Мӗшӗл
| Герб | Ялав |
|---|---|
| Мĕшĕл Mĕšĕl | |
| Патшалăх | Раҫҫей Федерацийӗ |
| Республика | Чăваш Республики |
| Район | Сӗнтӗрвӑрри районӗ |
| Ял тăрăхĕ | … ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | (2006) |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 83xxx |
| Почта индексĕ | |
| Геогр. широти | Ç/N |
| Геогр. долготи | |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | |
Мӗшӗл — Чăваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ял.
Тавралăх
Этимологи
Ял ячӗ Мӗше юханшыв ятӗнчен пулса кайнӑ (Мӗше + ел)[çăлкуçа кăтартмалла][ҫӑлкуҫа палӑртмалла] .
А.С. Степановӑн «О том, что помню, и о тех, кого люблю»[1] кӗнекинче Мӗшӗл ялӗ пуҫланса кайни пирки ҫапла ҫырса кӑтартни пур:
Мӗшӗл — хӗрарӑм ячӗ. Яла пуҫарса яраканӗ Актарӑн, Айтарӑн тата Токтайӑн виҫӗ ывӑлӑн качча кайман аппӑшӗ пулнӑ. Виҫӗ ывӑлӗ виҫӗ ял никӗсленӗ — Тутайкасси, Акчура тата … (Акташево, Айларово и Тотайкасси). Мӗшӗл шӑллӗсенчен уйрӑлса вӑрманта хӑйне валли пушӑ вырӑн хатӗрленӗ те ял никӗсленӗ. Яла вӑл хӑйӗн ятне панӑ[2].
Ҫав кӗнекерех яла Ҫичӗпӳрт ҫыннисем никӗслеме пултарни ҫинчен те каланӑ. Вӑл ял Хурӑнлӑ ҫул патнерех вырнаҫнӑ пулнӑ.
А.С. Степанова асаилӳ кӗнекинче Мӗшӗл ялне икке пайлакан юханшыва Мӗшӗл ҫырми тесе палӑртать. Ҫапла май вара Урхас Кушкӑ ял патӗнчен юхса тухса Мӗшӗл патӗнчен иртсе Енӗше юхса кӗрекен шыва Мӗшӗл ятлӑ теме май пур[1].
Вырӑсла хутсенче маларах ял ятне Мижуль тесе ҫырни тӗл пулать.
И.С. Дубанов хӑйӗн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере ял ячӗ «мӗшӗлти» сӑмахран[3] пулма пултарнӑ тесе кӑтартать. Ахӑртнер, ку йӑнӑш, «халӑх этимологийӗ» шайӗнчи верси кӑна.
Вырăнти топономика
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Мĕшĕлте 7 урам: Хăрах урам, Ваçли картиш, Пуян картиш, Пилĕк килли, Малтикас, Шака (е Шапа) çырми, Лешайкки.
Ял кун-ҫулӗ
Ял малтан урӑх вырӑнта вырнаҫнӑ пулнӑ тет. Халь вӑл вырӑна Акка варри[4] теҫҫӗ.
Мӗшӗл ялĕ XX ӗмӗрте
1917 çултанпа 1927 çулчен Шупашкар уесӗн Шемшер вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн пуçласа хальхи вăхăтчен Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет.
Мĕшĕл ялĕ XXI ӗмӗрте
Хуçалăх
Паллă çынсем
- Овчинников Николай Васильевич — ӳнерçĕ
- Торин Иван Тимофеевич — Раççейĕн тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ (çурттăвăмçи)
- Охоткин Григорий Петрович — техника ăслăхĕсен кандидачĕ
- Петров Юрий Григорьевич — физикăпа математика ăслăхĕсен кандидачĕ.
Çавăн пекех пăхăр
Вуламалли
- Степанова, Анисия Степановна. О том, что помню, и о тех, кого люблю: воспоминания сельской учительницы / А. С. Степанова ; [сост. Степанов А. Ф., Коротков Ю. Т., предисл. П. Андреева]. - Чебоксары: Новое Время, 2008. - 175 с.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Степанова, Анисия Степановна. О том, что помню, и о тех, кого люблю: воспоминания сельской учительницы / А. С. Степанова ; [сост. Степанов А. Ф., Коротков Ю. Т., предисл. П. Андреева]. - Чебоксары: Новое Время, 2008. - 175 с. — 7–8 с.
- ^ Вырӑсларан куҫарни — Николай Плотниковӑн.
- ^ Дубанов, И. С. Географические названия Чувашской Республики : краеведческий словарь / И. С. Дубанов. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2010. - 495 с. — 236 с.
- ^ Степанова, Анисия Степановна. О том, что помню, и о тех, кого люблю: воспоминания сельской учительницы / А. С. Степанова ; [сост. Степанов А. Ф., Коротков Ю. Т., предисл. П. Андреева]. - Чебоксары: Новое Время, 2008. - 175 с. — 11 с.
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |