Чӑваш Республикин гербӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чӑваш Республикин гербӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсенчен пӗри. Хальхи герба Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи Постановленийӗпе ҫирӗплетнӗ. Герб авторӗ — Э. М. Юрьев. Ҫулсерен ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енре Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Усӑ курмалли йӗрке
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пуҫарнипе 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккунӑн 9-мӗш статйине улшӑну кӗртесси пирки» 78-мӗш номерлӗ саккун йышӑннӑ[1]. Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин гербӗпе тата ялавӗпе (вӗсен ӳкерчӗкӗсемпе) усӑ курма пулать, ҫав шутра —массӑллӑ мероприятийӗсенче (спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура мероприятийӗсем тата ыттисем те), сувенир тата ытти продукци туса илессинче. Асӑннӑ ӗҫсем гербпа ялавран мӑшкӑллани пулмасан ҫеҫ усӑ курма юрать.
Сӑнлани
Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗ — ҫӳлте сарӑ тата аялтан хӗрхӗлтӗм ҫине пайланӑ геральдика щичӗ. Унта пӗр герб кӳлепи ҫеҫ — тӗнче йывӑҫӗн хӗрлӗ символӗ — вырнаҫнӑ, вӑл чӑваш орнаменчӗн пӗр элеменчӗ шутланать.
Щита чӑваш орнаменчӗн тепӗр элеменчӗпе — сакӑр тӑрӑллӑ виҫӗ ҫӑлтӑртан тӑракан, ылтӑн тӗслӗ, хӗрлӗ йӗрпе ҫавӑрнӑ «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑпа — илемлетнӗ (вӗсем «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» тенине пӗлтерет теме йышӑннӑ). Щита аялтан ылтӑн саспаллисемпе «Чӑваш Республики — Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ хӑюпа кӑшӑлланӑ, вӑл чӑвашсен мӗн ӗлӗкрен килте хатӗрленӗ ӗҫмине — сӑрана — кӑтартакан хӑмлан ылтӑн ҫулҫисемпе тата йӗкелӗпе вӗҫленет.
Тӗссем[2]
| Ят | Тӗс | CMYK | Pantone | RGB | HEX |
|---|---|---|---|---|---|
| Хӗмхӗрлӗ (хӗрлӗрех сандал) |
8, 92, 100, 33 | 484 CP | 162, 138, 11 | #A2260B | |
| Сарӑ (ылтӑн) |
0, 9, 100, 0 | 109 CP | 255, 223, 0 | #FFDE00 |
Гербӑн геральдика тӗлӗшӗнчен тивӗҫлӗ тинктурисем хӗрлӗ тата ылтӑн шутланаҫҫӗ.
Историйӗ
Патша самани
III Иван ҫавӑн пекех «Пӑлхар кнеҫӗ» тенӗ. Пӑлхар ҫӗрне асӑнни патша титулӗнче 1490 ҫултанпа пур. Атӑлҫи Пӑлхар пирки калани пур.
Иван Божией милостию государь всеа Руси и великий князь Владимирский, и Московский, и Новгородский, и Псковский, и Тверской, и Югорский, и Пръмскы, и Болъгарский и иных[3]
Ҫакӑ паллӑ: Пӑлхар герб кӳлепипе Пӑлхар патшалӑхне палӑртма тата IV Иоанн патшан Аслӑ пичетӗнче усӑ курнӑ. Пичет «барс идущего» евӗр пулнӑ.
Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗн Раҫҫей патшисен гербӗсемпе пичечӗсем ҫинче симӗс ҫинче кӗмел хӗреспе пайланнӑ хӗрлӗ хоругвь йӑтнӑ кӗмӗл путеке сӑнарланӑ; ылтӑн авӑр[4][5][6].
Ку герб Раҫҫей империйӗн 1882 ҫулхи Пысӑк гербӗ ҫинче, 1672 ҫулхи «Пысӑк патша кӗнекинче …» тӗл пулать, ӑна 1793 ҫулхи «Раҫҫей патшисен истори словарӗнче…» (анчах сенкер тӗс ҫинче) т. ытти ҫӗрте асӑннӑ.
Патша титулярникӗнче Пӑлхар гербӗ ҫинчи тискер чӗрчуна барс вырӑнне йышӑнни ӳкерчӗк репродукцийӗн япӑх пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ, ҫавна пула тир ҫинчи ҫӑм кӑтрашкисем пӑнчӑ пек пулса тӑнӑ[7].
