РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи
РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи — РСФСР патшалӑх награди, РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ пысӑк квалификациллӗ вӑрман ӗҫченӗсене —вӑрманҫӑсемпе вӑрманпромхозсен, вӑрман хуҫалӑхӗсен тата ҫимӗҫ питомникӗсен, совхозсен, колхозсен, наукӑпа тӗпчев, вӑрман ӗҫне йӗркелекен, проектпа шырав тата ытти организацисемпе учрежденисен ӗҫченӗсене — ҫак специальнӑҫпа вӑрман хуҫалӑхне аталантарас ӗҫре 10 ҫултан кая мар тӑрӑшса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн чысланӑ.
Хисеплӗ ята РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1960 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчи «РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи хисеплӗ ята палӑртасси ҫинчен» Указӗпе ҫирӗплетнӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1995 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи 1341 №-лӗ Указӗпе пӑрахӑҫланӑ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1995 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи 1341 №-лӗ Указӗпе Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ячӗсене ҫирӗплетнӗ.
1995 ҫултанпа «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи» хисеплӗ ятне пама пуҫланӑ.