Ака, 16
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1746 — Стюартсем Англири влаҫа хӑйсен аллине юлашки хут тавӑрса пӑхма хӑтланнӑ.
- 1797 — I Павел Раççей императорне (капăрл.) Мускаври Кремльти Успени соборĕнче патша кӑшӑлне тӑхӑнтартнӑ.
- 1866 — Д. В. Каракозов II Александр императора вӗлерме хӑтланнӑ.
- 1913 — Турципе Болгари ҫапӑҫма чарăнса мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ.
- 1917 — Социалистсемпе демократсен ушкăнĕ, вĕсен шутĕнче Ульянов-Ленин та, «пломбăлана вакунра» Петрограда çитнĕ
- 1921 — Чăваш тĕп музейĕ уçăлнă.
- 1943 — Альберт Хофман ЛСД-ӑн психотроплӑ уйрӑмлӑхне уçнă.
- 1945 — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи: совет çарĕсем Берлина тапӑнса кӗме пуҫланӑ.
- 1947 — Бернард Барух пуҫарнипе «сивӗ вӑрҫӑ» терминпа усӑ курма тытӑннӑ.
- 1992 — М. Наджибулла Афганистан президентне влаҫран хӑваласа янӑ.
Çуралнă
- 1686 — Татищев Василий Никитич, паллă Раççей историкĕ, географĕ.
- 1915 — Ржанов Василий Тимофеевич, драматург.