Раҫҫейри патша саманинчи гербсем
1918 ҫул
1918 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен I ҫар съездӗнче кӑшт сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗн пӗрремӗш наци ялавӗн проектне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Герб ыйтӑвӗ татӑлман, ӑна съезд вӗҫӗнче съездра йӗркеленнӗ «Канаш» Чӑваш наци ҫар канашне пама йышӑннӑ. Ҫав канаш, ӑна йӗркелекенсен шучӗпе, чӑваш наци парламенчӗ пулса тӑмалла пулнӑ[8].
1926 ҫул
1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп ӗҫтӑвкомӗ тата РСФСР Халӑх комиссарӗсен канашӗ Чӑваш автономи облаҫне туса хурасси, тӗп хули Шупашкар пуласси ҫинчен декрет алӑ пуснӑ. 1925 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчен Чӑваш АССРӗ туса хунӑ. 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ ЧАССР Конституцийӗнче кӑна республикӑн гербпа ялав пулма пултарасси ҫинчен каланӑ. 1926 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ЧАССР Тӗп ӗҫтӑвкомӗн Президиумӗн ларӑвӗнче республикӑн гербӗпе ялавне хатӗрлекен комисси йӗркеленӗ. Гербӑн чи лайӑх проектне суйлама конкурс пуҫарнӑ. Проектсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн 1926 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларура комисси Чӑваш Ен гербне йышӑнассине ҫирӗплетнӗ. Герб ӳкерчӗкне П. Е. Мартенс ӳнерҫе пурнӑҫлама хушнӑ[9].
Оригиналлӑ текст (выр.)Государственный герб Чувашской Автономной Социалистической Советской Республики состоит из изображений в лучах солнца серпа и молота, расположенных крест-накрест, рукоятками книзу, окруженных венком, состоящим из колосьев с правой стороны и из дубовых и еловых веток с левой стороны, перевитым снизу лентой с красной каймой с чувашскими орнаментами на концах и с надписью в середине: «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!». Над серпом и молотом помещается пятиконечная звезда. Вокруг венка надпись: «Чӑвашсен Автономлӑ Сотсиалисампа Совет Респуплӗкӗ» и «Р.С.Ф.С.Р.»
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх гербӗ ҫине хӗвел пайӑркисен умӗнче авӑрӗпе аялалла хӗресле вырнаҫнӑ ҫурлапа мӑлатука сӑнланӑ. Вӗсене кӑшӑлпа ҫавӑрса илнӗ: вӑл сылтӑм енчен — пучахсенчен, сулахай енчен юманпа хыр турачӗсенчен тӑрать. Вӗсене аялтан хӗрлӗпе йӗрленӗ хӑюпа явнӑ: вӗҫӗнче — чӑваш орнаменчӗ, варринче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!» Ҫурлапа мӑлатук тӑрринче пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр вырнаҫнӑ. Кӑшӑл тавра ҫапла ҫырнӑ: «Чӑвашсен Автономлӑ Сотсиалисампа Совет Респуплӗкӗ» тата «Р.С.Ф.С.Р.»
1927 ҫул
ЧАССРӗн Тӗп ӗҫтӑвкомӗн Президиумӗн 1927 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчи Постановленийӗпе килӗшӳллӗн ЧАССРӗн патшалӑх гербне хӑшпӗр улшӑнусемпе йышӑннӑ. Чӑваш АССРӗн Советсен II (VII) съездӗнче 1927 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче «ЧАССРӑн патшалӑх гербӗ ҫинчен» Постановление йышӑнса 1927 ҫулта хатӗрленӗ герба татӑклӑн ҫирӗплетнӗ[10][11]. Герб фонӗ хӗрлӗ пулса тӑнӑ, ҫурла, мӑлатук, ҫӑлтӑрсем тата пайӑркасем вара – ылтӑн.
Оригиналлӑ текст (выр.)Герб состоит из изображений на красном фоне в золотых лучах солнца золотых серпа и молота, расположенных крест-накрест рукоятками книзу, окруженных венком, состоящим из колосьев с правой стороны и дубовых и еловых веток с левой стороны, перевитым снизу лентой с красной каймой с чувашскими орнаментами на концах и с надписью в середине: «Пӗтӗм тӗнҭери пролеттарисем, пӗрлешӗр!». Над серпом и молотом помещается золотая пятиконечная звезда. Вокруг венка надпись с левой стороны: «'Ҭӑвашсен Автономлӑ Сотсиалисампа Совет Респуплӗкӗ», с правой стороны: «Чувашская Автономная Социалистическая Советская Республика» и внизу, между вышеуказанными надписями, инициалы: «РСФСР"
Герб хӗрлӗ фон ҫинче ылтӑн хӗвел пайӑркисен умӗнче авӑрӗпе аялалла хӗресле вырнаҫнӑ ылтӑн ҫурлапа мӑлатукран тӑрать. Вӗсене кӑшӑлпа ҫавӑрса илнӗ: вӑл сылтӑм енчен — пучахсенчен, сулахай енчен юманпа хыр турачӗсенчен тӑрать. Вӗсене аялтан хӗрлӗпе йӗрленӗ хӑюпа явнӑ: вӗҫӗнче — чӑваш орнаменчӗ, варринче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗтӗм тӗнҭери пролеттарисем, пӗрлешӗр!» Ҫурлапа мӑлатук тӑрринче пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр вырнаҫнӑ. Кӑшӑл тавра сулахай енче ҫапла ҫырнӑ: «Ҭӑвашсен Автономлӑ Сотсиалисампа Совет Респуплӗкӗ». Сылтӑм енче ҫапла ҫырнӑ: «Чувашская Автономная Социалистическая Советская Республика». Аялта, ҫӳлерех асӑннӑ ҫырнисен хушшинче, инициалсем: «РСФСР»[12].
1931 ҫул
1931 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш АССР Совечӗсен IV (IX) съезчӗ республика гербне кӑшт улӑштарнӑ («Чӑваш АССРӗн патшалӑх гербӗпе ялавӗ ҫинчен» 1931 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнчи Постановлени), «пролетари патшалӑхӗн тӗрӗс наци политикине кӑтартмасть» тесе чӑваш наци орнаменчӗсене кӑларма йышӑннӑ[13].
Оригиналлӑ текст (выр.)Герб состоит из изображений на красном фоне в золотых лучах солнца золотых серпа и молота, расположенных крест-накрест рукоятками книзу, окруженных венком, состоящим из колосьев с правой стороны и дубовых и еловых веток с левой стороны, перевитым снизу красной лентой с надписью в середине: «Пӗтӗм тӗнҭери пролеттарисем, пӗрлешӗр!». Над серпом и молотом помещается золотая пятиконечная звезда. Вокруг венка надпись с левой стороны: «Ҭӑвашсен Автономлӑ Сотсиалисампа Совет Респуплӗкӗ», с правой стороны - «Чувашская Автономная Советская Социалистическая Республика» и внизу, между вышеуказанными надписями, инициалы «РСФСР»
Герб хӗрлӗ фон ҫинче ылтӑн хӗвел пайӑркисен умӗнче авӑрӗпе аялалла хӗресле вырнаҫнӑ ылтӑн ҫурлапа мӑлатукран тӑрать. Вӗсене кӑшӑлпа ҫавӑрса илнӗ: вӑл сылтӑм енчен — пучахсенчен, сулахай енчен юманпа хыр турачӗсенчен тӑрать. Вӗсене хӗрлӗ хӑюпа явнӑ, варринче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗтӗм тӗнҭери пролеттарисем, пӗрлешӗр!» Ҫурлапа мӑлатук тӑрринче пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр вырнаҫнӑ. Кӑшӑл тавра сулахай енче ҫапла ҫырнӑ: «Ҭӑвашсен Автономлӑ Сотсиалисампа Совет Респуплӗкӗ». Сылтӑм енче ҫапла ҫырнӑ: «Чувашская Автономная Социалистическая Советская Республика». Аялта, ҫӳлерех асӑннӑ ҫырнисен хушшинче, инициалсем: «РСФСР»[12].
1937 ҫул
1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн ҫӗнӗ («сталин» тенӗскер) Конституцине йышӑннӑ. Конституцири текстпа килӗшӳллӗн Чӑваш АССРӗн гербӗ РСФСР гербӗ пулса тӑнӑ, унта чӑвашла ҫырнисем пур.
Оригиналлӑ текст (выр.)Глава X. Герб, флаг, столица Статья 111. Государственным гербом Чувашской Автономной Советской Социалистической Республики является государственный герб РСФСР, который состоит из изображения золотых серпа и молота, помещенных крест-накрест, рукоятками книзу, на красном фоне в лучах солнца и в обрамлении колосьев, с надписью «РСФСР» и «Пролетарии всех стран, соединяйтесь!» на русском и чувашском языках, с добавлением под надписью «РСФСР» буквами меньшего размера надписи «Чувашская АССР» на русском и чувашском языках.
Х. пай. Герб, ялав, тӗп хула. 111-мӗш статья. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх гербӗ РСФСР патшалӑх гербӗ шутланать. Вӑл хӗрлӗ фон ҫинче хӗвел пайӑркисен умӗнче авӑрӗпе аялалла хӗресле вырнаҫнӗ ылтӑн ҫурлапа мӑлатукран тӑрать, кӑшӑлпа ҫавӑрса илнӗ. «РСФСР» тата «Пролетарии всех стран, соединяйтесь!» тесе чӑвашла тата вырӑсла ҫырнисем пур. «РСФСР» тесе ҫырни айӗнче пӗчӗкрех саспаллисемпе вырӑсла тата чӑвашла «Чӑваш АССРӗ» тесе ҫырнӑ.
Герб ҫине ҫырни ҫапла курӑннӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)ЧУВАШСКАЯ АССР
ЧAВАШ АССР
ПРОЛЕТАРИИ ВСЕХ СТРАН, СОЕДИНЯЙТЕСЬ!
ПӖТӖМ ТӖНҬЕРИ ПРОЛЕТТАРИСЕМ, ПӖРЛЕШӖР!
ЧУВАШСКАЯ АССР
ЧAВАШ АССР
ПРОЛЕТАРИИ ВСЕХ СТРАН, СОЕДИНЯЙТЕСЬ!
ПӖТӖМ ТӖНҬЕРИ ПРОЛЕТТАРИСЕМ, ПӖРЛЕШӖР!
Республика ятне чӑвашла малтан (1940 ҫулсенче) икӗ йӗркепе ҫырнӑ, унтан – пӗр йӗркепе.
1978 ҫул
ЧАССРӗн Аслӑ Канашӗн 9-мӗш созыври черетсӗр VIII сессийӗ 1978 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ЧАССР ҫӗнӗ Конституцине (Тӗп саккунне) ҫирӗплетнӗ. Республика символӗсем, гербпа ялав пирки, 157 тата 158-мӗш статьясенче ҫырса кӑтартнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, гербпа ялав унчченхи пекех юлнӑ, анчах пӗчӗк улшӑнусем пулнӑ. 1978 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш АССР ПВС Указӗпе ЧАССР гербӗн официаллӑ ӳкерчӗкне ҫирӗплетнӗ. Республика ятне каллех икӗ йӗркепе ҫырнӑ[14].
Оригиналлӑ текст (выр.)IX. Герб, флаг и столица Чувашской АССР Статья 157. Государственным гербом Чувашской Автономной Советской Социалистической Республики является Государственный герб РСФСР, представляющий собой изображение серпа и молота на красном фоне, в лучах солнца и в обрамлении колосьев, с надписью: «РСФСР» на русском языке и «ПРОЛЕТАРИИ ВСЕХ СТРАН, СОЕДИНЯЙТЕСЬ!» на русском и чувашском языках с добавлением под надписью «РСФСР» буквами меньшего размера надписи «ЧУВАШСКАЯ АССР» на русском и чувашском языках. В верхней части герба - пятиконечная звезда.
IX. Герб, ялав Чӑваш АССРӗн тӗп хули. 157-мӗш статья. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх гербӗ РСФСР патшалӑх гербӗ шутланать. Хӗрлӗ фон ҫинче хӗвел пайӑркисен умӗнче ҫурлапа мӑлатук ӳкернӗ, пучахсемпе кӑшӑлланӑ. Вырӑсла «РСФСР», вырӑсла тата чӑвашла «ПРОЛЕТАРИИ ВСЕХ СТРАН, СОЕДИНЯЙТЕСЬ!» тесе ҫырнӑ. «РСФСР» тени айне пӗчӗкрех саспаллисемпе вырӑсла тата чӑвашла «ЧУВАШСКАЯ АССР» тесе ҫырнӑ. Гербӑн ҫӳлти пайӗнче — пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр.
