҫӗрсем унӑн аллинче пулмаллине, ҫак йӗртен тухӑҫалла — Португалин пулнине пӗлтернӗ. Папа йышӑнӑвӗ испан-португал калаҫӑвӗсен никӗсне выртнӑ, вӗсем тепӗр ҫултан 1494 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Тордесильяс килӗшӗвне алӑ пуснипе вӗҫленнӗ.
Иккӗмӗш экспедици
Колумбӑн иккӗмӗш флотилийӗ 17 карапран тӑнӑ. Флагман — «Мария-Галантека». Экспедици 1500—2500 ҫынран тӑнӑ. 2-мӗш экспедицие хутшӑнакансем хушшинче малтанхи ҫулҫӳревҫӗ Хуан де ла Коса, Родриго де Бастидас нотариус, ҫавӑн пекех Кубӑна пулас ҫӗнсе илекенӗ тата тата перремӗш кӗпӗрнаттӑрӗ Диего Веласкес де Куэльяр пулнӑ. Унӑн йышӗнче моряксем кӑна мар, манахсем те, чиркӳ ҫыннисем те, чиновниксем те, дворянсен те пулнӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем яланхи колоние йӗркелеме лашасемпе ашаксем, мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхпе сыснасем, иҫӗм ҫырли хунавӗсем, ял хуҫалӑх культурисен вӑрлӑхне илнӗ.
Экспедици вӑхӑтӗнче Эспаньолӑна пӗтӗмпех пӑхӑнтарнӑ, вырӑнти халӑха массӑллӑ пӗтерме тытӑннӑ. Санто-Доминго хулине никӗсленӗ, Вест-Индине чи меллӗ тинӗс ҫулӗ хывнӑ. Кӗҫӗн Антил, Виргин, Пуэрто-Рико, Ямайка утравӗсене уҫнӑ, Кубӑн кӑнтӑр ҫыранне тӗппипех тенӗ пек тӗпченӗ. Ҫав вӑхӑтрах Колумб хӑй Индире пулнине ҫирӗплетме пӑрахман.
Хронологи
- 1493 ҫулхи авӑн, 25 — экспедици Кадисран тухнӑ. Канар утравӗсем ҫинче сахӑр хӑмӑшӗпе сунара ҫӳреме вӗрентнӗ йытӑсене илнӗ. Курс пӗрремӗш хут кайнинчен 10° кӑнтӑрарах илнӗ. Каярахпа ҫак маршрутпа Европӑран «Анӑҫ Индие» мӗнпур карапсем усӑ курма пуҫланӑ.
- Ҫула май ӑнӑҫлӑ ҫил вӗрнипе (Атлантика океанӗн экватор таврашӗнче ҫилсем пӗрмаях анӑҫалла вӗреҫҫӗ) ҫул 20 кун кӑна тӑсӑлнӑ, 1493 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче (вырсарникун) Пӗчӗк Антил утравӗсен йышӗнчи Доминика ят панӑ утрава уҫнӑ.
- Чӳк, 4 — экспедици кунти утравсенчен чи пысӑкки патне ҫитнӗ, ӑна Гваделупа тесе ят панӑ. Уҫнӑ утравсем ҫинче карибсем пурӑннӑ, вӗсем пысӑк кимӗсемпе мирлӗ араваксен утравӗсене тапӑннӑ. Вӗсен хӗҫпӑшалӗ ухӑсемпе тимӗршапа хуппин катӑкӗсенчен е пулӑ шӑммисенчен тунӑ ҫӗмренсем пулнӑ.
- Чӳк, 11 — Монтсеррат, Антигуа, Невис утравӗсене уҫнӑ.
- Чӳк, 13 — Санта-Крус утравӗ патӗнче карибсемпе пӗрремӗш хӗҫпӑшаллӑ тытӑҫу пулса иртнӗ.
- Чӳк, 15 — Санта-Крусран ҫурҫӗрелле архипелаг уҫнӑ, ӑна Колумб «Вунпӗр пин хӗр утравӗсем» тесе ят панӑ — халӗ вӗсене Виргин утравӗсем теҫҫӗ. Архипелага икӗ енчен ҫавӑрса илсе, флотили карапӗсем тепӗр виҫӗ кунтан йӑранӑн хӗвеланӑҫ енчи вӗҫӗнче пӗрлешнӗ.
- Чӳк, 19 — испансем Колумб Сан-Хуан-Баутиста ят панӑ пысӑк утравӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче анса ларнӑ. XVI ӗмӗртенпе вӑл Пуэрто-Рико ятпа ҫӳрет.
- Чӳк, 27 — флотили пӗрремӗш экспедицинче Гаити ҫинче никӗсленӗ Ла-Навидад фортне ҫитнӗ, анчах ҫыран хӗрринче испансем пушар йӗрӗсемпе вилесене ҫеҫ тупнӑ.
- 1494 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ — ҫунтарса янӑ фортран тухӑҫалла хула, Изабелла королева ячӗпе Ла-Изабелла хула туса лартнӑ. Испансенчен нумайӑшне сарӑ сивчирӗпе чирленӗ. Ҫӗршывӑн шалти районӗсене разведкӑна янӑ отряд Кордильера-Сентраль ятлӑ сӑрт-ту районӗнче юханшыв хӑйӑрӗнче ылтӑн тупнӑ.
- 1494 ҫулхи пуш уйӑхӗ — Колумб утрава шалалла харҫӑпа кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра Ла-Изабеллӑра шӑрӑха пула апат-ҫимӗҫӗн пысӑк пайӗ пӑсӑлнӑ, Колумб вара утрав ҫинче пилӗк карап тата 500 яхӑн ҫынна ҫеҫ хӑварма, ыттисене Испание ӑсатма шут тытнӑ. Вӗсемпе пӗрле вӑл корольпе королевӑна ылтӑнпа пуян вырӑнсем тупни ҫинчен пӗлтернӗ, выльӑх-чӗрлӗхе, апат-ҫимӗҫпе ҫӗр ӗҫ хатӗрӗсене ярса пама ыйтнӑ, вӗсемшӗн вырӑнти халӑх шутӗнчи чурасемпе тӳлеме сӗннӗ.
- 1494 ҫулхи акан 24-мӗшӗ — Ла-Изабеллӑра кӗҫӗн шӑллӗн Диего ертсе пыракан гарнизонне хӑварса, Колумб Кубӑн кӑнтӑр-тухӑҫ ҫыранӗ хӗррипе виҫӗ пысӑках мар карапа хӗвеланӑҫнелле илсе кайнӑ.
- Ҫу, 1 — ансӑр та тарӑн кӳлмеке (хальхи Гуантанамо бухти) тупнӑ. Малалла анӑҫалла — Сьерра-Маэстра тӑвӗсем. Кунтан Колумб кӑнтӑралла пӑрӑннӑ.
- Ҫу, 5 — Ямайка утравне уҫнӑ (Колумб ӑна Сантьяго тенӗ).
- Ҫу, 14 — Ямайкӑн ҫурҫӗр ҫыранӗ хӗррипе иртсе ылтӑн тупайман хыҫҫӑн Колумб Куба патне таврӑннӑ. Тепӗр 25 кун карапсем утравӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗррипе пӗчӗк утравсем хушшипе пынӑ.
- Ҫӗртме, 12 — Кубӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗррипе 1700 ҫухрӑма яхӑн кайса, утравӑн анӑҫ вӗҫне 100 ҫухрӑм кӑна ҫитеймесӗр, Колумб каялла ҫаврӑнма шут тытнӑ, мӗншӗн тесен тинӗс питӗ ӑшӑхланнӑ, матроссем кӑмӑлсӑрланнӑ, апат-ҫимӗҫ пӗтсе пынӑ. Ун умӗн, Испание таврӑнсан хӑйне ҫемҫе чунлӑ пулнӑшӑн айӑпласран сыхланас тесе, вӑл пӗтӗм командӑран Куба континентӑн пӗр пайӗ тесе тупа тума ыйтнӑ, ҫавӑнпа та малалла ишнин усси ҫук-мӗн. Каялла ҫаврӑнсан, флотили Эванхелиста утравне (каярахпа ӑна Пинос тесе ят панӑ, 1979 ҫултанпа — Хувентуд) уҫнӑ.
- Ҫӗртмен 25-мӗшӗ — авӑнӑн 29-мӗшӗ — каялла таврӑннӑ чухне Ямайкӑран анӑҫран тата кӑнтӑртан пӑрӑнса иртнӗ, Эспаньолӑн кӑнтӑр ҫыранӗ хӗррипе иртсе Ла-Изабеллӑна таврӑннӑ. Ку вӑхӑталла Колумб самаях йывӑр чирлесе ӳкнӗ.
- Иртнӗ пилӗк уйӑхра Колумбӑн иккӗмӗш шӑллӗ, Бартоломео, Испанирен виҫӗ карап ҫар тата апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ. Испани ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ вӗсене тытса илнӗ те килелле кайнӑ. Ыттисем, туземецсене ҫаратса, пусмӑрласа, утрав тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ. Лешсем хирӗҫ тӑнӑ та испансен пӗр пайне вӗлернӗ. Христофор пилӗк уйӑх чирленӗ хыҫҫӑн сывалса ҫитсен 1495 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Эспаньолӑна икҫӗр салтакран тӑракан отрядпа пӑхӑнтарассине йӗркеленӗ. Туземецсем хӗҫпӑшалсӑр пекех пулнӑ, Колумб вӗсене хирӗҫ утлӑ ҫарпа тата хӑйпе пӗрле илсе килнӗ ятарласа вӗрентнӗ йытӑсемпе усӑ курнӑ. Тӑхӑр уйӑхран утрава парӑнтарнӑ. Индеецсене хырҫӑ-марҫӑ тӳлемелле тунӑ, ылтӑн шыранӑ вырӑнсемпе плантацисенче чурана кӑларса ӗҫлеттернӗ. Индеецсем ялсенчен тусем ҫине тарнӑ, Европӑран колонистсем илсе килнӗ паллӑ мар чирсемпе чирлесе вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра колонистсем утравӑн кӑнтӑр ҫыранне куҫнӑ, унта 1496 ҫулта Бартоломео Колумб Санто-Доминго хулине — Эспаньолӑн пулас центрне, каярахпа Доминикан Республикин тӗп хулине — никӗсленӗ.
- Ҫав вӑхӑтра Испани патши Эспаньолӑран (Испание Колумб янӑ кӑштах ылтӑн, пӑхӑр, хаклӑ йывӑҫ тата темиҫе ҫӗр чура) тупӑшӗ пӗчӗк пулнине асӑрхасан, Кастилья ҫыннисене ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫине куҫса кайма ирӗк панӑ, уншӑн вӗсен хыснана ылтӑнпа тӳлемелле пулнӑ.
- 1495 ҫулхи ака, 10 — Испани правительстви Колумбпа хутшӑнусене татнӑ, Америго Веспуччи 1498 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Индие кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерме ирӗк илнӗ. 1496 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Веспуччи моряксене ӗҫ укҫи тӳлеме Пинело казначейрен 10000 мараведи илнӗ[7]. Индие пӗр экспедици, сӑмахран, Колумбӑн виҫҫӗмӗш экспедицине, валли Андалузире хатерлеме контракт тунӑ. Колумб предприятийӗн ҫитӗнӗвӗ Америгона тӗнчен ҫӗнӗ уҫӑ пайӗпе паллашас тесе суту-илӳ ӗҫне пӑрахма хистенӗ.
- 1496 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Христофор Колумб Испание хӑйне маларах панӑ правасене хӳтӗлеме таврӑннӑ. Вӑл документ панӑ, унпа килӗшӳллӗ вӑл чӑнах та Ази материкне (чӑнласа та Куба утравӗ пулнӑ пулин те) ҫитнӗ, Эспаньола варринче вӑл Офир ятлӑ тӗлӗнмелле ҫӗршыв уҫни ҫинчен, унта тахҫан Соломон патша валли ылтӑн кӑларни ҫинчен пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне, Колумб ҫӗнӗ ҫӗрсене ирӗклӗ ҫынсене мар, хурахсене яма сӗннӗ, вӗсене айӑплав вӑхӑтне ҫурри таран кӗскетсе илӗртме сӗннӗ. Юлашки сӗнӳ ертсе пыракан элитӑна килӗшнӗ, мӗншӗн тесен Испание пӗр енчен кирлӗ мар элементсенчен хӑтарнӑ, тепӗр енчен, тӗрмесенче вӗсене тытса тӑрас тӑкаксене чакарнӑ, виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫӗрсене пуҫтах ҫынсем хӑвӑртрах алла илме пултарнӑ.
Виҫҫӗмӗш экспедици
Виҫҫӗмӗш экспедицине укҫа-тенкӗ кӑштах тупма май килнӗ, Колумбпа пӗрле ултӑ пысӑках мар карап тата 300 яхӑн команда (вӗсем хушшинче Хуан де ла Коса, Педро Алонсо Ниньо) кӑна кайнӑ, ҫитменнине тата командӑна Испани тӗрмисенчен уголовниксене йышӑннӑ.
1498 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче флотили Гвадалквивир шывӗн вӑрринчен тухнӑ. Ку хутӗнче Колумб, ылтӑна экватор ҫывӑхнерех ҫеҫ тупма пулать тесе, тата кӑнтӑрарах тытма шутланӑӗ. Йерро утравӗ патӗнчен (Канар утравӗсем) виҫӗ карап тӳрех Эспаньола еннелле кайнӑ, тепӗр виҫӗ карапне вара Колумб Ешӗл Сӑмсах утравӗсем патнелле илсе кайнӑ, унтан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле май килнӗ таран экватор ҫывӑхнерех пыма шутланӑ. Карапсем ҫурҫӗр анлӑхӗн 9°30′ таран аннӑ та малалла хӗвеланӑҫнелле кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Тринидад утравне уҫнӑ. Колумб унран кӑнтӑр енчен иртсе Ориноко юханшывпа Пария заливӗ патне тухнӑ, вӗсене вӑл икӗ эрнене яхӑн тӗпченӗ, анчах йывӑр чирленӗ те ҫурҫӗрелле, Санто-Домингона васкама тивнӗ. Ҫурлан 20-мӗшӗнче Колумб Эспаньолӑна ҫитнӗ, унта лару-тӑру япӑх пулнӑ. Колонистсем унӑн шӑллӗне Бартоломеона хирӗҫ хӗҫпӑшаллӑ пӑлхав ҫӗкленӗ. Вара Колумб пӑлхав ҫӗкленӗ колонистсене индеецсем валеҫсе панӑ.
Испани король хысни хӑйӗн ҫӗнӗ колонийӗнчен тупӑш илменпе пӗрех, ҫав вӑхӑтра Васко да Гама португал чӑн-чӑн Индие (1498) тинӗс ҫулне уҫнӑ, унтан тутлӑ курӑксем тиесе таврӑннӑ, Колумб уҫнӑ ҫӗрсем — пачах та Инди мар, вӑл хӑй — ултавҫӑ пулнине кӑтартса панӑ.
1499 ҫулта Колумбӑн ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫма монополилле правине пӑрахӑҫланӑ. 1500 ҫулта король ҫемьи Эспаньолӑна хӑйӗн элчи пулса Франсиско де Бобадильяна ярать. Лешӗ утрав ҫинчи пӗтӗм влаҫа хӑй аллине илнӗ, Христофор Колумба пӗртӑванӗсемпе пӗрле арестленӗ, сӑнчӑрласа Испание ӑсатнӑ. Вӗсем ҫитсен, ҫапах та вырӑнти финансистсем патшана Колумбран айӑплава сирме ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.
Тӑваттӑмӗш экспедици
Христофор Колумб ҫапах та хӑй уҫнӑ ҫӗрсенчен Кӑнтӑр Азине ҫӗнӗ ҫул тупасшӑн пулнӑ. Куба ҫыранӗсем патӗнче Кариб тинӗсӗ урлӑ хӗвеланӑҫнелле каякан тинӗс юхӑмне сӑнанӑ пирки вӑл ҫакӑн пек ҫул пуррине ӗненнӗ. Вара король Колумба ҫӗнӗ экспедицие кайма ирӗк панӑ.
Тӑваттӑмӗш экспедицине Колумб хӑйӗнпе пӗрле Бартоломео шӑллӗне тата Фернандо 13 ҫулхи ывӑлне илсе кайнӑ. Тӑваттӑмӗш хут ишнӗ чухне Колумб материка Кубӑран кӑнтӑралла — Вӑта Америка ҫыранне — уҫнӑ та Атлантика океанне Кӑнтӑр тинӗсӗнчен барьер уйӑрнине анланнӑ, ун ҫинчен вӑл индеецсенчен те илтнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Кӑнтӑр тинӗсӗ патӗнче пурӑнакан индеецсем ҫинчен те чи малтан пӗлтернӗ.
Хронологи
- 1502 ҫулхи ҫу, 9 — экспедици пуҫламӑшӗ. Кадисран 4 каравелла, «Ла-Капитана» флагман тухнӑ.
- Ҫӗртме, 15 — Кӗҫӗн Антил утравӗсем урлӑ каҫса Мартиника утравне уҫнӑ.
- Ҫӗртме, 29 — тинӗс тӑвӑлӗнчен пытанас тесе Эспаньола наместникӗнчен Николас де Овандоран Санто-Доминго гаванӗнче пытанма ирӗк ыйтнӑ, анчах ӑна ирӗк паман. Телее, Колумб карапӗсем тӑвӑла ҫӗнтернӗ.
- Утӑ — Колумб Эспаньолӑпа Ямайкӑн кӑнтӑр ҫыранӗсем хӗррипе хӗвеланӑҫнелле кайнӑ. Вӑл хӗвеланӑҫ енче материк патне ҫитсе, ҫыран хӗррипе пырса тинӗс пырне шыраса тупма шутланӑ.
- Утӑ, 30 — Колумб майя (Гондурас) халӑхӗ пурӑнакан ҫӗрӗн ҫурҫӗр ҫыранне ҫитнӗ. Бартоломео материк ҫине аннӑ та ҫӗршывӑн хуҫи пулса тӑнӑ.
- авӑн, 18 — Москит ҫыранӗ (Никарагуа) тата «Ылтӑн ҫыран» (каярахпа — Коста-Рика, «Пуян ҫыран») уҫнӑ.
- Юпа, 5 — Верагуа ҫӗршывӑн индеецӗсенчен Колумб Кӑнтӑр тинӗсне (Лӑпкӑ океанри Панама кӳлмекӗ) ансӑр, анчах сӑртлӑ тип ҫӗр (Панама пымакӗ) урлӑ ҫитме май пуррине пӗлнӗ.
