Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи
Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи — Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградисен тытӑмне кӗрекен хисеплӗ ят.
Памалли сӑлтавсем
«Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи» хисеплӗ ята вӑрман хуҫалӑхӗн предприятийӗсемпе организацийӗсен пысӑк профессиллӗ специалисчӗсене — ҫав шутра лесхозсен, вӑрманпромхозсен, вӑрман комбиначӗсен, вӑрман тата ҫимӗҫ питомникӗсен, вӑрман йӗркелекен тата вӑрман хуҫалӑхӗн ытти организацийӗсен, ҫут ҫанталӑк сыхлав органӗсемпе организацийӗсен ӗҫченӗсене тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн — чыслаҫҫӗ:
- вӑрман хуҫалӑхне аталантарас, вӑрман пуянлӑхӗсене перекетлес тата йышлатас ӗҫсемшӗн;
- ӳсентӑран, чӗрчун тӗнчине сыхласа хӑварас тата кӑткӑс экологи проблемисене татса парас ӗҫсемшӗн;
- вӑрман тата ҫут ҫанталӑк сыхлав отраслӗ валли квалификациллӗ кадрсем хатӗрленӗшӗн.
«Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи» хисеплӗ ята Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен е федерацин патшалӑх влаҫ органӗсен наградисем (хавхалантару) пур, 20 ҫултан сахал мар ӗҫленӗ ҫынна чыслаҫҫӗ.
Парас йӗрке
Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ячӗсене хисеплӗ ят пама тӑратнӑ хутсене тата Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх наградисене парас енӗпе ӗҫлекен комиссин сӗнӗвне тӗпе хурса Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗсемпе параҫҫӗ.
Ят кун-ҫулӗ
«Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи» ята Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1995 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи «Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ячӗсене, хисеплӗ ятсен положенийӗсене тата хисеплӗ ятсен кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллисем ҫинчен ӑнлантарса панине ҫирӗплетесси ҫинчен» хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Ҫав хушурах хисеплӗ ятӑн малтанхи положенине ҫирӗплетнӗ, унта ҫапла ҫырнӑ:
«Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи» хисеплӗ ята лесхозсен, вӑрманпромхозсен, вӑрман комбиначӗсен, пӗрлешӳсен, вӑрман тата ҫимӗҫ питомникӗсен, вӑрман йӗркелекен тата ытти учрежденисен, предприятисен, вӑрман хуҫалӑхӗн организацийӗсен пысӑк профессиллӗ специалисчӗсене, ҫутҫанталӑка сыхлакан органсемпе организацисен ӗҫченӗсене вӑрман хуҫалӑхӗн аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, вӑрман пуянлӑхӗсене перекетлесе йышлӑлатас, ӳсентӑран, чӗрчун тӗнчине упраса хӑварас, кӑткӑс экологи проблемисене татса парас енӗпе 15 ҫултан ытларах ӗҫлекен специалистсене чыслаҫҫӗ.»
Хальхи хисеплӗ ят положенине Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2010 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнчи 1099 №-лӗ «Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградисен тытӑмне лайӑхлатасси ҫинчен» хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.
Кӑкӑр палли
Кӑкӑр паллине Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ячӗсемшӗн пӗрешкел формӑпа кӗмӗлтен 40 мм ҫӳллӗш тата 30 мм сарлакӑш ӑсталаҫҫӗ. Форми — лаврпа юман тураттисем явӑкланӑ тӑрӑхла ҫавра кӑшӑл. Аялта хӗресленнӗ турат вӗҫӗсене бантпа ҫыхнӑ. Кӑшӑлӑн ҫӳлти пайӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх гербӗ вырнаҫнӑ. Кӑшӑл ҫине пиччӗн енче варринче хисеплӗ ята ҫырнӑ картуш вырнаҫтарнӑ.
Тӳнтер енче тумтир ҫумне ҫирӗплетмелли булавка пур. Кӑкӑр паллине кӑкӑрӑн сылтӑм енче ҫакса ҫӳремелле.
Куҫӑм тапхӑрӗ
Раҫҫейре Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1995 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи 1341 № хушӑвне йышӑниччен РСФСР хисеплӗ ячӗсене палӑртасси ҫинчен калакан право акчӗсем ӗҫленӗ. Патшалӑх ятне «РСФСР»-тан «Раҫҫей Федерацийӗ» туса хурсан (1991 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчи 2094-I №-лӗ «Раҫҫей Совет Федеративлӑ Социализм Республики патшалах ятне улӑштарасси ҫинчен» саккунӗ) мӗнпур хисеплӗ ятсенче «РСФСР» вырӑнне «Раҫҫей Федерацииийӗ» тесе ылмаштарнӑ, ҫапла вара 1992 ҫултанпа 1996 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗччен 1960-мӗш ҫулта йышӑннӑ хисеплӗ ят пек РСФСР хисеплӗ ятне панӑ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Асӑрхаттарусем
Вуламалли
- Щеголев К.А. Современные награды России. Традиции и преемственность. — М.: Вече, 2009. — С. 356. — (История наград). — ISBN 978-5-9533-3696-3.
- Винокуров В. А. Система государственных наград Российской Федерации: история, современность и перспективы развития. — М.: Дело, 2012. — 243 с. — ISBN 978-5-7749-0725-0.
- Гончаров А. И. Наградная система Российской Федерации. — М.: Посев, 2010. — 254 с.
Каҫӑсем
- Вступил в силу 1 апреля 1996 г.
- Указ Президента Российской Федерации от 30 декабря 1995 года № 1341 «Об установлении почётных званий Российской Федерации, утверждении положений о почётных званиях и описания нагрудного знака к почётным званиям Российской Федерации» Архивная копия от 25 октября 2011 на Wayback Machine
- Указ Президента Российской Федерации от 7 сентября 2010 года № 1099 «О мерах по совершенствованию государственной наградной системы Российской Федерации» Архивировано 12 мая 2015 года.
- Закон РСФСР от 25 декабря 1991 года № 2094-I «Об изменении наименования государства Российская Советская Федеративная Социалистическая Республика» Архивировано 16 октября 2013 года.