Хальхи вариант
1990 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫӗнӗ наци символӗсене хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ, анчах конкурс пуҫланичченех комиссие 100 ытла проект килнӗ. Проектсен авторӗсем йышӗнче ҫаксем пулнӑ:
- Д. Ф. Мадуров: гербӑн тӗп кӳлепине вӑл чӑвашсен Салти-тура туррин юратнӑ кайӑкӗ чӗкеҫ евӗр тунӑ. Чӗкеҫ кӑкӑрӗ ҫинче — тырӑ пучахӗсемпе ҫавӑрса илнӗ сухапуҫӑн символла ӳкерчӗкӗ. Гербӑн ҫӳлти пайӗнче — «Кӑвак хуппи» тата хӗвел. Герба сенкер хӑюпа тата хӑмла турачӗсемпе ҫавӑрнӑ. Ялав – ҫӳлте тата аялта хӗрлӗ йӑрӑмлӑ сарӑ пир. Ун ҫинче гербӑн тӗп элеменчӗсем: сухапуҫ тимӗрӗ, тӳпе маччи, тырӑ пучахӗсем.
- С. Н. Михайлов: гербпа ялава наци тӗррин сӗмӗпе пурнӑҫланӑ, вӗсем ҫине 3 хӗвел, тӗнче тӗнӗлне ӳкернӗ.
- Э. М. Юрьев: тӗп символ — пурнӑҫ йывӑҫҫи, ун тавра — юман турачӗсем.
- В. П. Мелекесс тата А. И. Васильев (Тольятти хули, Куйбышев облаҫӗ): кӑвак овал ҫине хӑмла турачӗсенчен кӑшӑл ӳкернӗ, ӑна наци орнаменчӗллӗ хӗрлӗ хӑюсемпе ҫыхнӑ, ун ӑшӗнче — «ЧӐВАШЬЕН» литерасемлӗ хӗреслӗ паллӑ, ун ҫийӗн вара — хӗрлӗ ҫӑлтӑр, айӗнче — хӗвел тата «ЭПИР ПУЛНӐ, ПУР, ПУЛМАЛЛА» девиз ҫырнӑ «таблица».
- А. В. Улангин (Татмӑш ялӗ, Патӑрьел районӗ): кӑвак ҫаврака ҫинче — пучахлӑ кӑшӑл, ҫурла тата мӑлатук, тӳпенелле хӑпаракан хӗвел, ҫӳле «Чӑваш Совет Республики» тесе ҫырнӑ;
- С. А. Синдячкин (Ҫӗнӗ Шупашкар хули).
Сӗннӗ вариантсем
Ятарлӑ комисси членӗсене пуринчен ытларах Э. Юрьев ӗҫӗсем килӗшнӗ. Шӑпах вӗсене каярахпа официаллӑ майпа (пӗчӗк улшӑнусемпе) ҫирӗплетнӗ те[15].
1992 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ Канашӗ республикӑн Патшалӑх гимнӗ, гербӗ тата ялавӗ пирки постановлени йышӑннӑ. Ҫапла Чӑваш Ен гербӗ хальхи вӑхӑтри евӗр курӑнма пуҫланӑ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Закон №78 - О внесении изменения в статью 9 Закона Чувашской Республики «О государственных символах Чувашской Республики». Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Чувашия. Руководство по использованию фирменного стиля. Июнь 2015 г. Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Филюшкин А. И. Титулы русских государей. М.; СПб., 2006. С. 199.
- ^ Госсимволика: Большой герб Российской империи (1882 г.). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
- ^ Всероссийский Монархический Центр — Большой Государственный Герб Российской Империи. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Геральдикум: Титульные гербы. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Средневековые тюрко-татарские государства. Сборник статей. Выпуск 3. — Казань: Изд-во «Ихлас»; Институт истории им. Ш. Марджани АН РТ, 2011. — 212 с. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ http://www.it-serv.ru. Из истории первых государственных символов чувашского народа (2008) - БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, ГУ. www.gia.archives21.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ ПроГер - проект «Геральдика». proher.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Государственные символы Чувашской Республики. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ ПроГер - проект «Геральдика». proher.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «ꚋ» символа браузерсенче йӑнӑш кӑтартнӑран текстра ӑна «ҭ» ҫине улӑштарнӑ.
- ^ ПроГер - проект «Геральдика». proher.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ ПроГер - проект «Геральдика». proher.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ ПроГер - проект «Геральдика». proher.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.



