Хитекушкăнь
Хитекушкăнь, — Чăваш Енри Элӗк районӗнчи ял. Тавăт ял тăрăхĕнче шутланать.
Этимологи
Ял ячĕ Хитек ойконим çумне "ушкăнь" топоформант хушăнса пулнă.
"Пирĕн яла ĕлĕкех Хитек тенĕ. Кунта чи малтан Хитек ятлă çын куçса килнĕ тет. Унăн 3 ывăл пулнă: Йăхти, Йăхатни, Йăрлак." (87 çулти А. Марков каланине 1946 çулта А. С. Канюкова çырса илнĕ.)
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
- Андреев Иван Андреевич, - чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Ванин Фёдор Евграфович, - чăваш сăвăçи.
- Иванов Валериан Иванович, - педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Канюкова Александра Семёновна, - филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Криков Аркадий Максимович — техника ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Марков А. С., — ЧАССР Аслă Канашĕн председателĕ (1971-75), ЧППУ ректорĕ (1963-83).
- Марков Борис Семёнович, - чăваш халăх артисчĕ, режиссёр.
- Скворцова Матрена Степановна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Степанов Михаил Степанович, — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
- Филиппова Дарья Семёновна, - педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Егоров Сергей Альбертович, - Чăваш Енĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |