Моляков Игорь Юрьевич

Моляков Игорь Юрьевич (1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ, Ленинград, СССР) — Раҫҫей патшалӑх тата политика ӗҫченӗ, ӑсчах-философ. Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн депутачӗсен Палатин канашӗн пайташӗ (2020 ҫултанпа). Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ (1994—2020, 2021 ҫултанпа), Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫурт-йӗр политикипе инфраструктура аталанӑвӗн комитечӗн председателӗ.

Патшалӑх Думин VII суйлаввӗн депутачӗ (2020—2021). Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн V суйлавӗн Президиумӗн пайташӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче VI суйлаври «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» фракцин ертӳҫи. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн бюджет, налук, сбор тата банк енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ (1997—1998).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Ленинградра 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче вырӑс студент ҫемьинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — Нина Михайловна — Ленинград ҫынни; ашшӗ — Юрий Иванович Моляков — Чӑваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Игорь Моляков ҫуралнӑ чухне ашшӗ строительство институчӗн пиллӗкмӗш курс студенчӗ пулнӑ; амӑшӗ пир-авӑр институтӗнче вӗреннӗ.

Малалла Игорь Моляков ашшӗ-амӑшӗпе Чӑваш АССРне куҫса килнӗ, унта Ҫӗнӗ Шупашкарта 1-мӗш шкулта вӗреннӗ. Ача чухне фортепиано (Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулне ҫӳренӗ) каланӑ, сӑвӑ ҫырассипе кӑсӑкланнӑ; ҫемьере кӗнеке вуласа сӳтсе явасси йӑлана кӗнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗпе Винокуров урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пурӑннӑ.

1978—1986 ҫулсенче — студент, кайран (1983 ҫултанпа) — А. А. Жданов ячӗллӗ Ленинград патшалӑх университечӗн философи факультечӗн аспиранчӗ.

Ӑслӑлӑх тата вӗрентӳҫӗ ӗҫӗ-хӗлӗ

1987 ҫултан пуҫласа 1988 ҫулччен Игорь Моляков И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑх атеизмӗпе совет правин кафедрин ассистенчӗ пулса ӗҫленӗ.

1988 ҫултанпа — ассистент, аслӑ вӗрентӳҫӗ (1994 ҫулччен), 1995 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен — аслӑ шкулӑн ҫутҫанталӑкпа техника факультечӗсен философи кафедрин доценчӗ. 1999—2003 ҫулсенче ҫак аслӑ шкулӑн философипе методологи кафедрин доценчӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ. 2001 ҫултан пуҫласа 2003 ҫулччен — И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн докторанчӗ.

Ӑслӑлӑх журналӗсенче 4 монографи тата 40 статья пичетленӗ.

Политика тата общество ӗҫӗ-хӗлӗ

1994 ҫултанпа 1997 ҫулччен — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн I суйлавӗн депутачӗ, унта профессилле пӗрмайхи йӗркепе ӗҫленӗ. 1997 ҫултан пуҫласа 1998 ҫулччен — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн бюджет, налук, сбор тата банк енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ (профессионаллӑ пӗрмайхи никӗс ҫинче ӗҫленӗ). 1998—1999 ҫулсенче — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш суйлавӗн депутачӗ, унта ҫаплах профессиллӗ пӗрмайхи никӗсӗпе ӗҫленӗ.

undefined

1999 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи. 2003—2011 ҫулсенче — «Наследие» ыркӑмӑллӑх фончӗ» коммерциллӗ мар организацин директорӗн ҫумӗ. 2011 ҫулхи утӑ-юпа уйӑхӗсенче — Чӑваш Республикин «Аталану» общество фончӗн директорӗн ҫумӗ. КПРФ Чӑваш рескомӗн секретарӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ.

2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн яланхи никӗсӗпе ӗҫлекен ҫумӗ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче те суйланнӑ. 2017 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулма суйланӑ, депутатсен ӗҫ-хӗлне яланхи йӗркепе пурнӑҫласа пынӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Политика партийӗн Регионти уйрӑмӗнчен пӗрлӗхлӗ суйлав округӗпе ӗҫлекен депутачӗ Справедливая Россия Чӑваш Республикинче (общереспублика пайӗ). Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн членӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн пайташӗ.

Справедливая Россия Политика партийӗн Тӗп канашӗн пайташӗ, Справедливая Россия Политика партийӗн Регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн секретарӗ (2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа). Справедливая Россия фракцийӗн ертӳҫи Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗнче.

2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Игорь Моляков Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче суйлавҫӑсемпе халӑх хушшинче тӗлпулу ирттернӗ. Асӑннӑ тӗлпулӑва вырӑнти влаҫсем килӗшмен митинг тесе хакланӑ. Муниципалитет влаҫӗсемпе тӗл пулмалли килӗшӳ процедури иртмен пирки 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ Игорь Молякова административлӑ правӑна пӑснине тунӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 75 пин тенкӗлӗх штраф палӑртнӑ. Игорь Моляков хӑй административлӑ орган позицийӗпе килӗшмен, анчах ӑна айӑпли тесе йышӑнсан суд ӑна обществӑлла ӗҫсене наказани вырӑнне лартма ыйтнӑ. Хӑйӗн ыйтӑвне вӑл штрафсене тӳлеме ҫителӗклӗ укҫа вырнаҫтарманнипе сӑлтавланӑ. Чӑваш Ене суд Патшалӑх канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов ҫине штраф хунӑ // ch. versia. ru.

2020 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Госдума депутачӗн мандатне илнӗ. Госдума депутачӗн Олег НиколаеваМоляков урӑх ӗҫе куҫнӑ май Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн врио дума мандатне илнӗ // iz. ru. 2020 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Республикинчи Регионсен уйрӑмӗн Канашӗн Председателӗ шутланать.

2021 ҫулта сипленсе темиҫе операци чӑтса ирттернӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2025 ҫулхи суйлавӗ умӗн Игорь Молякова Чӑваш республикин Патшалах Канашенчи должноҫӗнчен те хатарнӑ, «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» партирен те кӑларнӑ.

Ҫемье тата харпӑр пурнӑҫ

Авланнӑ, икӗ ачаллӑ. Арӑмӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш хӗрарӑмӗ, унпа пӗрле 40 ҫула яхӑн пурӑннӑ. Арӑмӗ 2025 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Поэт, философ, музыкант. Пушӑ вӑхӑтра Игорь Моляков кӗнекесемпе ӗҫлет: ҫӗнӗ сӑвӑсен пуххине, «Заметки на ходу» роман хатӗрлет тата «Москва», «Крым», «Питер» ҫул-йӗр шухӑшлав-тӗрленчӗкӗсене редакцилет.

Ашшӗ Юрий Иванович Моляков КПСС Ҫӗнӗ Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ, КПСС Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти Калинин районӗнчи 34-мӗш Ҫамрӑксен суйлав округӗнчен суйланнӑ Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ.

Олег ятлӑ шӑллӗ пур — Чӑваш Республикин экономика министрӗн ҫумӗ (2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тата 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа) тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Шӑллӗ Михаил (1975 ҫ.) Санкт-Петербургра вӗрентет, ӳнерҫӗ.

Хисепӗсем

  • «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа» асӑну медалӗ (2020),
  • Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Хисеп грамоти,
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти,
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав ҫырӑвӗ.

Ӗҫӗсем

  • Жилищно-коммунальное хозяйство в условиях перехода к рыночной экономике / Ю. И. Моляков, Л. Ю. Браславский, И. Ю. Моляков. – Чебоксары: Изд-во Чувашского ЦНТИ, 1992. – 133 с.: схем., табл.
  • Моляков Игорь. Моляков—Федоров: хирӗҫ-тӑру опычӗ // litresp. ru

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Комментарисем
Ҫӑлкуҫсем

Категори: Санкт-Петербургри патшалӑх университечӗн философи факультетӗнче вӗренсе тухнисем

Категори: Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем

Категори: Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин VII чӗнӗвӗн депутачӗсем

Категори: Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем

Категори: «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсем

Категори: КПРФ пайташӗсем

Категори: Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем