Ржанов Василий Тимофеевич
Ржанов Василий Тимофеевич, — драматург. 1915 çулхи ака уйăхĕн 16 Чикме уесӗнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районӗ) Вăрманкасси Шашкар (халĕ Вăрманкасси) ялĕнче çуралнă. 1945 çултан Пĕтĕм Раççейри театр пĕрлешĕвĕнче, 1952 çултан СССР çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче тăрать[1].
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Хĕрлĕ Ялав , Хĕрлĕ Çăлтăр[2], Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ (икĕ хут) орденĕсене тивĕçлĕ пулнă. Çавăн пекех ăна Пĕтĕм Тĕнчен Туслăх Канашĕн кĕмĕл медальне, Советсен Туслăх фондчĕн «Туслăхшăн Кĕрешекен» ылтăн медалĕпе тивĕçтернĕ.
Пурнăçĕ
1915 çулхи ака уйăхĕн 16 Чикме уесӗнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районӗ) Вăрманкасси Шашкар (халĕ Вăрманкасси) ялĕнче çуралнă. 1940 çулта Ленинградри театр институтĕнче вĕренсе тухнă.
1941-1945 çулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă. 96-мĕш перевçĕсен дивизин "За победу" хаçăчĕн литература сотрудникĕ, çак дивизин 331-мĕш перевçĕсен полкĕн агитаторĕ.
1955-1961 çулсенче Шупашкарти халăх пултарулăхĕн çурчĕнче ĕçленĕ. Çавăн пекех Чăваш АССР Министрсен канашĕн ӳнер ĕçĕсен управленин пуçлăхĕ, Чăваш патшалăх академи театрĕнче литература пайĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.
1969-1978 çулсенче Туслăха Сыхлас комитечĕн Чăваш уйрăмĕн яваплă секретарĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
Совет Союзĕн Геройĕ пулма тăратăнса çав ята илейменни[3]
1944-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче 96-мĕш перевçĕсен дивизин 331-мĕш перевçĕсен полкĕн агитаторĕ Ржанов Варшава вăйпутлăхĕн Пшерядово ялĕ патĕнче Нарев юханшывĕ урлă каçнă чухне хайĕн паттăрлăхне кăтартнă. Хĕрӳ çапăçу вăхатĕнче тăшман шыв урлă каçмалли пĕтĕм хатĕре çĕмерсен вăл тупă, миномёт, пулемёт çулăмне пăхмасăр юханшыв урлă ишсе каçса салтаксене йеркелесе атакăна çĕклет. Çапăсура тăшманăн пĕрремеш траншенине ярса илсе унта çирепленсе ларать, ытти подразделенисене юханшыв урлă каçма май парать[4]. 331-мĕш перевçĕсен полкĕн командирĕ Мамонов подполковник юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчĕ Совет Союзĕн Геройĕ пулма тăратса хут çырать, ăна 96-мĕш дивизи тата 53-мĕш корпус пуçлахĕсем алă пусаççĕ, анчах 48-мĕш çар командующийĕ Хӗрлӗ Ялав орденӗ çителĕкле тесе шутлать.
Ржанов Василий Тимофеевич Совет Союзĕн Геройĕ пулма тăратăнса çав ята илейменни пирки Юрий Сементер поэт ятарласа поэма та çырнă («Хыпар» хаçтара пичетленсе тухнă).
Пултарулах ĕçĕсем
Литературă ĕçне 1949-1950 çулсенче çырнă «Энтип» драмине пуçланă. Ун хыççăн вăл тата темиçе драма, камит çырнă.
Чăваш чĕлхи çинчи кĕнекесем:
- «Сĕм вăрманта» (драма, 1958);
- «Мистер Кент шикленет» (Камит, 1958)
- «Пĕр пайлă пьесăсем» (1962);
- «Тĕнче çаврăнать» (драма, 1968)
Вырӑс чӗлхипе тухнă кĕнекесем:
Вуламалли
- Иванов Н. Пьеса, спектакль, пурнăç / Н. Иванов // Коммунизм ялавĕ. – 1962. – 25 çу.
- Бондырев П. Подвиг оператора полка / П. Бондырев // Советская Чувашия. – 1980. – 21 марта.
- Ржанов Василий Тимофеевич // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. - Шупашкар, 2006. - С. 331-332.
- Тимуков А.Н. Ржанов Василий Тимофеевич / А.Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2001.
Ӑнлантарусем
- ^ Известный публицист и драматург (К 95-летию со дня рождения В.Т. Ржанова)( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Халăх паттăрлăхĕ сайт
- ^ Чăваш çыравçисем фронтра. // "Ялав" журнал, 1992, 5-6-мĕш №№, çу-çĕртме, — С.4.
- ^ Халăх паттăрлăхĕ сайт