Торăпкасси

Пĕтĕмĕшле çырни

Тавралăхĕ

Пурăну вырăнĕ Элĕк районĕнче чи çӳллĕ вырăнта (тинĕс шайĕнчен 204 м) вырнаçнă.

Топономика

Ашвар,

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ял пĕр урамлă — Урицкий урамĕ. Ял урлă асфальт çулĕ иртсе каять. Ялта 108 (2006) çын пурăнать.

Иртнĕ ĕмĕрсенчи хыпарсем

1897 çулта ялта 105 арçынпа 109 хĕрарăм, 1907 çулта — 249 çын, 1926 çулта — 52 кил, 265 çын пурăннă.

Кун-çулĕ

1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Халăхра çӳрекен халапсем тăрăх авал 5 Мĕлĕш пĕр ял пулнă, кайран саланса кайнă та Хуравар, Хитекушкăнь, Хирлеппуç, Торăпкасси, Çĕнушкăнь, Павлушкăнь ялĕсем пулса кайнă. Çавăнпа та асăннă ялсем çумне калаçура та, хутсем çинче те Мĕлĕш сăмах — ят хушнине курма пулать.

Паллă çынсем

  • Митрофанов Веннадий Димитриевич — РФ тава тивĕçлĕ вăрманçи.
  • Васильев Юрий Афанасьевич — РФ тава тивĕçлĕ машина тăваканĕ.

Вуламалли

  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет". Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Фотопухăм

Ӑнлантарусем

  1. ^ Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем