Ҫӗнӗ Шупашкар

Çĕнĕ Шупашкар, — Чăваш республикин тĕп хулинчен — Шупашкартан 21 çухрăмра вырнаçнă çум-хула. Пĕтĕмпе хулара 126 пин çын пурăнать, хулан çĕр лаптăкĕ — 36,7 çм2. Хула патĕнче Шупашкар ГЭСĕ вырнаçнă.

Хула виççĕ района пайланать: Анăç, Кăнтăр тата Тухăç. Вĕсене пурĕпе 18 микрорайон кĕрет.

Хула кун-çулĕ

undefined

Çĕнĕ Шупашкара 1960 çулта хăпартма пуçланă. Çав вăхăтра пысăк хуласем çумĕнче çум-юлташ (спутник) туни анлă саралнă пулнă. Никĕсне хунă тапхăрта хула "Спутник" ятлă пулнă. Малтанах ăна пушă вырăнсенче çĕкленĕ, каярах хула территорине юнашар ял — Ельниково, Яндашево, Анаткасси, Чиканкасси тата ыттисем — çĕрĕсем те кĕрсе каяççĕ:

Хула çуралнă кунĕ — 1960 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕ. Çĕнĕ Шупашкар питĕ хăвăрт ӳснĕ. 1978 çулта халăх митингĕ çак пурăну лаптăкĕн пĕрремĕш миллион çм2 хывнине палăртнă, тепĕр пилĕк çултан хулара çĕр пиннĕмĕш çын çуралнă.

Хуçалăхĕ

  • ОАО «Химпром»
  • ХАП «ДюПон Химпром»
  • Шупашкар ГЭСĕ
  • Шупашкар пăрăх завочĕ
  • МУП Çĕнĕ Шупашкар электро чĕнтĕрĕ
  • МУП Çĕнĕ Шупашкар ăшă чĕнтĕрĕ
  • Сăра пĕçерекен компани УАП «Сан ИнБев»
  • УАП Мамăк тĕртекен фабрика «ПИКЕ»
  • УАП «Çĕнĕ Шупашкар макарон фабрики»
  • РГУП «Çĕнĕ Шупашкар çăкăр завочĕ»
  • Асфальт-бетон завочĕ УАП «Дорисс»
  • УАП «Комбинат напитков»
  • УАП «Стройдеталь»
  • УАП «ИСК»

Культура

Театрсем

  • Чăваш патшалăх хăнăхтаруллă мим-театр «Çумăр»

Адресĕ: 41 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар

  • Чăваш патшалăх хăнăхтаруллă драма театрĕ

Адресĕ: 27 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар

Хаçат-журнал

Тăванла хуласем

Паллă çынсем

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем