Шĕнтреш

Тавралăхĕ

Шĕнтреш ялĕн çĕрĕсем районăн кăнтăр-анăçĕнче, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çĕрĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Ялта 190 çын (2006) пурăнать, икĕ урам — Ленин тата Николаев урамĕсем, пурĕпе 77 пӳрт. Ялта клуб ĕçлет.

Кун-çулĕ

1920 çулхи авăн уйăхĕн 7 таран Кӑрмӑш уесӗн Атикасси вулăсне, кайран, районсене туса хуриччен, Етӗрне уесӗн Атикасси вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Çĕмĕрле районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Шĕнтреш мăнастăрĕ

Ӗлĕк, Октябрь революциччен, ялтан инçех мар хĕрарăм православи мăнастăрĕ пулнă. Каярах ăна çунтарса е хăех вут хыпса, çунса кайнă. Халĕ çав тĕлте хĕрес паллине çĕре авăтса лартнă. Юнашар варта çичĕ çăлкуç тапнă. Халĕ ĕнтĕ иккĕшне çеç тупнă.

Фотопухăм

Паллă çынсем

Ӑнлантарусем

Каçăсем