Овчинников Максим Архипович

Овчинников Максим Архипович (1895 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ, Мӗшӗл, Шупашкар уесӗ (халӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗ) — паллӑ мар) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1966).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1895 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи (халӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Мӗшӗл ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти хула училищинче, Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗ ҫумӗнчи кӗҫӗн вӑрман шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Свияжск лесничествинче лесничин пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ. Патша ҫарӗнче (1915—1917, Хӗрлӗ Ҫарта (1918—1921) хӗсметре тӑнӑ. Сӑр, Етӗрне, Эйпеҫ, Пантьӑк лесничествисенче лесничин пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ (1921—1925). Пантьӑк ялӗ патӗнчи «Ленин вӑрманне» лартас ӗҫе йӗркеленӗ. 1932 ҫултанпа Хӗрлӗ Чутай вӑрманпромхозӗн Пантьӑк участокӗн прорабӗ, 1933 ҫултанпа – Пантьӑк участокӗн вӑрманҫи, 1934 ҫултанпа – Ҫӗмӗрлери вӑрманпромхозра, 1936 ҫултанпа – Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн инженерӗ, 1938 ҫултанпа – Пантьӑк лесничествин лесничийӗ пулса ӗҫленӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ (1947);
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1966).

Астӑвӑм

Ӑна халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен комитечӗ преми йӗркеленӗ (1996).

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 89. — 168 с.

Каҫӑсем