Аслă Британи (утрав)
Тавралăхĕ
Утрав çурçĕртен кăнтăралла 900 çм яхăн тăсăлать. Анăçра, çурçĕрте Атлантика океанӗн, тухăçра — Çурçĕр тинĕсĕн хумĕсемпе çăвăнать. Материкран кăнтăр енче Ла-Манш пырĕпе уйрăлса тăрать. Утравăн çыран хĕрри çурçĕрте фьордсемпе, юханшыв эстуарийĕсемпе таткаланнă.