Вăрманкасси (Сĕнтĕрвăрри районĕ)
:Урăх пĕлтерĕшĕсене Вăрманкасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
Вăрманкасси (выр. Вурманкасы) — Чăваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ял.
Историйӗ
Пурӑнакансем — чӑвашсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ; ял хуҫалӑхӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ. 1890 ҫултанпа хутла вӗрентекен шкул ӗҫленӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1931 ҫулта «Культура» колхоз йӗркеленнӗ[2].
Историлле ячӗсем
XIX ӗмӗрте Архангельское (халӗ Нарат Чакки ялӗ) ялӗнчен куҫнӑ ҫынсем никӗсленӗ[2].
Географи
Шупашкара ҫити 54 км, район центрне ҫити 32 км, чукун ҫул станцине ҫити 39 км. Ял Когатнар юханшывӗн (Чулкаҫ юханшывӗн юппи) пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ[2].
Вӑрманкас Сӗнтӗрвӑрринчен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле 32 км тата Хуракасси ялӗнчен хӗвелтухӑҫнелле 2 км вырнаҫнӑ.
Администраципе территори тытӑмӗ
- XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен — Шупашкар уесӗнчи Покровски вулӑсне кӗнӗ;
- 1927 ҫултанпа 1939 ҫулччен — Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ;
- 1939 ҫултанпа 1959 ҫулччен — Октябрьски районне кӗнӗ;
- 1959 ҫултанпа 1962 ҫулччен — Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ;
- 1962 ҫултанпа 1965 ҫулччен — Ҫӗрпӳ районне кӗнӗ;
- 1965 ҫултанпа — Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрет[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения районов Чувашской Республики (выр.). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Любимова Р.В., Трифонова З.А. Вурманкасы // Электронная Чувашская энциклопедия.
- ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
- ^ http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.