Нигери

Нигери, — Африкăри патшалăх. Тĕп хули Абуджа. 1960 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Великобританине пăхăнпа пăрахнă. Нигерипе юнашар Нигер (çурçĕр енче), Бенин (хĕвеланăç енче), Чад (хĕвелтухăç енче) тата Камерун (кăнтăр-хĕвелтухăç енче) вырнаçнă. Лаптăкĕ 923,8 пин км2 танлашать.

Тĕп юханшывĕсем: Нигер, Бенуэ, Кросс, Кадуна (Нигерăн сулахай юппи), Гонгола (Бенуэн сылтăм юппи), Комадугу-Иобе (Чад кӳлĕне юхса кĕрет).

Нигеринче нефть нумай кăлараççĕ. Нефте малтан 1901 çулта кунта шыраса тупнă, 1956 çулта вара ăна кăларма пуçланă. 1971 çултанпа Нигери ОПЕК шутне кĕрет.