- Юпа, 17 — Москитос кӳлмекне уҫнӑ. Вырӑнти ҫынсем ҫӗршывӑн кӑнтӑр енче чӗрчунсемпе ҫӳрекен, панцирьсем тӑханакан, хӗҫсемпе, ухӑсемпе тата ҫӗмренсемпе хӗҫпӑшалланнӑ ҫар ҫыннисем пурӑнни ҫинчен каласа панӑ (сӑмах Перу — инксен пысӑк аталаннӑ патшалӑхӗ — пирки пыни куҫкӗрет, унта пурӑнакансем ларса ҫӳреме ламӑсене усӑ курнӑ).
- Чӳк — Колумб карапӗсем Панама ҫыранӗ хӗррипе аран-аран пынӑ.
- Раштав — экспедици ҫӗнӗ 1503 ҫула бухтӑра кӗтсе илнӗ, вӑл тепӗр 400 ҫултан Панама каналне ҫурҫӗр енчен кӗмелли вырӑн пулса тӑрать. Лӑпкӑ океанран Колумба 65 ҫухрӑм ҫеҫ уйӑрать, анчах та вӑл ҫак ҫухрӑмсене нихҫан та ҫӗнтереймест.
- 1503 ҫулхи кӑрлач — Колумб Москитос кӳлмекне таврӑнать. Вӑл хӑйӗн пиччӗшӗ Бартоломео ертсе пыракан колоние кунта хӑварасшӑн пулать, анчах вырӑнти индеецсем ҫав тери харсӑр, ҫавӑнпа та вӑл ҫак шухӑша пӑрахӑҫлать.
- Ака, 16 — Колумб тинӗсе тухнӑ, хӗвелтухӑҫнелле куҫса пырса пролива шырама тытӑннӑ.
- Ҫу, 1 — Дарья кӳлмекӗнче Тибурон сӑмсахне ҫитсен, Колумб индеецсенчен ҫакна пӗлнӗ: ку районта икӗ ҫул каялла европеецсем (Родриго де Бастидас, 1501) пулнӑ, ку вара пролива шырама чарӑнмаллине пӗлтернӗ. Колумб карапсене ҫурҫӗрелле, Ямайка еннелле ҫавӑрнӑ.
- Ҫӗртме, 25 — Колумб тинӗсре нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Кайман утравӗсене уҫнӑ хыҫҫӑн, карапсене Ямайкӑн ҫурҫӗр ҫыранӗ патне (Эспаньолӑран 200 ҫухрӑм) илсе тухса ӑшӑх вырӑна лартма май килнӗ.
- Утӑ — Колумб Эспаньола ҫине индеецсен киммипе янӑ ҫынна Испани колонийӗн наместникӗ патне хӑйне пулӑшма пыма ыйтнӑ.
- Ҫӗртме уйӑхӗ — тепӗр ҫултан ҫеҫ Ямайкӑна Колумб хӑй шучӗпе хатӗрленӗ карап килсе ҫитнӗ. Вӑл экспедицире чӗрӗ юлнӑ ҫынсене пурне те илсе кайнӑ.
- Ҫӗртме, 29 — Колумб Ямайкӑран тухса кайнӑ. Эспаньолӑна уйӑх ҫурӑран ҫитнӗ.
- Авӑн, 12 — Колумбпа тӑванӗсем Эспаньолӑран тухса кайнӑ та нумай ҫил-тӑвӑл витӗр Кастилине ҫитнӗ.
Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсем тата вилӗмӗ
Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче Христофор Колумб йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Ӑна Севильяна куҫарнӑ. Вӑл хӑйне панӑ правасемпе привилегисене тавӑрса ҫитереймен, пур укҫине те ҫулҫӳревсенчи юлташӗсене пулӑшма тӑкакланӑ.
1506 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче Вальядолидра Христофор Колумб хӑйӗн юлашки сӑмахӗсене каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Санӑн аллуна манӑн чунӑма паратӑп». Вӑл ҫак кунах, пурнӑҫӑн 55-мӗш ҫулӗнче, вилнӗ, ӑна Севильяра пытарнӑ.
Ҫынсем вӑл вилнине асӑрхаман та темелле. Колумб Испанишӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине XVI ӗмӗр варринче кӑна, Мексикӑна, Перуна тата Андсен ҫурҫӗрӗнчи патшалӑхсене ҫӗнтерсе илнӗ хыҫҫӑн, Европӑна унтан кӗмӗлпе тата ылтӑнпа тултарнӑ карапсем килме пуҫласан, йышӑннӑ.
Кӗлетки юлашкисен шӑпи
1506 ҫулта Колумб вилнӗ хыҫҫӑн унӑн тӑприне малтан Севильяра (Испани) пытарнӑ, анчах та кайран V Карл император унӑн вилес умӗнхи ӗмӗтне пурнӑҫласа Вест-Инди ҫӗрӗ ҫинче пытарма шут тытнӑ. Колумб юлашкисене 1540 ҫулта Эспаньола утравӗ ҫине (вӑл вӑхӑтра Гаитие ҫапла каланӑ) илсе кайса Санто-Домингона пытарнӑ. XVIII тата XIX ӗмӗрсен чиккинче Эспаньолӑн испан пайӗ французсен (Гаити ятлӑ унӑн анӑҫ пайне тытса тӑнӑ) аллине куҫсан, тӑприне Кубӑна Гавана кафедра соборне куҫарнӑ. 1898 ҫулта испансене ҫак утрав ҫинчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн тинӗс ҫӳревҫин тӑприне каллех Севильяна тавӑрнӑ.
Ҫавӑнтанпа Христофор Колумб вилтӑпри Севилья кафедра соборӗнче вырнаҫнӑ.
Анчах та 1877 ҫулта Ҫӗнӗ тӗнчере чи ватӑ Санто-Доминго кафедра соборне реставрациленӗ вӑхӑтра шӑмӑ ещӗкне тупнӑ. Ун ҫине вӑл Колумбӑн тесе ҫырнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Севильяпа Санто-Доминго хушшинче аслӑ тинӗс ҫӳревҫин юлашкийӗсем ӑҫта выртни пирки тавлашу сиксе тухнӑ. 1992 ҫулта Доминикӑра тупнӑ юлашкийӗсене ятарласа тунӑ маяка — Санто-Домингори Колумба асанса купаланӑ палӑка — куҫарнӑ.
2003 ҫулта ҫак ыйтӑва тӗпчес ӗҫе Гранада университечӗн суд медицинин профессорӗ Куантико Хосе Антонио Лоренте тата ФБР академийӗ ертсе пынӑ генетиксемпе антропологсен ушкӑнӗ пуҫӑннӑ. Колумбӑн Севильяра эксгустрациленӗ юлашкийӗсене тишкерни вӗсем самаях черчен 45 ҫулти арҫыннӑн пулнине кӑтартнӑ, Христофор Колумб вара, пачах урӑхла, питӗ ҫирӗп пулнӑ, 55—60 ҫулта вилнӗ[8]. Анчах та 2002 ҫулта Колумб Диего пиччӗшӗн юлашкисенчен кӑларнӑ тӗслӗхсемпе танлаштарсан, ДНК абсолютлӑ пӗрлӗхне тата пӗр амӑшӗнчен пулма пултарнине кӑтартнӑ[9].
Доминикан влаҫӗсем Санто-Домингори маяк-палӑкра тӑракан юлашкисене эксгумацилеме тата тӗпчеме чарнӑ[10].
Ҫырнӑ ӗҫӗсем
Колумб темиҫе ҫыру ӗҫӗн авторӗ:
- Америкӑна пӗрремӗш хут ишни ҫинчен Колумб ҫырӑвӗ, 1493 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче каялла таврӑннӑ чухне «Нинья» каравелла ҫинче хӑй аллипе ҫырнӑ;
- Привилегисен кӗнеки (исп. Los Privilegios del Almirante Cristóbal Colón), 1502, Севилья, Америкӑна тӑваттӑмӗш экспедиципе каяс умӗн ҫырнӑ;
- Пророкла каланисен кӗнеки (исп. El Libro de las Profecías), 1502—1504, Севилья, Америкӑна тӑваттӑмӗш хут кайса килнӗ хыҫҫӑн вӗҫленӗ;
- Колумбӑн карап журналӗ — 1492 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 6-мӗшӗччен ҫырса пыни.
Эспаньолӑна массӑллӑ колонизацилени
Испание Эспаньола ҫинче тупнӑ ылтӑн тата Ӗнчӗ ҫыранӗнче (Кариб тинӗсӗн кӑнтӑр ҫыранӗ хӗрринче) пухнӑ ӗнчӗ килме пуҫланӑ. Хӗвеланӑҫ Индие пуяс текенсем ҫӗршерӗн те пиншерӗн талпӑннӑ. 1502 ҫултанпа испансем Антил утравӗсенче йышлӑн пурӑнма тытӑннӑ.
Испансем вырӑнти халӑха тискеррӗн чуралантарса пурӑннӑ. 1515 ҫулта Гаити тӗп ҫыннисем 15 пинрен сахалрах пулнӑ ӗнтӗ, XVI ӗмӗр варринелле вара вӗсем пӗтӗмпех вилсе пӗтнӗ. Эспаньолӑна Кӗҫӗн Антил утравӗсенчен, ҫавӑн пекех Кубӑран, Ямайкӑран тата Пуэрто-Рикоран вырӑнти халӑха илсе кайма пуҫланӑ. Халӑх унта та ҫухалма пуҫласан Кӑнтӑр Америкӑри чурасене, унтан Африкӑран чурасене илсе кайма пуҫланӑ.
Колумб саманташӗсем Кӑнтӑр Америкӑна йӗркеленӗ экспедицисем
1499 ҫулта Христофор КолумбӑнАнӑҫ Индире ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫма монополилле правине пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑнах унта паллӑ тинӗс ҫӳревҫин унчченхи ҫулҫӳревӗсене хутшӑннисем хӑйсен экспедицийӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ.
Пӗрремӗшсем Педро Алонсо Ниньо (1499, ҫу — 1500), Алонсо Охеда (1499, ҫу, 20 — 1500 нарӑс, 1502), Висенте Яньес Пинсон (1499, раштав — 1500), Родриго де Бастидас (1500, юпа — 1502) пулса тӑнӑ. Ҫак экспедицире унпа пӗрле Васко Нуньес де Бальбоа тата Хуан де ла Коса пынӑ.
Педро Алонсо Ниньо (1499, ҫу — 1500) Кариб тинӗсӗнчи Пария кӳлмекӗнчен хӗвеланӑҫнерех вырнаҫнӑ Ӗнчӗ ҫыранне ҫитсе унтан 38 кг ӗнчӗ илсе таврӑннӑ Испание — ку вӑл испансен XV ӗмӗрти чи пысӑк тупӑшӗ пулнӑ.
Алонсо Охедӑпа экспедицие 1499 ҫулта укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ Флоренци банкирӗсем, Америго Веспуччи, лоцман тата картограф пулса Хуан де ла Коса тата Родриго де Бастидас нотариус кайнӑ. Кӑнтӑр Америка материкне ҫурҫӗр анлӑхӗн 5° пырса, Охеда ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле ҫул тытнӑ, Гайанӑпа Венесуэла ҫыранӗ хӗррипе 1200 ҫухрӑм кайса Ориноко юхса тухакан вырӑна тухнӑ, малалла — Кариб тинӗсӗпе Ӗнчӗ ҫыранне ҫитнӗ.
Ҫав вӑхӑтра Америго Веспуччи, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле куҫса пырса, Амазонка тата Пара юханшывӗсен вӑррине уҫнӑ. Шыв юххине хирӗҫ 100 ҫухрӑм ҫӳлелле кимӗсемпе хӑпарнӑ, анчах ҫӑра вӑрмана пула ҫыран хӗррине ҫаплах тухайман. Малалла кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле кайма питӗ йывӑр пулнӑ. Ҫапла вӑл Гвиан юхӑмне тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе Веспуччи Кӑнтӑр Америкӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫыранне 1200 ҫухрӑма яхӑн уҫнӑ. Каялла ҫурҫӗрелле тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле таврӑннӑ чухне Веспуччи Тринидад ҫине аннӑ, каярахпа Охеда карапӗсемпе пӗрлешнӗ. Вӗсем пӗрле ҫыран хӗррине Ӗнчӗ ҫыранӗнчен хӗвеланӑҫнелле пӑхса тухнӑ, Кариб Анчӗсен хӗвелтухӑҫ пайне уҫнӑ, индеецсемпе хӗҫпӑшаллӑ тытӑҫусене хутшӑннӑ, Кюрасаопа Аруба утравӗсене — Кӗҫӗн Антил архипелагӗнчи чи анӑҫрисене — уҫнӑ.
Хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ кӳлмеке Охеда Венесуэла («пӗчӗк Венеци») ят панӑ. Каярахпа ҫак ят Кариб тинӗсӗн пӗтӗм кӑнтӑр ҫыранне Ориноко дельти таран сарӑлнӑ. Пӗтӗмпе Охеда паллӑ мар типӗ ҫӗрӗн ҫурҫӗрти 3000 ҫухрӑм ҫыранне тӗпченӗ, анчах унӑн вӗҫӗ-хӗррине тупайман, ку вара ҫавӑн пек ҫӗр материк пулмаллине пӗлтернӗ.
1499 ҫулхи раштав уйӑхӗнче океан леш енне Колумбӑн пӗрремӗш экспедицине хутшӑннӑ тепӗр ҫын — Висенте Яньес Пинсон кайнӑ. Вӑл экватор урлӑ испансенчен чи малтан каҫнӑ, 1500 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче вара, каярахпа, Ккӑнтӑр Америка континенчӗн хӗвелтухӑҫ вӗҫӗ — Сан-Роки сӑмсахӗ патне тухнӑ. Пинсон ҫыран хӗррине анса Бразили ятне илекен ҫӗр-шыва ярса илнӗ. Кунтан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле кайнӑ чухне Пинсон Веспуччи хыҫҫӑн иккӗмӗш хут Пара, Амазонка вӑррине уҫнӑ, Гвианӑпа Ориноко вӑррине ҫитнӗ.
1500 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Бастидас Кадисран икӗ караппа ишсе кайнӑ. Кӑнтӑр Америка ҫыранӗсем патне ҫитсен, Бастидас Кариб тинӗсӗн 1000 ҫухрӑма яхӑн ҫыранне тӗпченӗ, Магдалена юханшыв вӑррине, ҫавӑн пекех Дарья кӳлмекне тата Ураба кӳлмекне (Колумбин ҫурҫӗр ҫыранне) уҫнӑ. Экспедицие хутшӑнакансем чи малтан Сьерра-Невада-де-Санта-Марта районӗнче континентӑн шалти облаҫӗсене тӗпченӗ. Европеецсенчен чи малтан Панама пымакӗ ҫине ура ярса пуснӑ, анчах Санто-Домингона таврӑнма тивнӗ. 1502 ҫулта Бастидас нумай ылтӑн тупнӑ, анчах та саккунсӑр суту-илӳшӗн айӑпласа Эспаньола кӗпӗрнаттӑрӗ Франсиск де Бобадилья ӑна арестленӗ те Испание ӑсатнӑ.
Йӑх-несӗл
Христофор Колумбӑн икӗ ывӑл пулнӑ:
- саккунлӑ, Диего (1479—1526), Лиссабонра арӑмӗ — Филипа Перештрелу португалка — ҫуратнӑ. Колумбӑн аслӑ ывӑлӗ, Ҫӗнӗ Испанин 4-мӗш вице-патши (1511—1518), ҫаван пекех аделантадо тата Инди адмиралӗ хисепӗсемпе ҫӳренӗ. Диего вилнӗ хыҫҫӑн унӑн тӑхӑмӗсене Ямайка маркизӗ тата Верагуа герцогӗ титулсене парса ҫирӗплетнӗ;
- саккунсӑр, Фернандо (Фернандо Колумб е Колон; 1488—1539), Испанире Беатрис Энрикес де Аран ҫуратнӑ. Испани ҫыравҫи тата космографӗ, хӑйӗн ашшӗн биографӗ.
Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ те питӗ пуян ҫынсем пулса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтшӑн ҫав тери пысӑк тупӑш илнӗ.
Колумб гербӗ
Колумба католици монархӗсем питӗ нумай ҫӗр уҫса панӑшӑн дворян гербӗ панӑ, ун ҫинче «Кастили керменӗпе Леон арӑсланӗ (исп. castillo — кермен, исп. león — арӑслан) пӗрле хӑй уҫнӑ утравсен, ҫавӑн пекех адмирал титулӗн символӗсене, якорьсене, ӳкернӗ. Унӑн ывӑлӗ Диего Альба герцогӑн тӑванӗн хӗрне качча илнӗ те юлашки ҫулҫӳревре ашшӗ уҫнӑ Панама пымакне (Верагуа ҫӗршывне) Испани коронинчен ӑна пама ыйтнӑ. Ҫак ҫӗрсен статусӗ тата Колумб тӑхӑмӗсен прависем пирки тавлашусем 30 ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ. 1536 ҫулта Колумб мӑнукӗ аслашшӗ уҫнӑ ҫӗрсемшӗн тавлашма пӑрахни ҫинчен тата вӗсенчен тупӑш илме килӗшменни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫакӑншӑн Карлос I патша ӑна Ямайка маркизӗпе Верагуа герцогӗн титулӗсемпе тивӗҫлӗ пенси панӑ. Малашне ҫак титулсемпе Диего ывӑлӗн аслӑ хӗрӗн — кӗҫӗн Альварешсем, кайран Фитцджеймсӑн (Бервик герцогӑн тӑхӑмӗсем) тӑхӑмӗсем ҫӳренӗ. XIX ӗмӗрте «Верагуа герцогӗ» титулпа ҫӳрекенскер Колумбран пулса тухнине пӗлтерсе «Фитцджеймс» хушамата «Кристобаль Колон» (Cristóbal Colón) ҫине улӑштарнӑ. Диего кӗҫӗн хӗрӗнчен Кардона Каталон йӑхӗн гуадалест турачӗ пулса кайнӑ.
Астӑвӑм
Колумб ҫинчен нумай фильм ӳкернӗ. Ҫав шутра:
- акӑлчан «Христофор Колумб» (Christopher Columbus, 1949),
- итал сериалӗ «Христофор Колумб» (Christopher Columbus, 1985),
- акӑлчан-американ-испан пӗрлехи фильмӗ «Христофор Колумб: Открытие» (Christopher Columbus: The Discovery, 1992),
- акӑлчан-американ-испан-француз пӗрлехи фильмӗ«1492: Завоевание Рая» (1492: Conquest of Paradise, 1992).
Тинӗс ҫӳревҫин тӑван хулинче Колумб ҫурт-музейӗ пур.
Ҫавӑн пекех Колумб ячӗпе палӑксем нумай лартнӑ: Барселонӑра (Рамбла бульварӗ, 1888 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери курава уҫнӑ тӗле), Мадридра (1892, тӗп лапамра вырнаҫнӑ), Бремерхафенре, Генуйӑра (Пьяцца Принчипе вокзал умӗнчи тӳремре вырнаҫнӑ), Рапаллора (Армандо Диаз урамӗ, Боате юханшыв вӑрринче), Буэнос-Айресра (1921 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче уҫнӑ), Санто-Домингора (1897, Кафедра скульптурине хирӗҫ вырнаҫнӑ бронза скульптура[11]), Мехикора (Революци лаптӑкӗн чалӑшӗ), Вашингтонра, Нью-Йоркра (1892 ҫулта лартнӑ), Сиракьюсра, Провиденсра, Сан-Францискора, Чикагора, Пуэрто-Рикора (2016)[12].
1991 тата 1992 ҫулсенче, Европа ҫыннисем Америка континентне уҫнӑранпа 500 ҫул ҫитнӗ тӗле, грузин скульпторӗ Зураб Церетели АПШ, Испани тата Латинла Америкин ҫӗршывӗсене Испани каравеллин штурвалӗ умӗнче тӑракан Колумбӑн пысӑк статуйине (хальхи вӑхӑтра унӑн пӗчӗклетнӗ копине Испанире вырнаҫтарнӑ[13]) туянма сӗннӗ. Колумб статуйи 126 метр ҫӳллӗш, ҫакӑ «Ирӗклӗх статуйинчен» (постаментпа перле) икӗ хут пысӑкрах[14]. 1995 ҫулта Колумб ҫуралнӑ тӑрӑхра Церетелин «Ҫӗнӗ ҫын ҫурални» 45 метр ҫӳллӗш палӑкне вырнаҫтарнӑ.
Палӑксене аркатни
2004 ҫулта Венесуэлӑра Уго Чавес майлисен ушкӑнӗ Колумбӑн бронза статуйине ҫӗмӗрсе паллӑ мар еннелле илсе кайнӑ. 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Каракас префекчӗ Христофор Колумб статуйине илсе пеме хушнӑ. Ҫӗршыв Президенчӗ Уго Чавес чиновникӑн ҫак йышӑнӑвне хӗрӳллӗн ырланӑ, телевиденипе пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑна 5 ӗмӗр ытла каялла ҫитсе Христофор Колумб Америкӑри индеецсен геноцидне пуҫарса янӑ[15].
Колумбӑн Чикагори палӑкне 2020 ҫулта илсе ывӑтнӑ.
Колумб ятне панӑ
- Топонимсем
- Колумби — Кӑнтӑр Америкӑри патшалӑх;
- Колумбири Кристобаль Колон тӑвӗ, 5775 м ҫӳллӗш;
- АПШ-ри Колумби федераллӑ округӗ;
- Канадӑри Британи Колумбийӗ провинци;
- Колон — Панама каналӗ таврашӗнчи хула;
- Панамӑри Колон провинцийӗ;
- Гондурасри Колон департаменчӗ;
- Мадридри Колумб лапамӗ;
- Эль-Пуэрто-де-Санта-Мария хулинчи лапам;
- Нью-Йоркри лапам;
- Мускав хулинчи лапам[16];
- Волгоградпа[17] Аҫтӑрхан[18] хулисенчи урамсем;
- АПШри «Колумбус» тата «Колумбия» ятлӑ ял-хуласем;
- Латинла Америкӑра «Колон» ятла ял-хуласем;
- хальхи Колумби, Венесуэла, Эквадор тата Панама вырнаҫнӑ ҫӗрте ӗлӗк пулнӑ Аслӑ Колумби патшалӑх.
- Космос
- Уйӑхӑн курӑнакан енче кратер;
- 1892 ҫулта уҫнӑ Колумби астероид (327);
- Колумби шаттл;
- Коламбус МКС модулӗ.
- Театрсем
- Аргентинӑн Тӗп опера театрӗ Колон;
- Ильфпа Петровӑн «12 стульев» кӗнекинчи Колумб театрӗ.
- Ытти
- Коламбия Пикчерс киностудийӗ;
- Коста-Рикӑпа Сальвадорӑн укҫисем — колон;
- футбол клубӗсем — «Колон» (Санта-Фе, Аргентина) тата «Колон» (Монтевидео, Уругвай);
- Христофор Колумб орденӗ (Доминикан Республики);
- Колумб рыцарӗсем католиксен юхӑмӗ;
- Колумб улӑштарӑвӗ — Кивӗ Тӗнчери ӳсентӑрансене, чӗрчунсене, микроорганизмсене тата ҫынсене Ҫӗнӗ Тӗнчене куҫарни тата каяллахи улӑштару;
- тӗнчери чи пысӑк контейнеровоз «Христофор Колумб».
Укҫа ҫинчи ӳкернисем
Колонсем ҫинче
Сальвадор колонӗ
Христофор Колумб (испанла Кристобаль Колон) ячӗпе Сальвадор укҫине — сальвадор колонне панӑ. Пур ҫулсенчи кӑларӑмпа мӗнпур номиналсен купюрисем ҫинче, тӳнтер енче ҫамрӑк е ватӑ Колумб портречӗ вырнаҫнӑ.
| Реверс: 1 колон, 1920 тата 1956 | 5, 1983 тата 1990 | ||
| 10, 1968 тата 1974 | 10, 1999 и 2, 1976 | ||
| 25, 1994 тата 50, 1995 | 100, 1965 тата 1983 | ||
Коста-Рика колонӗ
Коста-Рика валюти ҫинче — коста-рика колонӗ ҫинче — Христофор Колумб сӑнне сайра (1/2 тата 1 колон банкнотсем ҫинче) тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ ӳкернӗ.
Асӑну укҫисем ҫинче
- 2006 ҫулта Сан-Марино Республики Христофор Колумб вилнӗренпе 500 ҫул ҫитнине халалласа 2 евро асӑну укҫине кӑларнӑ.
Филателире
Культурӑра тата ӳнерте
Литература
- Гумилёв Н. С. «Открытие Америки» поэма, 1910 ҫулхи кӗркунне ҫырнӑ;
- Ирвинг В. «История жизни и путешествий Христофора Колумба» (A History of the Life and Voyages of Christopher Columbus, 1828);
- Купер Дж. Ф. «Мерседес из Кастилии, или Путешествие в Катай» (1840);
- Тютчев Ф. И. «Колумб» (1844);
- Сабатини Р. «Колумб» (Columbus, 1941);
- Шрекник Е. Ф. Христофор Колумб: Ориг. ист. роман из эпохи открытия Америки: В 2 ч. — Санкт-Петербург: тип. П. П. Сойкина, 1893. — II, 307 с.;
- В. Маяковский «Христофор Коломб» сӑввинче Колумб еврей пулни ҫинчен гипотеза каласа кӑтартать;
- Верн Ж. Христофор Колумб, 1436—1506 / Жюль Верн; французларан Евгений Брандис куҫарнӑ; Борис Аникинӑн 87 ӳкерчӗкӗ. — Санкт-Петербург: Вита Нова, 2017. — 171, (Фамильная библиотека. Ача-пӑча залӗ).
Театр
- Рихард Вагнер. «Христофор Колумб» (1834—1835) пьеса валли увертюра;
- «Христофор Колумб» опера (Cristoforo Colombo, 1892), композитор — Альберто Франкетти, либретто — Луиджи Иллика;
- «Вояжо» опера (Voyage, 1992), композитор — Филип Гласс, либретто — Дэвид Генри Хван;
- «Христофор Колумб» опера-оратори (Поль Клодель драми тӑрӑх, 1929), композитор — Дариюс Мийо;
- «Христофор Колумб» оперетта, композитор-дилетант С. И. Донауров (1839—1897).
Кинематограф
- «Христофор Колумб»/Christopher Columbus / Итали-Франци-АПШ, 1985). Мини-сериал (4 сери). Режиссёр — Альберто Латтуада, тӗп рольте — Габриэль Бирн;
- «Христофор Колумб/Boukensha: The Man was from Spain» (Япони — Итали, 1992). Аниме-сериал (26 сери). Режиссёр — Курокава Фумио;
- «1492: Завоевание рая»/1492: Conquest Of Paradise (АПШ-Аслӑ Британи-Франци-Испани, 1992). Режиссёр — Ридли Скотт, тӗп рольте — Жерар Депардьё;
- «Христофор Колумб: Открытие Америки»/Christopher Columbus: The Discovery (АПШ-Испани, 1992). Режиссёр — Джон Глен, тӗп рольте — Жорж Коррафас;
- «Изабелла» (Испани, 2012—2014), эпизодла рольте Колумба Хулио Манрике вылянӑ;
- «Кредо Убийцы» (АПШ, 2016), пӗр сценӑра эдемри панулмине илсе хӑйӗнпе пӗрле пытарать.
Ӑнлантарусем
- ^ Christopher Columbus // National Library of Wales archives and manuscripts catalogue (англ.)
- ^ Christofer Columbus // Project Runeberg (англ.) — 1992.
- ^ Горкин А. П. Энциклопедия «География» (без иллюстраций). — ACT : Росмэн, 2008. — 1374 с. — ISBN 5353024435.
- ^ Письмо Католическим королям Изабелле и Фердинанду о результатах третьего путешествия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Путешествия Колумба. Лас-Касас. Письма и карта Тосканелли. bibliotekar.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Абрамов В. Я. Христофор Колумб. Его жизнь и путешествия: Биографический очерк. — Типография Ю. Н. Эрлих, 1891. — С. 7.
- ^ Америго Веспуччи. (выр.). isnjhiy.blogspot.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Заглянувший за горизонт (2014-05-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ ДНК-анализ подтвердил подлинность останков Колумба в Севильском соборе. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Экзотика Санто-Доминго. Путешествие в самый старый город Нового Света (20200104T0800). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Памятник Христофору Колумбу (Christopher Columbus monument) \ Доминикана \ Санто-Доминго. turtella.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ В Пуэрто-Рико установили статую Колумба работы Церетели. Новости. Первый канал(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ От шедевров Церетели люди просто обалдели (2002-09-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ В Пуэрто-Рико нашлось место для Колумба от Церетели. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Уго Чавес снесет памятник Христофору Колумбу (выр.). РБК (28 пушӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Яндекс. Карты. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
- ^ Яндекс. Карты. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
- ^ Яндекс. Карты. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
Вуламалли
- Колумб, Христофор // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
- Дневник первого путешествия Христофора Колумба. На сайте Восточная литература.
- Письма Христофора Колумба. На сайте Восточная литература.
- Абрамов Я. В. Христофор Колумб. Его жизнь и путешествия: Биографический очерк. — СПб.: Типография Ю. Н. Эрлих, 1891.
- Klaus Brinkbäumer & Clemens Höger: «Die letzte Reise: der Fall Christoph Kolumbus». — München : DVA, 2004. — ISBN 3-421-05823-7
- Gianni Granzotto: «Christoph Kolumbus: eine Biographie». — Reinbek : Rowohlt, 1988. — ISBN 3-499-12378-9
- Магидович И. П. Христофор Колумб. — М.: Географгиз, 1956. — 36 с. — (Замечательные географы и путешественники). — 100 000 экз.
- Магидович И. П., Магидович В. И. «Очерки по истории географических открытий». т. II. М., «Просвещение», 1983.
- Путешествия Христофора Колумба. М. Географгиз. 1956
- Верлинден Ч., Матис Г. Покорители Америки. Колумб. Кортес. Серия «Исторические силуэты» / Пер. с нем. Дэра А. Д., Жаровой И. И.. — Книга I: Чарльз Верлинден. Христофор Колумб: Мираж и настойчивость. — Ростов-на-Дону: Феникс, 1997. — С. 7‒144. — 320 с.
- Субботин В. А. «Великие открытия: Колумб. Васко да Гама. Магеллан».
- Enfance de Christophe Colomb
- «Колумб» — Фридрих Шиллер
- Яков Свет «Колумб». Издательство «Молодая гвардия», 1973 г. 368 с, с илл., портр. (Жизнь замечательных людей, Серия биографий. Вып. 11(530)).
- Шишова, Зинаида Константиновна. Великое плавание (ист. роман, 1-е изд. — 1940 г.)
- Уинсор, Джустин. Христофор Колумб и открытие Америки [3]: иллюстрированное историко-критическое исследование / Джустин Уинсор; перевод с английского под ред. Ф. И. Булгакова. — Санкт-Петербург: Типография бр. Пантелеевых, 1893. — 617 с.: ил., карты.