Игнатьев Михаил Васильевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Игнатьев Михаил Васильевич (1962 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ, Кĕçĕн Турхан, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ, Санкт-Петербург) — Раҫҫейри патшалӑх тата политика ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ (2010—2020).
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн шанӑҫне ҫухатнӑ май ӑна должноҫран хӑтарнӑ[2]. 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче COVID-19 кӑшӑлвирус инфекцийӗпе пульницӑна хунӑ хыҫҫӑн чӗрепе юн тымарӗсен ҫитменлӗхне пула пульницӑра вилнӗ[3][4].
Биографийӗ
Пурнӑҫӗ
1962 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Алексей Семёнович Семёнов (1895—1930) кукашшӗ Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑскер, гренадер полкӗнче хӗсметре тӑнӑ, репрессиленӗ. Ашшӗ — Василий Игнатьевич (1974 ҫулта вилнӗ) — Балти флотӗнче хӗсметре тӑнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче блокадӑри Ленинграда апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме хутшӑннӑ, аманнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Германири СССР Тулаш суту-илӳ министерствин уполномоченнӑйӗ пулнӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан колхоза ертсе пынӑ, кайран унта тӗрлӗ вырӑн йышӑннӑ. Вера Алексеевна амӑшӗ те колхозра ӗҫленӗ[5]. Михаилӑн ултӑ аппӑшӗ тата пиччӗшӗ пулнӑ.
1970-мӗш ҫулсенче Михаил Янӑш ялӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти энергетика техникумне («Электрические сети и системы» специальность) вӗренме кӗнӗ, 1981 ҫулта унтан вӗренсе тухнӑ.
1981 ҫултанпа малтан складра грузчик, кайран Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи «Химпром» ПО хлор цехӗнче оборудование юсакан тӑваттӑмӗш разрядри электромонтёр пулса ӗҫленӗ. 1981—1983 ҫулсенче Пенза облаҫӗнче ҫарта пулнӑ.
1983 ҫултанпа Шупашкар районӗнчи «Прогресс» колхозра ӗҫленӗ. 1983–1987 ҫулсенче — комбайнёр пулӑшуҫи, уй-хир бригадин бригадирӗ, Янӑш производство участокӗн начальникӗ. 1987 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна «Прогресс» колхоз правленийӗн председательне суйланӑ. Ҫак должноҫра вӑл 1992 ҫулччен вӑй хунӑ. 1990 ҫулта куҫӑмсӑр майпа Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен «Агрономи» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. Ҫав 1990 ҫултах ӑна Шупашкар районӗн Халӑх депутачӗсен канашӗн депутатне суйланӑ. Ӑна шанса панӑ срок тӑватӑ ҫула тӑсӑлнӑ — 1990 ҫултан пуҫласа 1994 ҫулччен пулнӑ. 1992—1996 ҫулсенче — «Прогресс» хупӑ йышши акционерсен обществӑн ертӳҫи.
Чӑваш Республикин Министрсен кабинетӗнче
1996 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн Александр Федотовӑн ҫумӗ пулма лартнӑ[6]. Ҫӗр ӗҫӗпе ӳсен-тӑран ӗрчетес ӗҫӗн управлени пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1997 ҫулта Мускаври потребитель кооперацийӗн университечӗн Шупашкарти филиалӗнчен «юриспруденци» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. 1998 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӗ улшӑннӑ[7], ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрне Александр Кушкова лартнӑ. 1998–1999 ҫулсенче — Атӑлпа Вятка патшалӑх службин академийӗнче(выр.)чăв. «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енпе профессиллӗ пӗлӳ илнӗ. Министр ҫумӗ пулса Игнатьев 1999 ҫулхи ака уйӑхӗччен вӑй хунӑ.
1999 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Республикин Шупашкар районне ертсе пыма шанса панӑ. Виҫӗ уйӑх хушши ҫак тивӗҫе пурнӑҫлакан пек ӗҫленӗ хыҫҫӑн 1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна Шупашкар районӗнчи хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхне суйланӑ. 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ Энвер Аблякимов кӑларнӑ хушупа Игнатьева Чӑваш Республикинчи санаторипе курорт организацийӗсене упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе патшалӑх политикине пурнӑҫлакан комисси йышне кӗртнӗ[8].
2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Республикин президенчӗн Н. В. Фёдоровӑн указӗпе Михаил Игнатьева ял хуҫалӑх министрӗн должноҫне лартнӑ, правительствӑра вӑл пӗрремӗш вице-премьер пулса тӑнӑ[9].
2003 ҫулхи кӗркунне ӑна «Раҫҫей аграрлӑ партийӗ»(выр.)чăв. партийӗн федераллӑ списокӗпе Патшалӑх думин 4 пухӑвӗн депутачӗ пулма кандидата тӑратнӑ. Чӑваш регионӗн списокӗнче пӗрремӗш номерпа тӑнӑ[10]. 2003 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче иртнӗ Патшалӑх думин депутачӗсен суйлавӗнче «Раҫҫей аграрлӑ партийӗ» 3,63 % сасӑ кӑна пухнӑран 5 процентлӑ чикӗ урлӑ каҫайман. Ҫапла майпа Игнатьев Патшалӑх Думин депутачӗсен йышне лекеймен.
2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ. 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче должноҫри «пӗрремӗш» хушма ятсӑр тӑрса юлнӑ. 2009 ҫулта Игнатьева РФ президенчӗн кадр резервӗн 500 ҫынран тӑракан список йышне кӗртнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ
2010 ҫулта Раҫҫейри субъектсен пуҫлӑхӗсене Раҫҫей президенчӗ тӑратнӑ ҫынсем хушшинче суйланӑ. Ҫав вӑхӑтрах президент кандидата регион парламентӗнче ытларах вырӑн йышӑнакан парти сахалтан та виҫӗ кандидатура тӑратнӑ ҫын хушшинче суйланӑ. Чӑваш Республикин ертӳҫи пулса 1993 ҫултанпа тӑрӑшакан Николай Фёдоровӑн полномочийӗсем 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫленнӗ, утӑ уйӑхӗн варринче ӑна малашне те пуҫлӑхра хӑварманни паллӑ пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Чӑваш Республикин президенчӗн должноҫне йышӑнма тӑратнӑ кандидатсен ячӗсене асӑннӑ: республикӑн министрсен кабинечӗн председателӗ Нина Суслонова, президентӑн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпред аппарачӗн Чӑваш Республикинчи федерацин тӗп инспекторӗ Руслан Тихонов, Чӑваш Республикин правительство председателӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев[11]. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Дмитрий Медведев Чӑваш Республикин президенчӗ пулма Михаил Игнатьева сӗннӗ[12][13]. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн черетсӗр вӑтӑрмӗш сессийӗн ларӑвӗнче Игнатьева 5 ҫуллӑха Чӑваш Республикин президенчӗн полномочийӗсенешанса панӑ[14]. Ҫурлан 29-мӗшӗнче вӑл официаллӑ майпа должноҫа йышӑннӑ.
2011 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Рсепубликин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Чӑваш Республикин Конституцине улшӑнусем кӗртнӗ май ӗҫ вырӑнне официаллӑ майпа «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ» теме пуҫланӑ.
2012 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗпе утӑн 28-мӗшӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх канашӗн(выр.)чăв. президиум пайташӗ[15][16].
Игнатьевӑн полномочийӗсем 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тухмалла пулнӑ, апла пулин те 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчех вӑл 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен суйлав умӗн отставкӑна каяссине пӗлтернӗ[17]. 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Михаил Игнатьевӑн отставкине йышӑннине, ӑна вӑхӑтлӑха «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне суйланнӑ ҫын должноҫа йышӑниччен» Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ тесе пӗлтернӗ[18]. Ҫав вӑхӑтрах Игнатьев вӑхӑт ҫитмесӗр иртекен суйлава хутшӑнма ирӗк илнӗ. Суйлава вӑхӑт ҫитмесӗр ирттернине политологсем ертӳлӗх 2016—2018 ҫулсене (ун чухне Патшалӑх думине тата президента суйламалла пулнӑ) регионти суйлавсенчен кӑштах пушатма шухӑшланипе ҫыхӑнтарнӑ. 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Игнатьев депутатсенчен ӑна майлӑ пулнине палӑртакан чи нумай алӑ пуснине (301) пухнӑ, Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссине документсем тӑратнӑ, ҫапла май ӑна Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма тӑратнӑ кандидат пек регистрациленӗ. 2015 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче Игнатьев пӗрремӗш турта 65,54 % сасӑ пухнӑ (пурӗ 300 000 ытла), ҫапла май ӑна тепӗр пилӗк ҫуллӑха республика ертӳҫине суйланӑ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн шанӑҫне ҫухатнӑ май ӑна должноҫран хӑтарнӑ[19].
2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи N68-мӗш «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн полномочийӗсенчен вӑхӑт ҫитиччен хӑтарасси ҫинчен» Хушӑвне йышӑнманни ҫинчен Раҫҫей Аслӑ судне искпа тухнӑ[20]. Унччен Игнатьевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий каланӑ тӑрӑх, искпа тухнӑ май республика пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑскер «республика пуҫлӑхӗн должноҫне тавӑрма шутламасть, анчах та ӗҫрен хӑтарнин формулировкине улӑштарас шухӑшлӑ»[21].
Чирлесе ӳкни, вилни
2019 ҫулхи ҫулла Михаил Игнатьев инфаркт тӳссе ирттернӗ[22], ытти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх — унӑн инсульт(выр.)чăв. пулнӑ[23][24].
Республика пуҫлӑхӗн вырӑнӗнчен отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Санкт-Петербургра сипленнӗ[25]. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӑна COVID-19 инфекцие пула ӳпки икӗ енлӗ шыҫӑннӑран[26] реанимацие куҫарнӑ[3]. «Коммерсант» пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьевӑн сывлӑхӗ ӳпки вӑйлӑ сиенленнине пула питӗ начар пулнӑ, унӑн пурнӑҫне экстракорпораллӑ мембранӑллӑ оксигенерацилекен аппарат тытса тӑнӑ[27].
2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Санкт-Петербургра В. А. Алмазов ячӗллӗ медицина центрӗнче вилнӗ[28]. Вилнин сӑлтавне официаллӑ майпа юн тымарӗпе чӗри тивӗҫлӗ шайра ӗҫлеменни тесе пӗлтернӗ[29].
Астӑвӑм
Сывпуллашу церемонийӗ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» спорт комплексӗнче иртнӗ. Шупашкарти 1-мӗш масарта хисеплӗ ҫынсен аллейинче пытарнӑ[30][31].
2021 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче вилтӑпри ҫине М. В. Игнатьевӑн барельефлӑ ӳкерчӗклӗ асӑну плитине вырнаҫтарнӑ. Митингра Сергей Артамонов вице-премьер, Патшалӑх канашӗн спикерӗ Альбина Егорова, Вадим Николаев сенатор, культура министрӗ Светлана Каликова, республика парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Ҫемье тата харпӑр пурнӑҫӗ
Арӑмӗ Лариса Юрьевна Канашри педучилищӗрен «Пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей Пенси фончӗн сотрудникӗ[32], Чӑваш республикин хӗрарӑмсен канашӗн Ыр кӑмӑллӑх фончӗн попечительсен канашӗн председателӗ[33]. Ачисем: ывӑлӗ Иван, Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультечӗн студенчӗ, тата хӗрӗ Мария[1].
2009 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Н. И. Вавилов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх аграри университечӗн(выр.)чăв. диссертаци канашӗнче Михаил Игнатьев «Влияние удобрений на агрохимические показатели почв Чувашской Республики» темӑпа ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑсчах степеньлӗ диссертацине хӳтӗленӗ[34].
Спортпа (йӗлтӗрпе, велоспортпа тата спорт вӑййисемпе) аппаланнӑ.
Критиклени
2012 ҫулта Игнатьев йӑнӑш сӑмах каланине МИХсенче анлӑ ҫутатнӑ: тӳрӗ эфирта вӑл РФ президентне Дмитрий Медведева «Василий Петрович» тесе каланӑ[35][36].
2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче КПРФ, ЛДПР тата «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти ҫыннисем лару залӗнчен тухса кайнӑ та Игнатьева вырӑнтан кӑларма алӑ пустарма тытӑннӑ. Сӑлтавӗ республика ертӳҫи туса пыракан кадр политикипе, социаллӑ экономика аталанӑвӗпе, ҫавӑн пекех регионти ял хуҫалӑх страхованийӗпе кӑмӑлсӑрланни пулнӑ[37]. Лару-тӑру Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи полномочиллӗ элчӗ Михаил Бабич хутшӑннӑ хыҫҫӑн лӑпланнӑ[37].
2012 ҫулта Чӑваш Республикин экс-президенчӗ, Федераци Канашӗн пайташӗ Николай Фёдоров Игнатьев патне янӑ ҫырӑва МИХсенче анлӑн ҫутатнӑ[38][39]. Ҫырура республикӑри социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне анлӑн тишкернӗ, регион ертӳлӗхӗн ӗҫӗ-хӗлне хак панӑ[38]. Тӗслӗхрен, ертӳлӗхе Чӑваш Республикин хысни 9 миллиард тенкӗ ҫухатнӑшӑн айӑпланӑ[38]. РФ президенчӗн Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи элчи Михаил Бабич(выр.)чăв. ҫапла пӗлтернӗ: «эпир Фёдоров ҫырӑвне хамӑра валли шухӑшлама илтӗмӗр, ӑна тӗпе хурса экономикӑлла пысӑк тишкерӳсем турӑмӑр"[39]. «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков «ҫак ҫырури кашни сӑмах айне алӑ пусма хатӗр» тесе пӗлтернӗ[38], Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Кулагин вара Игнатьева хирӗҫ уголовлӑ ӗҫ пуҫарма май пурри ҫинчен каланӑ[38].
2012 ҫулта РФ Генпрокуратури, СК тата ШӖМ Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин ӗҫӗ-хӗлне тата «Поддержка» ГСК УАО страхлакан компанине (унӑн хуҫисем Игнатьевпа арӑмӗ шутланнӑ) тӗрӗслеме тытӑннӑ[40]. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, аграрисене ирӗксӗр «Поддержка» ГСК УАО-па килӗшӳсем алӑ пусма ыйтнине тупса палӑртнӑ[40][41][42]. Ҫав вӑхӑтрах 200 миллион ытла тенкӗлӗх субсидисене аграрисене йӗркене пӑсса панӑ, вӗсемпе «темиҫе кун хушшинчех» тивӗҫтернӗ[40][41]. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков шухӑшӗпе, «Поддержка» ГСК УАО историйӗ Игнатьев коррупципе ҫыхӑннине пӗлтерет[43].
Игнатьева ун таврашӗнче коррупционерсем нумай пулнӑшӑн критикленӗ[41][44][45][46][47]. Уголовлӑ ӗҫсене, сӑмахран, «Чӑвашавтодорӑн» тӗп директорӗ Александр Волков, «Волга» упрдор ертӳҫи Сергей Гаврилов(выр.)чăв., Игнатьев ӗҫлӗ ҫывӑх хутшӑнусем тытнӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗн Юрий Моисеев тӗлӗшпе пуҫарнӑ[41][44][48][49]. Вӗсенчен пӗр пайне Игнатьев хӑй суйласа лартнӑ[45][49].
МИХсенче ҫавӑн пекех Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ валли пӗтӗмӗшле 8,3 миллион тенкӗ хакпа саккасланӑ икӗ Volkswagen Phaeton автомобиль тавра вӑйлӑ сӳтсе явнӑ[50]. 2014 ҫулта МИХсенче саунӑпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха ҫутатнӑ, ӑна Чӑваш Республикин правительствин ҫӳллӗ ҫуртӗнче республика хыснинче тунӑ пулнӑ[51][52].
Игнатьев Раҫҫейри РУСАДА антидопинг агентстви ҫирӗплетнӗ Чӑваш Республикинчи спорт училищинче допинг йышӑнни пирки пӗлтернисене «фейклӑ тата шухӑшласа кӑларнисем» тенӗ[53].
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, ҫӗнӗ пушар автомобилӗн уҫҫине МЧС сотрудникне панӑ вӑхӑтра, вӑл кӗтмен ҫӗртен аллине ҫӳлелле ҫӗкленӗ. МЧС сотрудникӗн, шалти служба майорӗн ҫӑраҫҫи хыҫҫӑн сикме тивнӗ[54]. «Мораль ҫукки. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ каллех шӑтӑк тӗпне шӑтарса тухнӑ», — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» этика комиссийӗн яваплӑ секретарӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Евгений Ревенко ҫапларах хак панӑ[55]. Раҫҫей МЧСӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зиничев Игнатьевӑн хӑтланӑвне этикӑпа килӗшсе тӑманскер тенӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Тӗп Канашӗн секретарӗ Андрей Турчак(выр.)чăв. унӑн партийӗ Игнатьева хӑйӗн ретӗнчен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухассине пӗлтернӗ[56].
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» МЧС сотрудникне мораль тӗлӗшӗнчен мӗскӗнлетнишӗн тата каҫару ыйтас вырӑнне тӳрре тухма хӑтланнишӗн Игнатьева партирен кӑларса янӑ[57][58]. Игнатьева отставкӑна яма пултарни ҫиеле тухнӑ, ҫакна журналистсемпе тата пушарнӑйсемпе хирӗҫсе кайичченех палӑртса хунӑ пулнӑ иккен — тепӗр кунхъине ҫакӑ пурнӑҫланнӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Игнатьева отставкӑна яни вӑл хӑйне тытма пӗлменнипе ӑнлантарнӑ[59].
Наградӑсем
- Хисеп орденӗ (2017)[60];
- «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2002 ҫул);
- «Ял хуҫалӑхӗпе ӗҫлессишӗн» медаль (2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ)[61];
- «Агропромышленность комплексӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» медаль (2005 ҫул);
- «Гражданла хӳтӗлев 75 ҫулта» медаль (2007 ҫул);
- «2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2007 ҫул);
- «Вӑй-хал культурипе спорт аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп палли (2013 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ)[62];
- Самар хӗресӗ (Болгарин общество канашӗ (2013 ҫул)[63];
- Раҫҫей МЧС-ӗн «Тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр палли (2004 ҫул);
- ЧАССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ (1992 ҫул);
- Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин(выр.)чăв. Хисеп хучӗ (2003 ҫул);
- Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп хучӗ (2005 ҫул);
- Раҫҫей Федерацийӗн гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен тата ҫутҫанталӑк инкекӗсене сиресси министерствин Хисеп хучӗ (2003 ҫул)
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Официальный сайт Главы Чувашской Республики. Биография М.В. Игнатьева. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 29.01.2020 № 68 "О досрочном прекращении полномочий Главы Чувашской Республики". Официальный интернет-портал правовой информации. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Экс-глава Чувашии Михаил Игнатьев умер от коронавируса (выр.). Interfax.ru (18 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Умер экс-глава Чувашии Михаил Игнатьев (выр.). РИА Новости (18 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Игнатьев, Михаил Васильевич. https://tass.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Федотов Александр Иванович. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
- ^ О составе Кабинета министров Чувашской Республики. 19 января 1998 года
- ^ О внесении изменений в постановление Кабинета Министров Чувашской Республики от 27 ноября 1998 г. N 345
- ^ Чувашская Республика. Подписан ряд указов по кадровым вопросам в Правительстве. ИА REGNUM. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ Постановление Центральной избирательной комиссии Российской Федерации от 21 октября 2003 года № 44/411-4 «О регистрации федерального списка кандидатов в депутаты Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации четвёртого созыва, выдвинутого политической партией „Аграрная партия России“» (с изменениями от 1 декабря 2003 г.)
- ^ «Единая Россия» определила кандидатов на пост руководителя Чувашии. 13.07.2010. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Медведев внёс кандидатуру Михаила Игнатьева на должность президента Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Медведев предложил на пост Президента Чувашии министра сельского хозяйства республики. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ В Чувашии утвержден новый Президент , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи копийӗ //kp.ru
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 04.01.2012 г. № 6-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 28.07.2012 г. № 343-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ До мая 2015 года Игнатьеву досидеть не дадут… «Правда ПФО» 6.06.2014. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ М. Игнатьев назначен врио главы Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
- ^ Олег Николаев назначен врио Главы Чувашии (выр.). Президент России. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Карточка судебного производства (выр.). Верховный суд России. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
- ^ «Вытерли ноги, вышвырнули, и никому не нужен» // Коммерсантъ. 2020 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ На фоне инфаркта Игнатьева в диагнозе нуждается его команда. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Михаил Игнатьев попал в больницу с двусторонним воспалением легких. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Кто же подал иск за тяжелобольного Игнатьева? Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Бывший пресс-секретарь Михаила Игнатьева рассказал «Ъ», что заставило бывшего главу Чувашии подать в суд на Путина , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнчи копийӗ // «Коммерсантъ», 27 мая 2020
- ^ Экс-глава Чувашии Игнатьев ещё с 7 мая в реанимации с двусторонней пневмонией , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнчи копийӗ // 27 мая 2020
- ^ «Ъ» узнал о госпитализации экс-главы Чувашии с двусторонней пневмонией , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнчи копийӗ // Интерфакс, 27 мая 2020
- ^ Умер экс-глава Чувашии Михаил Игнатьев , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнчи копийӗ // РБК, 18 июня 2020
- ^ Названа причина смерти Михаила Игнатьева , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнчи копийӗ // N4k.Ru, 19 июня 2020
- ^ Вдова Михаила Игнатьева рассказала о последних днях его жизни / lenta.ru, 21 июня 2020. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
- ^ Игнатьев звонил священнику из больницы: «Я уже на финишной прямой…» / pg21.ru, 21 июня 2020. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ Наталия Чемашкина. Лариса Игнатьева: «Я уверена в муже, ведь он умеет работать» // «МК в Чебоксарах» cheb.mk.ru : Сетевое издание. — 2015. — 29 авӑнӑн. 2017 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Правление ЧРОО «Союз женщин Чувашии». Союз женщин Чувашии. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
- ^ Официальный сайт Саратовского государственного университета им. Н. И. Вавилова. Объявления о защите. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Оговорки по Игнатьеву — Новости Чебоксар и Чувашии — МК Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Глава Чувашии прокололся перед Медведевым.mp4 — YouTube. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ъ-Чебоксары — Депутаты все рассказали. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ъ-Чебоксары — Письмо не счастья. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Письмо Федорова к Игнатьеву. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Ъ-Чебоксары — Силовикам покажут «Поддержку». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Второй срок для губернатора — Новости Чебоксар и Чувашии — МК Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
- ^ Глава Чувашии Михаил Игнатьев и его супруга оказались замешаны в крупном коррупционном скандале — 17 Августа 2012 — КОРРУПЦИЯ, ЧУВАШИЯ. ПРОТИВ КОРРУПЦИИ И ВЗЯТОЧНИЧЕСТВА. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ На Госсовете Чувашии замахнулись на президента и порассуждали, кого смоет после выборов — Политика, выборы, власть — Новости — ИА REGNUM. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Коррупционная республика» Михаила Игнатьева? — The Moscow Post. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Константин Ишутов: «Угрозы считаю похвалой» — Чебоксары: интервью — МК Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Михаил Игнатьев: недостатки правления. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Коррупция в Чувашии УПРДОР «Волга». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Кирилл Селев: точку в коррупционных разоблачениях ставить ещё рано | ОБЩЕСТВО:Проблема | ОБЩЕСТВО | АиФ Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Непереназначаемый — The Moscow Post. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Покупку дорогих машин для администрации Игнатьева объяснили прихотями «гостей». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Караулов окунул чувашскую власть в собственную сауну. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ http://времячувашии.рф/politika/moment_istiny_dlya_sauny_mihaila_ignat_eva/( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ [www.svoboda.org/a/30385344.html Глава Чувашии призвал "мочить" журналистов, критикующих власти] (19.01.2020). 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Опля! Глава Чувашии устроил цирк с вручением ключей от пожарных машин / ИА REGNUM, 24 января 2020. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ В «Единой России» назвали моральным уродством поведение главы Чувашии / gazeta.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ.
- ^ ЕР обсудит исключение главы Чувашии из партии после инцидента с пожарным. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Главу Чувашии исключили из "Единой России". РИА Новости (20200128T1417+0300). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ РБК, 28 января 2020. Глава Чувашии уйдет в отставку на фоне скандалов. Уход Игнатьева планировался еще до инцидентов с журналистами и пожарными. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Владимир Путин объяснил причину увольнения экс-главы Чувашии Михаила Игнатьева. Первый канал. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ За достигнутые трудовые успехи, активную общественную деятельность и многолетнюю добросовестную работу. Указ Президента Российской Федерации от 18.05.2017 № 215 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». publication.pravo.gov.ru. Официальный интернет-портал правовой информации (22 ҫӑвӑн 2017). Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
- ^ за большой вклад в развитие сельского хозяйства и многолетний добросовестный труд. Указ Президента Российской Федерации 14 мая 2007 года № 629 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ за большой личный вклад в развитие физической культуры и спорта в Российской Федерации, пропаганду здорового образа жизни и в связи с 90-летием со дня образования федерального (государственного) и территориальных органов исполнительной власти в сфере физической культуры и спорта Приказ Минспорта России от 30 октября 2013 года № 147-нг «О награждении ведомственными наградами Министерства спорта Российской Федерации» , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ В Чебоксары прибыл посол Болгарии. https://pg21.ru (2013-25-06). Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Чӑваш Республикин официаллӑ сайтӗнчи биографийӗ
- Коновалов Н. Д. Игнатьев М. В.: Мысли вслух. 100 вопросов и ответов. — Чебоксары, 2015. — 196 с., ил.