Юнусов Дамир Рафаилович
Юнусов Дамир Рафаилович (ҫур. 1965 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Шӑнкӑртам, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей вӑрман хуҫалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2004), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2016)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1965 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Чкаловски ялӗнче (халӗ — Шӑнкӑртан) ҫуралнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн М. Горький ячӗллӗ Туслӑх орденлӗ Мари патшалӑх политехника институтне вӗренме кӗнӗ. СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче хӗсметре тӑнӑ (1983—1985). 1989 ҫулта «Вӑрман хуҫалӑхӗ» специальнӑҫне алла илсе институтран вӗренсе тухнӑ, Канашри механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ, вӑрманпа усӑ курас, вӑрмана юсас, ҫавӑн пекех вӑрмана сыхлас тата хӳтӗлес енӗпе тимленӗ. 1989 ҫулта Канаш вӑрман хуҫалӑхӗн Сиккасси лесничествин лесничине, 2005 ҫулта Канаш вӑрман хуҫалӑхӗн директорне ҫирӗплетнӗ[1].
Канаш вӑрман хуҫалӑхӗн коллективӗ ҫулсерен вӑрманпа усӑ курас, паха йывӑҫсен тата вӑрмансен пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑвне лайӑхлатас, вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе палӑртнӑ ӗҫсене пурне те пурнӑҫлама тӑрӑшать. Пушара хирӗҫле, вӑрман хӳтӗлев ӗҫӗсем тивӗҫлӗ шайра пыраҫҫӗ. Канаш вӑрман хуҫалӑхӗ Чӑваш Республикин Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви тытӑмӗнче чи лайӑххисенчен пӗри шутланать.
Обществӑлла ӗҫ
Районти общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать. 2015 ҫулта Шаккӑл ял тӑрӑхӗнчен Канаш районӗн улттӑмӗш суйлаври депутатсен Пухӑвӗн депутатне суйланнӑ[2].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2004);
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2016)[3][4];
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑ;
- «Раҫҫейри вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерациийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑхӗн агентствин Хисеп хучӗ (2010);
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ (2012);
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑхӗн агентствин Тав хучӗ (2013)[1].
Ҫемье
Авланнӑ. Пӗр хӗр ҫитӗнтернӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 По труду и честь. — Чебоксары: Новое Время, 2023. — 168. — С. 82. — 300 экз.
- ^ 1, 2 Юнусов Дамир Рафаилович (выр.). Избиратель - Депутат. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Мария Грачёва. Два жителя Чувашии получили звания заслуженных на федеральном уровне (выр.). АиФ — Чувашия (9 ҫурлан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Директору Канашского лесничества Дамиру Юнусову присвоено почетное звание «Заслуженный лесовод Российской Федерации» (выр.). Информационный портал «Канаш-Инфо» (13 ҫурлан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 82. — 168 с.