Иванов Николай Иванович (политик)

Иванов Николай Иванович (ҫур. 1955 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ, Анаткас Тушкил, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫейри муниципалитет тата патшалӑх ӗҫченӗ. Раҫҫей Федерацийӗн 3-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи. Чечен Республикин наци политики, тулаш ҫыхӑнусем, пичет тата информаци министрӗн ҫумӗ (2017 ҫултанпа)[1].

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин мэрӗ (1996—2000). Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ, Федераци Канашӗн пайташӗ (2000—2001).

Биографийӗ

Ӑҫтан тухни

1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнчен «Ял хуҫалӑх механизацийӗ» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. 1992 ҫулта Мускаври Халӑхсен туслӑхӗн орденӗн коопераци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ[1]. 2002 ҫулта Мускаври уҫӑ социаллӑ университетран «Юриспруденци» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ.

1978 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 1978 ҫулхи чӳкчен — Республикӑри хӑмла ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен «Чӑвашхмельпром» производствӑпа ӑслӑлӑх пӗрлешӗвӗн ӗҫ процесӗсемпе ӗҫлекен инженерӗ. 1978 ҫулхи чӳкрен пуҫласа 1980 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — призывпа ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ.

1980 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа 1984 ҫулхи чӳкчен — «Куславкка» ПМК тӗп механикӗ, пуҫлӑхӗ, «Чӑвашспецхмельстрой» трест тӗп механикӗ. 1984 ҫулхи чӳкрен пуҫласа 1988 ҫулхи нарӑсчен — Шупашкарти «Химпром» производство пӗрлешӗвӗн ОРС суту-илӳпе сбыт базин тӗп инженерӗ.

1988 ҫулхи нарӑсран пуҫласа 1992 ҫулхи пушчен — Чӑваш АССРӗн Ҫӗнӗ Шупашкар горисполкомӗн суту-илӳ тата тӳлевлӗ пулӑшу пайӗн заведующийӗ. 1992 ҫулхи пушран пуҫласа 1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — Чӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн комплекслӑ анализ тата пасар хутшӑнӑвӗсене йӗркелекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ.

1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1995 ҫулхи ҫурлаччен —"Суту-илӳ бази" МПТ директорӗ. 1995 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 1996 ҫулхи авӑнччен — «Суту-илӳ бази» АООТ тӗп директорӗ[1].

Чӑваш Енри муниципалитет тата патшалӑх служби

Ҫӗнӗ Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутатне суйланнӑ. 1996 ҫулхи авӑнран пуҫласа 1996 ҫулхи раштавччен — Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ. 1996 ҫулхи раштавран пуҫласа 2000 ҫулхи нарӑсчен — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин самоуправлени пуҫлӑхӗ.1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ.

2000 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ мар вун пиллӗкмӗш сессийӗнче унӑн председательне суйланӑ (хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайнӑ Л. П. Куракова вырӑнне ларнӑ). 2000 ҫулхи нарӑсран пуҫласа 2001 ҫулхи акаччен — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ.

2001 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче председатель тивӗҫӗсенчен хӑтарнӑ; должноҫпа РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн йышне кӗнӗ, бюджет, налук политики, финанс, валюта тата таможня йӗркелӗвӗ, банк ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен Комитетӑн пайтанӗ шутланнӑ; Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗн постӗнчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн Федераци Пухӑвӗн пайташӗн полномочийӗсене 2001 ҫулхи чӳкчен пурнӑҫланӑ (вӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн суйланнӑ представительне панӑ).

2001 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Н. Иванова председатель постӗнчен отставкӑна ярас ыйтӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗн кун йӗркине вӑл парламент регламентне пӗрре мар пӑснӑ тесе 55 депутат ҫырнӑ заявление тӗпе хурса кӗртнӗ. «Коммерсантъ» хаҫат (2001 ҫулхи акан 19-мӗшӗ) пӗлтернӗ тӑрӑх, Иванов хӑй тухса калаҫнисен кӗнекине кӑларма бюджет укҫи-тенкипе усӑ курнӑ, Шупашкар мэрӗн должноҫне КПРФран суйланма тӑратнӑ кандидата агитацилеме ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫпа хирӗҫӳллӗ лару-тӑру кӑларса тӑратма провакаци тунӑ тесе айӑпа хунӑ. Спикер тата ун майлисем тӳрре тухма, айӑплав факчӗсене тӗрӗслекен комисси йӗркелеме хӑтланни ӑнӑҫупа вӗҫленмен. ИТАР-ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрттӑн сасӑланӑ чухне Патшалӑх Канашӗнчи 87 депутатран иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ Иванова отставкӑна ярассишӗн сасӑланӑ.

Федераци Канашӗн Аппаратӗнче ӗҫлени

2001 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен Н. И. Иванов Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Аппаратӗнче патшалӑх службинче пулнӑ.

2001 ҫулхи чӳкрен пуҫласа 2002 ҫулхи акаччен — Федераци Канашӗн йӗркелӳ ӗҫӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес енӗпе ӗҫлекен Управленин Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну йӗркелессипе ӗҫлекен пай канашҫи.

2002 ҫулхи акаран пуҫласа 2003 ҫулхи пушчен — Йӗркелӳ управленийӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗ тата влаҫ органӗсем федераци органӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес енӗпе ӗҫлекен пай канашҫи.

2003 ҫулхи пушран пуҫласа 2003 ҫулхи авӑнччен — Федераци Канашӗн Председателӗн С. М. Мироновӑн канашҫи.

2003 ҫулхи авӑнран пуҫласа 2006 ҫулхи пушчен — Йӗркелӳ управленийӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркелекен пай канашҫи.

2006 ҫулхи пушран пуҫласа 2006 ҫулхи ҫурлаччен — Йӗркелӳ управленийӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

2006 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2010 ҫулхи юпаччен — Йӗркелӗ управленийӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркелекен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

2010 ҫулхи юпаран пуҫласа 2012 ҫулхи утӑччен — Йӗркелӗ управленийӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

2012 ҫулхи утӑран пуҫласа 2012 ҫулхи раштавччен — Йӗркелӳ управленийӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ.

2014 ҫулхи раштавран пуҫласа 2016 ҫулхи юпаччен — Йӗркелӳ управленийӗн Федераци Канашӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме пулӑшакан пай пуҫлӑхӗ.

Чечняра

2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Чечен Республикин наци политикин, тулашри ҫыхӑнусен, пичет тата информаци министрӗ Джамбулат Вахидович Умаров хушнипе министрӑн ҫумӗ Николай Иванов Мускавра иртнӗ Этнос тата регионсенчи МИХсен III Медиафорумне хутшӑннӑ.

Ҫемье

Авланнӑ, виҫӗ ача пур. 2001—2016 ҫулсенче Н. И. Иванов Мускавра пурӑннӑ; 2017 ҫултанпа Чечен Республикинчи Грозный хулинче пурӑнать.

Наградӑсемпе званисем

  • II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ[2]
  • Раҫҫей Федерацийӗн 3 класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи
  • «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе — 100 ҫул» асӑну медалӗ (2020)

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Иванов, Николай Иванович (государственный деятель; 24.10.1955) (выр.). наследиечувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ Иванов Николай Иванович (выр.). council.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.

Каҫӑсем