Григорьева Лидия Николаевна
Ҫын пирки | |
Григорьева Лидия Николаевна | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ[1] (51 ҫул) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Альма-матер |
Григорьева Лидия Николаевна (хӗр чухнехи хушамачӗ Никифорова[2]; 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ, Смычка, Йӗпреҫ районӗ, Чӑваш АССР, СССР — вӑрӑм дистанцисене чупакан Раҫҫей спортсменки, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин спортсмен-инструкторӗ. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ.
Кун-ҫулӗ
Пӗрремӗш тренерӗ — Матрин Николай Александрович (Тольятти хули). Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче 1999 ҫултанпа. Профсоюзсен чысне хӳтӗлет. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ (10 000 м). XXVII (2000, Сидней), XXVIII (2004) Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. 1989 ҫултанпа тренер пулса ӗҫлет. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Волгоградри патшалӑх физкультура институтӗнче (1998) пӗлӳ илнӗ.
Ҫитӗнӳсем
- Кросс енӗпе Раҫҫей чемпионки (1998, 2000) .
- Раҫҫей чемпионачӗсен 10 000 м чупассинче ҫӗнтерӳҫӗ (2004), кӗмӗл (2000) тата бронза (1999, 2003) призёрӗ.
- 3000 м чупассинче бронза призёрӗ (2004). Харпӑр рекорд — 30.57,83 (2003)
- Шоссепе чупакан спортсменкӑсен тӗнче топ-листинче Раҫҫейри ҫӑмӑл атлеткӑсем хушшинче чи вӑйли пулнӑ.
- Тӗнчери ҫурма марафонра командӑсен ӑмӑртӑвӗн чемпионки (2003).
- Европа чемпионӗсен Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2003).
- Парижри (2005), Лос-Анджелесри (2006), Бостонри (2007), Чикагори (2008) марафонсен ҫӗнтерӳҫи.
Дисквалификаци
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ Допингпа кӗрешекен дисциплинарлӑ комитет йышӑнӑвӗпе Лидия Григорьевӑна 2016 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха дисквалификацилеме йышӑннӑ. Григорьевӑн 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пулнӑ результачӗсене пурне те пӑрахӑҫланӑ[3][4][5].
Ҫемье
- Мӑшӑрӗ тата тренерӗ — Григорьев Валерий Николаевич[2].
- Хӗрӗ — Виктория[6]
- Ашшӗ-амӑшӗ (Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Смычка ялӗнче пурӑнаҫҫӗ): ашшӗ — Никифоров Николай Михайлович; амӑшӗ — Никифорова Клавдия Павловна.
- Аслӑ аппӑшӗ — Ирина Тимофеева Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетки[6].
Ӑнлантарусем
- ^ Lidiya Grigoryeva // World Athletics Database
- ^ 1, 2 Скородумов Н. Г. Григорьева Лидия Николаевна // Электронная Чувашская энциклопедия.
- ^ Лидия Григорьева дисквалифицирована за допинг // Спорт-Экспресс. — 2016. — 15 Ҫӗртме уйӑхӗн. 2019 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Две российские спортсменки дисквалифицированы из-за допинга // Коммерсантъ. — 2016. — 15 Ҫӗртме уйӑхӗн. 2019 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Информация о дисквалификации: легкая атлетика | РУСАДА . web.archive.org (29 Ака уйӑхӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 12 Юпа уйӑхӗн 2020. оригиналтан архивланӑ 29 Ака уйӑхӗн 2017 ҫул.
- ^ 1, 2 Победы Лидии Григорьевой // Спортсмены : Иллюстрированное издание. — Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во. — Т. 3. — . — ISBN 5-7670-1271-7.
Каҫӑсем
- Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1974 ҫулта ҫуралнисем
- Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнисем
- Смычкӑра ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- СССРта ҫуралнисем
- Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт ӑстисем
- 2000 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисенчи ҫӑмӑл атлетсем
- 2004 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисенчи ҫӑмӑл атлетсем
- Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионӗсем
- Раҫҫейӗн вӑрӑм дистанцийӗсене чупакансем
- Париж марафонӗн ҫӗнтерӳҫисем
- Бостон марафонӗн ҫӗнтерӳҫисем
- Чикаго марафонӗн ҫӗнтерӳҫисем
- Тольятти спортсменӗсем
- Чӑваш Ен спортсменӗсем
- Мускавӑн ҫӑмӑл атлечӗсем
- Волгоградри физкультура академийӗнче вӗренсе тухнисем
- Антидопинг йӗркисене пӑснӑшӑн дисквалификациленнӗ ҫӑмӑл атлетсем