Угаслов Николай Фёдорович

Николай Фёдорович Угаслов (ҫур. 1952 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ, Хула Çырми (Çĕпрел районĕ), Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики) — политик, пӗрлӗх ӗҫченӗ, шултра усламҫӑ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ[1].

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2008), Тутарстан Руспубликин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2008), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ (2011), Шупашкарти «Ҫулталӑк меценачӗ» хула конкурсӗн лауреачӗ (2006), Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ (2014){{[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Тутар АССРӗн Ҫӗпрел районӗнчи Хула Ҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫурт-йӗр тӑвӑм факультетӗнче вӗренсе тухнӑ.

Каменщик пулса СУ-4 «Спецстроймеханизация» организацинче, Саранскри ҫурт тӑвакан комбинатра маҫтӑр пулса вӑй хунӑ. 1973—1992 ҫулсенче – СМУ-2 организацире монтажник, маҫтӑр, прораб, тӗп инженер пулса ӗҫленӗ, СМУ-102 пуҫлӑхӗ, Шупашкарти ҫурт тӑвакан комбинатра проектӑн тӗп инженерӗ пулса тӑрӑшнӑ. 1989 ҫулта «Армения – Чувашстрой» ҫурт тӑвакан пуйӑс пуҫлӑхӗ, Ленинакан хулана ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен тунӑ. 1992 ҫулта ҫурт тӑвакан «ТУС» компанине йӗркеленӗ, халӗ те унӑн тӗп директорӗ.

1999 ҫултан — «САПР» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорӗ.

2001 ҫултанпа — «ТУС» АО тӗп директорӗ[1].

Пӗрлӗх тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемпе палӑрса тӑрать. Н. Полорусов-Шелепи чӑваш халӑх поэтӑн тӑван ҫӗрӗнче (Тутарстан), чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи И. Я. Яковлев тӑван ҫӗрӗнче, икӗ хутчен Социализм ӗҫӗн Паттӑрӗ П. Дементьев тӑван ҫӗрӗнче палӑксем лартнӑ. «Чуваши Татарстана» наци энциклопеди пуххине кӑларма укҫапа пулӑшнӑ[2].

Депутат ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 5-мӗш, 6-мӗш, 7-мӗш суйлавӗсен депутачӗ.
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн пайташӗ.
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн аграри ыйтӑвӗсемпе, ҫут ҫанталӑкпа усӑ курассипе тата экологипе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ.
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫурт-йӗр политики тата инфратытӑм аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ[1].

Обществӑлла ӗҫ

  • Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
  • Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн пайташӗ.
  • 2003 ҫултанпа Тутарстанри чӑвашсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн председателӗ.
  • 2009—2013 ҫулсенче – Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, 2013—2021 ҫулсенче – ЧНК президенчӗ, 2021 ҫултан ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ[2].

Кӗнекесем

  • «Чуваши Татарстана» (коллективпа).

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Угаслов Николай Федорович (с 19.09.2021) (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики. Государственный Совет Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Угаслов, Николай Федорович (08.02.1952) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.

Литература

  • Трофимов, А. А. Архитектор жизни = Пурнӑҫ архитекторӗ = Architect of life : [моногр.] / А. А. Трофимов, П. В. Афанасьев – Чебоксары : [б. и.], 2012. – 271 с. : цв. ил., портр.
  • Васильев, А. Йӑхташсем ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесшӗн / А. Васильев // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2015. – 22 авӑн (№ 5). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Григорьев, В. Яваплӑха туйса / В. Григорьев // Хыпар. – 2014. – 29 ака . – С. 4.
  • Громова, А. Угаслов – Шупашкарӑн Хисеплӗ гражданинӗ / А. Громова // Хыпар. – 2014. – 14 ҫурла. – С. 1.
  • Леонтьева, З. Чӗресене юрӑсемпе ташӑсем ӑшӑтрӗҫ / З. Леонтьева ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Ял пурнӑҫӗ (Тутарстан). – 2014. – 2 июль (№ 47). – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Смирнова, Н. Ырӑ ырӑпа таврӑнать / Н. Смирнова // Хыпар. – 2014. – 27 чӳк – С. 4 : сӑн ӳкерчӗксем ; Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2014. – Раштав (№ 10). – С. 4 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Угаслов, Н. Ф. Тӑван халӑх умӗнчи тивӗҫ / Н. Смирнова калаҫнӑ // Хыпар. – 2014. – 5 ака. – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Угаслов, Н. Ф. Н. Ф. Угаслов: «Чӑвашсен пуласлӑхне шанатӑп» / И. Трифонова калаҫнӑ // Сувар. – 2014. – 26 дек. (№ 51). – С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Яковлева, З. Николай Угаслов – Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ / З. Яковлева // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2014. – Ҫурла (№ 6). – С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Афанасьев, П. В. Угаслов Николай Федорович / П. В. Афанасьев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 296-297.
  • Бодрова, О. Рад и стар, и млад / О. Бодрова ; фото автора // Чебоксар. новости. – 2011. – 1 окт. – С. 2.
  • Сорокин, Н. М. Угаслов Николай Федорович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. – Чебоксары, 2015. – С. 184-186.
  • Титов, Н. Гражданин – звучит гордо / Н. Титов // Совет. Чувашия. – 2014. – 14 авг. – С. 5 : фот.
  • Угаслов, Н. Николай Угаслов: «Мы достойно провели юбилей, с достоинством мы провожаем уходящий год» / Н. Угаслов; записала Н. Шаклина] // МК в Чебоксарах. – 2016. – 30 дек. – 13 янв. (№ 1/2). – С. 20 : фот.
  • Угаслов, Н. Ф. Николай Угаслов: «Мой путь – помогать людям» : директор строительной компании готов вкладывать в будущее детей личные средства / Н. Ф. Угаслов ; [записал Д. Новак] // Моя Империя. – 2011. – № 5/6 (47). – С. 22-28.
  • Угаслов Николай Федорович // Строители Чувашии : [ил. изд.] / сост. П. Сымкин. – Чебоксары, 2015. – С. 264-266.
  • Угаслов Николай Федорович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 437-438.