Николаев Яков Николаевич
Николаев Яков Николаевич, (Чучукасси ялĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Раҫҫей империйӗ — Люблин çумĕнчи Холовно сали) — партизан, чăваш [1].
Пурнăçĕ
Чăваш Енĕн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чучукасси ялĕнче çуралнă.
Ачалăхра ăна нуша питĕ каснă. Çемйе пысăк пулнă. Ашшĕ вилсен, Яккăва вара куккăшĕ хăйĕн çемйине пурăнма илнĕ.
1922-1926 çулсенче Якку пуçламăш шкулта вĕреннĕ.
Шупашкарти III Интернационал ячĕллĕ опытлă-кăтартуллă шкул-коммунинче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕренсе тухнă, хĕсметре тăнă, педагогика институчĕн литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш АССР Халăх Çутĕç комиссариатĕнче тĕрĕслекен тата сектор пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1939 çулта ăна каллех хĕсмете илнĕ. Совет Союзĕ Анăç Украинăпа Анăç Беларуç халăхĕсене Совет Украинипе Совет Беларуçĕпе пĕрлештернĕ. Николаева çав вăхăтра Хĕрлĕ Çара чĕннĕ. Ун хыççăн вăл ирĕклех чикĕ хĕрринче хĕсмете юлнă.
:
"Чăваш" партизансене хăй тавра пуçтарнă, Парчăв вăрманĕсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Тепĕртакран вĕсем "Теодор Альбрехт" ятлă Хĕрлĕ Çар аслă лейтенанчĕ ертсе пыракан партизансен пысăк ушкăнĕн шутне кĕнĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче "Чăваш" "Альбрехт" партизансен пĕр пайĕпе Буг шыв тепĕр енне, Федоров генерал ертсе пыракан совет партизансен ушкăнĕпе тĕл пулас тĕллевпе Камень Каширскине (Полесье - Вăрман тăрăхне) каçнă.
...1943 çулхи ака уйăхĕнче Гитлер Францинчен Тухăç фронта темиçе дивизи хăвăрт куçарма шутланă. Польша урлă чукун çулсем тăрăх, Брест тата Коваль çинелле, пĕр хыççăн тепри тăшманăн çар çыннисемпе вăрçă техники тиенĕ эшелонĕсем пынă. Анчах та эшелонсен пĕр пайĕ çул çинче чарăну тунă, мĕншĕн тесен люблин партизанĕсем çурхи çапăçусен тапхăрне уçнă пулнă.
Ака уйахĕн 21-мĕшĕнче нимĕçсем тавăру операцийĕ, Польша çĕрĕнчи 1943 çулхи чи пысăкки, пуçланнă. Людова Çарĕ хучĕсем тăрăх, çак çапăçусенче 6-7 пинĕ салтак, 20 самолёт тата темиçе артдивизион хутшăннă.
Вуламалли
- Пономарев А., Иванов М. Человек из легенды, Чебоксары, 1968
- Личное дело Я.Н.Николаева из архива учебного заведения.
- Матвеева Галина, "Его звали Чуваш", Шупашкар, 2015.
- Элли Илле. "Чуваш" псевдонимлă Польша партизанĕ çинчен. // "Самар ен" хаçат, 1996, июль, 13.
- Партизансен отрячĕ "Чăваш" ятлă пулнă. // "Самар ен" хаçат, 1996, май, 25.
- Николаев (Чуваш) Яков Николаевич // Славные имена Земли чувашской : книга-альбом / автор-сост., ред. В. Н. Алексеев. — Чебоксары, 2022. — С. 107. 2. Пономарев, А. Ф. Человек из легенды : Я. Н. Николаев / А. Ф. Пономарев, М. И. Иванов. — Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1968. — 79 с. 3. Сулевски, В. Чуваш в партизанском отряде : о Якове Николаевиче Николаеве, уроженце г. Чебоксары, 1941-1943 гг. / В. Сулевски. — Люблин, 1974. — 143с. — Пол. 4. Легендарный партизан «Чуваш» — Яков Николаевич Николаев. — Текст : электронный // Чӑваш тетелӗ — Чӑваш интернет тӗнчи : сайт. — URL: https://chuvash-turk.clan.su/publ/pir_n_istori_ch_vash_patt_r_sem/partizan_quot_ch_vash_quot_jakov_nikolaevich_nikolaev/3-1-0-17 (дата обращения: 24.08.2020). — См. текст 5. Горшкова, О. Хӑюллӑ «чӑваш» : [Яков Николаевич Николаев ҫинчен] / О. Горшкова // Ҫилҫунат. — 2000. — № 5-6 . — С. 3. 6. Петров, В. Мӑшӑрӗн юлашки сӑмахӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ : [Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чучукасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Яков Николаев партизан арӑмӗ Анастасия Константиновна Николаева ҫинчен] / Владимир Петров // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2017. — 16 чӳк (№ 45). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк. 7. Удалова, И. Партизан «Чӑваш» : [Чӑваш Республикин Чучукасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Николаев Яков ҫинчен] / И. Удалова // Тӑван. — 2015. — Апрель (№ 4). — С. 3. 8. Чекушкин, В. «Чӑвашпа» паллашиччен чӑваш халӑхӗ ҫинчен пӗлмен» / В. Чекушкин // Хыпар. — 2010. — 20 ака. — С. 2. 9. Юхма, М. «Чӑваш» вилнӗ вырӑнти… : [Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн легендарлӑ геройӗ Я. Н. Николаев ҫинчен] / Юхма Мишши // Ялав. — 1970. — № 5. — С. 22-23 : сӑн ӳкерчӗк. 10. Баринова, М. Поляки его называли Чувашем // Советская Чувашия. — 2001. — 11 апр. 11. Васильев, В. Возвращение «Чуваша» / В. Васильев ; фот. В. Романова // Советская Чувашия. — 2005. — 11 февр. 12. Васильева, Н. Его звали Чуваш : [о выходе книги Галины Матвеевой «Его звали Чуваш» о легендарном партизане Якове Николаеве] / Н. Васильева // Советская Чувашия. — 2015. — 6 мая. — С. 2 : фот. 13. Васильев-Бурзуй, Е. В. Герой-партизан по прозвищу чуваш / Е. Васильев-Бурзуй // Нар. образование. — 2006. — № 4. — С. 237-239.. — См. текст 14. Васильев-Бурзуй, Е. В. Учитель-партизан с псевдонимом «чуваш» / Е. В. Васильев-Бурзуй // Боевая и трудовая слава учителей Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 70-74. 15. Загадочный «Чуваш» из польского сопротивления. — Текст электронный. — [о командире партизанского отряда в Польше Якове Николаеве под псевдонимом Чуваш из д. Чедино Мариинско-Посадского района] / подготовил И. В. Александров // Национальная библиотека Чувашской Республики. — URL: http://elbibw.nbchr.ru/ellib/kkst/kkst_1_0000066.pdf (дата обращения: 02.08.2022). — См. текст 16. Иванов, М. И. Николаев Яков Николаевич / М. И. Иванов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 239.. — См. текст 17. Иванова, В. Партизан Чуваш — человек из легенды / В. Иванова, М. Иванов // Моя империя. — 2004. — № 2. — С. 18-21. 18. Матвеева, Г. Его звали Чуваш : отрывок из поэмы : [о командире партизанского отряда Якове Николаевиче Николаеве] / Г. Матвеева ; перевод с чуваш. А. Дмитриев // Лик. Литература. Искусство. Культура. — 2015. — № 1. — С. 63-76. 19. Мясников, А. Г. Партизанский псевдоним — «Чуваш»: [о пограничнике, партизане Якове Николаевиче Николаеве] / А. Г. Мясников // Лик. Литература. Искусство. Культура. — 2015. — № 2. — С. 85-93. : фото. 20. Николаев Яков Николаевич (Чуваш) // Славные имена Земли чувашской : кн.-альбом. — Чебоксары, 2022. — С. 107. 21. Партизан Чуваш — человек из легенды : [об участнике Великой Отечественной войны Якове Николаеве] // Моя Империя. — 2015. — № 3/4. — С. 54-55 : фот. 22. Пономарев, А. По следам человека из легенды : [о Якове Николаевиче Николаеве, который во время Великой Отечественной войны командовал партизанским отрядом в Польше] / А. Пономарев // Тракторострой. — 1975. — 8 мая.. — См. текст 23. Чекушкин, В. И. С поляками общая память / В. Чекушкин // Советская Чувашия. — 2010. — 17 апр. — С. 2. 24. Чекушкин, В. И. С чувашской песней — к польскому партизану «Чувашу» : [о поездке автора в места сражений польского партизанского отряда под командованием Якова Николаева по прозвищу «Чуваш»] / В. И. Чекушкин // Республика. — 2016. — 30 сент. (№ 50). — С. 5.