Канюкова Александра Семёновна

Канюкова Александра Семёновна (хĕр чухнехи хушамачĕ — Маркова, 21.02.1919, Хитекушкăнь ялĕ, Элӗк районӗ, Чăваш АО — 01.10.2008, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1950).

РСФСР халăха вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ[1].

Биографи

1919 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕн Элĕк районне кĕрекен Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.

1943 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вĕренсе тухнă. 1967-1977 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă. Канюкава чăваш чĕлхин историне, диалекчĕсене, лексикине, сасă уйрăмлăхĕсене тепченĕ диалектологи экспедицийĕсене хутшăннă. Виçĕ кăларăмпа тухнă «Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçар»> (Шупашкар, 1959, 1968, 1975) кĕнекинче автор чăваш орфоэпиин тĕп йĕркелĕшсем, синоним, антоним, омоним пулакан сăмахсем, илемлĕх мелĕсем çинчен çырса кăтартнă, вĕсемпе калаçу чĕлхинче епле усă курмаллине палăртнă.

«Чувашская диалектология» кĕнекинче Александра Канюкова чăваш диалекчĕсемпе калаçăвĕсен фонетика, морфологипе синтаксис тата лексика уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, вĕсене хальхи литература чĕлхипе танлаштарса тĕпченĕ.

Филолог студентсемпе вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ вĕренӳ пулăшу кĕнекинче автор чăваш чĕлхин диалекчĕсемпе калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсене кăтартакан топонимика материалне кĕртнĕ.

А.И.Яковлева чăваш чĕлхин урокĕсене пани

А.С. Канюкова, Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ çулсенче, Алексей Иванович Яковлева, — лешĕ хайĕн ашшĕ Иван Яковлевич Яковлев тĕлĕшпе кĕнеке çырма тапратнă пулнă, — чăваш чĕлхи урокĕсене панă. Мĕншĕн тесен пулас кĕнкене[2] хатĕрленĕ чухне паллă историкĕн чăвашла çăлкуçсемпе усă курмашкăн тивнĕ.

Тăванлăхĕ

Ĕçĕсем

  • Ăслăх;
  1. Чăваш диалектологийĕн хрестоматийĕ. Ш., 1970;
  2. Чăвашла тĕрёс калаçар. Вĕренӳ пособийĕ. Ш., 1994.
  • Пултарулăх;
  1. Канюкова, Александра Семеновна. Жизнь, отданная театру [Текст] / А. С. Канюкова, А. С. Марков, 1999. - 134

Вуламалли

  • Александра Семеновна Канюкова / Е.Ф.Васильева, А.А.Сосаева пухса хатĕрленĕ. Ш., 1999.
  1. Александра Семеновна Канюкован çутă сăнарĕ // Ульяновец. – 2008. – 9 юпа. – С. 8.
  2. Алексеев, О. Наука ĕçне пăрахмасть / О. Алексеев // Хыпар. – 1994. – 23 нарăс.
  3. Алексеев, О. Ун умĕнче пуçăмăра таятпăр / О. Алексеев // Хыпар. – 1999. – 19 нарăс.
  4. Алексеев, О. Чун ăшшипе çупăрлать / О.Алексеев // Чăваш хĕрарăмĕ. – 1999. – 20 нарăс.
  5. Асăну сăмахĕ // Хыпар. – 2008. – 3 юпа.
  6. Канюкова Александра Семеновна // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. – Шупашкар, 2006. – С. 113-115.
  7. Ефимов, Л. А. Канюкова (Маркова) Александра Семеновна / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 275.
  8. Канюкова Александра Семеновна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 152-153.
  9. Канюкова Александра Семеновна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 182-183.
  10. Канюкова Александра Семеновна // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 213.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Исследователи чувашского языка : Канюкова Александра Семеновна
  2. ^ Яковлев А.И. Иван Яковлевич Яковлев. Чебоксары, 1948.

Каçăсем