Гвиней кӳлмекĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Гвиней кӳлмекĕн картти

Гвиней кӳлмекĕ, — Экваторти Африкăн çыранĕсем патĕнче вырнаçнă кӳлмек. Пальмас сăмсахĕпе Палмейриньяш сăмсахĕ хушшинче кӳлмекленсе выртать. Кӳлмек лаптăкĕ 1533 пин км2. Кӳлмек тĕпĕ 6363 метр таран çитет. Шыв 25-27 °С таран ăшăнать. Тăварлăхĕ — 34-35 ‰ (юханшывсен кăкĕ патнеллерех кăшт пĕчĕкленет, 20-30 ‰ тарана çитет). Кун хушшинче икĕ хут шыв хăпарать — 2,7 метр çӳллĕшне çитет.

Гвиней кӳлмекĕ Бенинпа (çурçĕр енче) Биафра кӳлмекĕ (тухăç енче) çине пайланать. Кăнтăртан çурçĕр еннелле кӳлмек урлă ăшă Гвиней юхăмĕ иртет. Кӳлмеке Вольта, Нигер тата ытти юханшывсем юхса кĕреççĕ.

Гвиней кӳлмекĕнче экваторпа нульмĕш меридиан хĕресленеççĕ, çавна май ăна тĕнче тĕпĕ теме пулать.

Утравсем

Пысăкрах утравсем: Биоко, Сан Томе, Принсипи, Аннобон.

Портсем

Кӳлмек тăрăхĕнче нефтьпе газ кăлараççĕ. Тĕп портсем — Ломе (Такоради (Гана), Либревиль (Габон).

pozz od choeko AfK sega