Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ

Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ (выр. День государственных символов Чувашской Республики) — Чӑваш Республикин патшалӑх уявӗ, канмалли кун мар. Ӑна ҫулсерен акан 29-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

Историйӗ

Республикӑн патшалӑх символӗсем пурри пирки пӗрремӗш хут 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ Чӑваш АССР Конституцийӗнче ҫирӗплетнӗ пулнӑ.

Чӑваш Республикин ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн унӑн гимне, ялавне тата гербне йӗркеленӗ. 1992 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Г. С. Лебедев кӗвӗленӗ «Тӑван ҫӗршыв» кӗвве республикӑн гимнӗн кӗвви пек йышӑннӑ. Ҫав ҫулах акан 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗ, ялавӗ тата гербӗ пирки положени йышӑннӑ. Вӑл кунах гимн тексчӗ валли Илле Тукташ сӑввине суйласси пирки те положени кӑларнӑ.

Чӑваш Республикин хальхи патшалӑх символӗсене 1997 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче йышӑннӑ «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккунӗнче (каярахпа 2001, 2003, 2005, 2009 ҫулсенче улшӑнусем кӗртнӗ) ҫирӗплетнӗ. Саккун патшалӑх символӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине палӑртать. Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен шутне унӑн гербӗ, ялавӗ тата гимнӗ кӗреҫҫӗ[1].

Уява 2004 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗ йышӑннӑ «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ҫинчен» саккунӗпе йӗркеленӗ[2].

Уявлани

Ҫак кун, тата уяв ҫывхарас умӗн, шкулсемпе культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ялӗн вулавӑшӗнче пӗлӳ сехечӗ иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасене республикӑн патшалӑх символӗсем пирки, вӗсен авторӗсем ҫинчен каласа панӑ[3].

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех ҫулсерен Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлать. 2024 ҫулхи саламӗнче вӑл ҫапла палӑртнӑ[4]:

Патшалӑх гимнӗ, Патшалӑх гербӗ тата Патшалӑх ялавӗ – Чӑваш Ен халӑхӗн пуянлӑхӗ, унӑн сӑваплӑран та сӑваплӑ тупри. Вӗсем пирӗн республикӑн кун-ҫулӗпе культурин тата наци уйрӑмлӑхӗсене, унӑн нумай ӗмӗрлӗ йӑли-йӗркипе хаклӑхӗсене палӑртаҫҫӗ.[4]

Каҫӑсем