Хӗрлӗ Чутай районӗ

Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).

Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элӗк районӗ, кăнтăр енче Ҫӗмӗрле районӗ вырнаçнă.

Район администрацийĕ Хӗрлӗ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн кулленхи кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.

undefined

Çутçанталăк

Район чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурҫӗр енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.

Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.

Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм нӳр ӳкет.

Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, йӗлме тĕл пулать.

Халăх йышĕ

Районта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.

Район гимнĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ «Чечеклен, Чутай Ен» сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем