Николаев Вадим Иванович

Кун-ҫулӗ

Ҫуралнӑ вырӑнӗ

1981 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институчӗн агрономи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1981 ҫулта Шупашкарти «Чувашхмельпром» производство пӗрлешӗвне ӗҫлеме вырнаҫнӑ.

1981–1983 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ.

Профессиллӗ ӗҫӗ-хӗлӗ

1983 ҫултан пуҫласа 1986 ҫулччен «Чувашское» производство пӗрлешӗвӗн аслӑ агрономӗ пулса ӗҫленӗ. 1986 ҫулта Канашри хӑмла пункчӗн агрономӗ тата Чӑваш Енри Канаш районӗнчи агроном-агрохимикӗ пулса ӗҫленӗ.

1986–1990 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Госагропром агрономӗ, кайран аслӑ агрономӗ пулнӑ, 1990–1992 ҫулсенче — «Чувашское» комбикормсемпе сысна какайӗ туса кӑларакан хуҫалӑхсен хушшинчи пӗрлешӗвӗн тӗп технологӗ, председателӗн ҫумӗ пулнӑ[1].

1992 ҫултан пуҫласа 1995 ҫулччен «Взаимодействие» АХТО (Шупашкар хули) пӗрлешӗвӗн председателӗ пулнӑ. 1995–1998 ҫулсенче — «Чувашсвинопром» ХАО тӗп директорӗ, 1998–1999 ҫулсенче — «Волга-Корма» ТМЯП (Шупашкар хули) директорӗ. 1999 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулччен — «Чӑваш бройлерӗ» УАО директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Политикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ

2002 ҫулта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш пухӑвне суйланӑ, 2006, 2011 тата 2016 ҫулсенче каллех депутат пулса тӑнӑ. Патшалӑх Канашӗн экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитетӑн пайташӗ; Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн пайташӗ.

2011 ҫулта Чулхулари патшалӑх ял хуҫалӑх академинче экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑсчах степеньне тивӗҫмешкӗн «Бройлер кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес ӗҫре ҫаврӑнӑш капиталӗпе усӑ курнин тухӑҫлӑхне ӳстерни» темӑпа диссертаци хӳтӗленӗ.

2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен Патшалӑх канашӗн депутачӗсем «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин пуҫарӑвӗпе 39 сасӑ пуҫтарса ытларах пайне пухса (пӗри тытӑнса тӑнӑ) Леонид Лебедев вӑхӑчӗ пӗтиччен отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн Федераци Канашӗнче хӑйӗн представителӗн тивӗҫӗсене Николаева пама сасӑланӑ[2].

2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртнӗ, ҫавна май Николаевӑн Федераци Канашӗнчи полномочийӗсем вӗҫленнӗ. Унчченхи йышри 44 парламентарирен 23-шӗ ҫеҫ юлнӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсем (36 ҫын) хӑйсем валли ытларахӑш пайне упраса хӑварнӑ. 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем «пӗр шухӑшлӑ» сасӑласа Николаев тивӗҫӗсене упраса хӑварассипе килӗшнӗ [3].

2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — аграрипе апат-ҫимӗҫ политикин тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин комитечӗн пайташӗ.

Хисеплӗ ячӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Николаев, Вадим Иванович. Энциклопедия. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  2. ^ Чувашские депутаты решили направить в СФ единоросса Вадима Николаева. РИА Новости (11 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ Вадим Николаев сохранил пост федерального сенатора от Госсовета Чувашии. РИА Новости (29 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.

Каҫӑсем