Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу
Местонахождение
Патшалӑх
Момент времени 1746 ҫулхи акан 27-мӗшӗ
Участник(и) Королевство Великобритания[d], Якобиты[d] тата Королевство Франция[d]
Ӳкерчĕк:Battle culloden.JPG
Панорамный вид
Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу на карте
Точка
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫӑвӑн картти.
Кӑвак салтаксем штуксемпе ахаль чухнехилле усӑ кураҫҫӗ. Хӗрлисем вара ту ҫыннисем тапӑннине хирӗҫ шутласа кӑларнӑ ҫӗнӗ тактикӑпа усӑ кураҫҫӗ: салтаксем стройра тачӑ тӑрса штыкпа хӑй умӗнчи тӑшмана мар, сылтӑмра тӑраканнине чикнӗ; ҫапла май штыкпа чикни тӑшманӑн хулканпа хӳтӗлеме айккине пырса тивнӗ[1].
20 фут (6,1 м) ҫӳллӗш асӑну пирамиди, 1881

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу (акăл. Battle of Culloden) — якобитсен иккӗмӗш пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче 1746 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче ҫурҫӗрти Шотландири Инвернесс хула ҫывӑхӗнчи Каллоден ялӗ таврашӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫу. Пӗр енче Британи влаҫне алла илме хӑтланнӑ Карл Эдуард Стюарт майлисемпе пулнӑ, тепӗр енче — Камберленд герцогӗ ертсе пынӑ Британи правительствин ҫарӗсем. Якобитсене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, Стюарт хӑй ҫӑлӑнма ӗлкӗртнӗ, вӑл Францине тарса пытаннӑ. Тӗрӗссипе каласан, Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу Якобит пӑлхавӗн аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ темелле. Ҫавӑн пекех вӑл Шотландири клан системине те вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Британи утравӗсене илес пулсан вӑл ун ҫинчи юлашки пысӑк (тӗп) ҫапӑҫу пулнӑ[2][3].

Ҫапӑҫу аталанни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирпе ирех якобитсен ҫарӗ, выҫӑ та ҫӗрлехи ӑнӑҫсӑр маршпа аптраса ҫитнӗскер, Каллоден ҫывӑхӗнчи вереск тӗммиллӗ Drumossie Moor пушӑ вырӑна ҫитсе тухнӑ. Кунти вырӑн ялан тенӗ пекех усӑ куракан «ту ҫыннисен тапӑнӑвӗ» тактика валли юрӑхлах пулман, апла пулин те якобитсен ертӳҫисем шӑпах ҫакӑнта ҫапӑҫма шут тытнӑ. Кун пек йышӑну тума, ахӑртнех, пӑлхавҫӑсен тӗп хули шутланнӑ Инвернеса хӳтӗлемелле тивни хистенӗ[4]. Якобитсем икӗ йӗркене вырнаҫса тӑнӑ, пӗрремӗшӗнче Шотландири ту ҫыннисем, иккӗмӗшӗнче — лоулендерсен батальонӗсем, Ирландипе Францирен килнӗ салтаксем, акӑлчан наемникӗсем пулнӑ[5].

Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫапӑҫу хирне правительство ҫарӗ ҫитнӗ, вӗсен батальонӗсем виҫӗ рете тӑрса тухнӑ, драгунсем хыҫалта тата флангсенче вырнаҫнӑ.

Ҫапӑҫу кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле пуҫланнӑ. Правительство ҫарӗсем якобитсен речӗсене артиллеринчен ҫур сехете яхӑн персе тӑнӑ, якобитсем вӗсене хирӗҫ хуравламан та темелле. Юлашкинчен якобитсем «ту ҫыннисен тапӑнӑвне» пуҫарнӑ. Анчах та вӗсен сулахай енӗ шурлӑхлӑ тӑпрара путма тытӑннӑ, унсӑр пуҫне ҫарсем хушши те пысӑк пулнӑ, тӑшман патне чупса ҫитнӗ тӗле ҫапӑҫу чӑннипе вӗҫленнӗ те ӗнтӗ[6]. Правительство ҫарӗсем тапӑнакансене картечпе персе кӗтсе илнӗ. Якобитсем правительство ҫарӗн сулахай енне ҫитнӗ тӗле вӗсен вӑйӗ пӗтнӗ тесен те юрать[6]. Якобитсен пысӑках мар йышӗ кӑна правительство ҫарӗн пӗрремӗш речӗ урлӑ тухма пултарнӑ. Правительство ҫарӗн иккӗмӗш ретӗнчен вӑхӑтра чӗнсе илнӗ резервсем ҫар ретне татса тухасран сыхласа хӑварма пултарнӑ, ҫапӑҫу кӗске вӑхӑт хушши кӑна пынӑ, ун хыҫҫӑн якобитсен пӗтӗм ҫарӗ тарма тытӑннӑ. Правительство ҫарӗсем тапӑнакансене хыҫҫӑн хӑваланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫапӑҫу пӗр сехетрен ытла пыман. Аманнӑ якобитсенчен нумайӑшне ҫапӑҫу хирӗнчех вӗлерсе пӗтернӗ.

Хыҫҫӑнхи витӗмӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн, чӑннипе калас пулсан, якобитсен иккӗмӗш пӑлхавӗ сӳннӗ темелле. Чарльз принц ҫапӑҫу хирӗнчен хӑтӑлма пултарнӑ, ун хыҫҫӑн, Шотланди тӑвӗсем тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Францине ишсе кайнӑ.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫӑва выляса янӑ хыҫҫӑн Стюартсене майлӑ тӑракан Шотланди кланӗсене самай тустарса тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра кунашкал ӗҫсене этноссене вӗлерсе тухни пек хаклама пултараҫҫӗ[7]. Ҫавӑн пекех клан системине те пысӑк сиен кӳнӗ: правительство ҫарӗн салтакӗсемпе офицерӗсемсӗр пуҫне, шотландсене наци тумне, килта, тӑхӑнса ҫӳреме чарнӑ[7].

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу Аслӑ Британи утрав лаптӑкӗнчи юлашки пысӑк ҫапӑҫу пулса юлнӑ[8].

Культурӑра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Живопиҫре
  • Дэвид Морьен «An Incident in the Rebellion of 1745» (1745-мӗш ҫулхи пӑлхав пӑтӑрмахӗ) (1745 ҫ.) картини, ӑна ытларах Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу ятпа пӗлеҫҫӗ.
  • Огастин Хекелӑн «The Battle of Culloden» (1746 ҫ.) картини.
Кинора
Музыкӑра
  • «Battle Cry» — Британинчи Saxon хеви-металл ушкӑнӑн юрри.
  • «Culloden Muir» — Германинчи Grave Digger хеви-металл ушкӑнӑн юрри.
  • Hakka Muggies чех ушкӑнӗн «Tam kde teče Fleka Fleta» юрри.
  • Аргентинӑри Sumo ушкӑнӗн «Crua Chan» юрри.
Поэзире

«Несчастные воины! разве видений,
Пророчащих гибель вам, вы не видали?»
Да! вам суждено было пасть в Кулодене,
И смерть вашу лавры побед не венчали!

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Why Was the Battle of Culloden so Significant? (англ.). History Hit. Пӑхнӑ кун: 19 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 22 Авӑн уйӑхӗн 2020 ҫул.
  2. ^ Unesco status 'would better protect' Battle of Culloden. bbc.com (7 Чӳк уйӑхӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 20 Ака уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 19 Чӳк уйӑхӗн 2021 ҫул.
  3. ^ by Ellen Castelow. The Battle of Culloden. historic-uk.com. Пӑхнӑ кун: 20 Ака уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 18 Ака уйӑхӗн 2022 ҫул.
  4. ^ 7 myths about the battle of Culloden busted (англ.). HistoryExtra. Пӑхнӑ кун: 19 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 22 Утӑ уйӑхӗн 2020 ҫул.
  5. ^ Who Were The Jacobites And What Did They Want For Scotland Public Lecture : Humanities : University of Dundee. www.dundee.ac.uk. Пӑхнӑ кун: 19 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 23 Авӑн уйӑхӗн 2020 ҫул.
  6. ^ 1, 2 Battle of Culloden | National Army Museum. www.nam.ac.uk. Пӑхнӑ кун: 19 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 20 Авӑн уйӑхӗн 2020 ҫул.
  7. ^ 1, 2 Way, George, of Plean. Collins Scottish clan & family encyclopedia. — HarperCollinsPublishers, 1994. — 512 pages с. — ISBN 0-00-470547-5, 978-0-00-470547-7, 0-7607-1120-8, 978-0-7607-1120-0.
  8. ^ 1797 ҫулта Уэльсра Франципе Ирланди эмигранчӗсен Фишгард десантне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Аслӑ Британи лаптӑкӗнче вӑл чи юлашки тытӑҫу шутланать, анчах унта Британи ҫарӗ хутшӑнман, ҫапӑҫусем те ун чухне хутран-ситрен кӑна пулса иртнӗ.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Сражение при Каллодене статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '