Караттай Иван Михайлович
Караттай Иван Михайлович (чӑн хушамачӗ Каратаев, 1905, Мăн Хăмăркка, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1946, Мăн Хăмăркка, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чӑваш поэчӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1905 ҫулта Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Хӑмаркка ялӗнче ҫуралнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри икӗ ступеньлӗ шкултан (1923), Етӗрнери педагогика техникумӗнчен (1929) вӗренсе тухнӑ. Хыҫҫӑн Хучашри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче (1929—1932), Ҫӗмӗрлери фабрикӑпа завод вӗренӗвӗн шкулӗнче (1932), Самар тата Новосибирск облаҫӗсенчи шкулсенче (1933—1941) истори, вырӑс чӗлхипе литератури предмечӗсене вӗрентнӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941 ҫултан хутшӑннӑ, унтан йывӑр суранланса таврӑннӑ.
Вӑрҫӑ суранне пула 1946 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Пултарулӑх
Сӑввисем Шупашкарта, Самарта, Мускавра тата Хусанта тухса тӑракан хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ. Ҫавӑн пекех унӑн сӑввисем «777-мӗш поэт» кӗнекере кун ҫути курнӑ. 1934 çулта Самар хулинчи Вăтам Атăл кӗнеке издательствинче тухнă «777-мӗш поэт» сӑвӑсен пуххи Хӗрлӗ Чутай çыравçисем кӑларнӑ чи пирвайхи кӗнеке шутланать[2].
Пӗр сӑввинче ҫапла йӗркесем пур:
Малашне чӑваш та аптӑрамӗ,
Пушкинпа танлашӗ Хусанкай.
Хӑмӑркка ачи те маххӑ памӗ,
Хушаматӑм ман та Караттай.
Ӑна кулакла шухӑшсем сарать тесе пичетлеме чарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Караттай Иван Михайлович. Чӑваш халах сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Чи пирвай. Красночетайский муниципальный округ Чувашской Республики (11 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.