Сӗнтӗрвӑрри районӗ

Сĕнтĕрвăрри районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).

Чăваш Ен çурçĕр енче вырнаçнă. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç чикки Атăл юханшывĕ тăрăх иртет. Хĕвеланăç енче Шупашкарпа Çĕрпӳ районĕсемпе, кăнтăр енче Куславкка районĕпе юнашар вырнаçнă. Хĕвеланăçпа хĕвелтухăç енелле 27 çухрăма, çурçĕртен кăнтăралла 36 çухрăма сарăлнă. Лаптăкĕ 686,1 км2 танлашать. Район пуçлăхĕсем Шупашкартан 36 çухрăмра ларакан Сӗнтӗрвӑрри хулинче вырнаçнă.

undefined

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕ валли районта пĕтĕмпе 28,2 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,1 пин(39%) — хула çыннисем, 17,1 пин(61%) — ял çыннисем шутланнă. хула çыннисем Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 78 ялта. Ялсенче вăтамран 243 çын пурăнать.

Ытларах пайĕпе чăвашсем (79,4%) пурăнаççĕ.

Çул-йĕр

Районта юханшыв тата автомобиль транспорчĕсем аталаннă. Автомобиль çулĕсен тăршшĕ 129 çухрăмпа танлашать. Юханшыв çулĕсем — 45 çухрăм.

Атăл çинче Сĕнтĕрвăрри пристанĕ вырнаçнă. Ун урлă строительство тата ытти таварсене турттараҫҫӗ. Çыранĕсем çинче ни епле те сооружени туса хуман, тултарас-пушатас ĕçсене хăй тĕллĕн пулнă çыран çинчех иртереççĕ.

Автомобиль транспорчĕ çинче пĕтĕм калăпăшран тавар турттарăвĕсен калăпăшĕ 47%, пассажир турттарăвĕсен калăпăшĕ 87% çитет. Автомобиль транспорчĕ çине районти турттарас ĕçсен ытларах пайĕ килет.

Паллă çынсем

Литература

  • Дмитриев С. К. «Мариинский Посад: Исторический очерк.» — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1990 — 173с.
  • «Мариинско-Посадская сторона — новь и старина: летопись района.» — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1999. — 149с.

Темӑпа ҫыхӑннисем