Николаева Галина Григорьевна
Галина Григорьевна Николаева (çуралнă чухнехи хушамат Логинова, ҫур. 1954 ҫулхи акан 7-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей политикӗ, РФ Социаллӑ страховани фончӗн Чӑваш Республикинчи регионти уйрӑмӗн управляющийӗ (2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен).
РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ (2012—2014).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Галина Николаева 1954 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле районӗнчи Краснооктябрьски посёлокӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
1975 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен «вырӑс чӗлхипе литератури» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ.
1976 ҫулччен Ҫӗмӗрле районӗнчи Кабановӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта ачасене вӗрентнӗ.
1976 ҫултан пуҫласа 1979 ҫулччен ВЛКСМ Ҫӗмӗрле район комитечӗн иккӗмӗш секретарӗ, кайран 1985 ҫулчен — ВЛКСМ Чӑваш облаҫӗн комитечӗн секретарӗ пулнӑ[1].
1985—1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
1998–2000 ҫулсенче Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче ертсе пыракан тата тӗп специалист вырӑнӗнче тӑрмашнӑ.
2000—2001 ҫулсенче — Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Полномочиллӗ представительствин элчи пулнӑ, 2001—2002 ҫулсенче Чӑваш Республикин президент администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ шутланнӑ.
2002 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулччен пай пуҫлӑхӗ, кайран Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи пулнӑ[2].
2012 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн М. В. Игнатьевӑн хушӑвӗпе ӑна Федераци Канашӗн пайташӗ — регионӑн патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗнчен элчӗ пулма ҫирӗплетнӗ[3].
2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи ака уйӑхӗччен Федераци Канашӗн ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура тата информаци политикин комитетӗнче, 2014 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен — Ӑслӑлӑх, вӗренӳ тата культура комитетӗнче тӑнӑ.
2014 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Федераци Канашӗн 595-СФ №-лӗ йышӑнӑвӗпе Г. Г. Николаевӑн полномочийӗсене 2014 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑчӗ тухиччен чарса лартнӑ[4].
2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн социаллӑ страховани фончӗн Чӑваш Республикинчи регионти уйрӑмне ертсе пынӑ[5]. 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн социаллӑ страховани фондне Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗпе пӗрлештерсе реорганизациленӗ, ҫӗнӗ учреждение Раҫҫей Федерацийӗн пенси тата социаллӑ страховани фончӗ ят панӑ. Раҫҫейӗн Социаллӑ фончӗн Чӑваш Республикинчи управляющине Николаев Валерий Петровича лартнӑ[6].
Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн политика канашӗн пайташӗ[7].
Хисепӗсем
2014 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче парламент Ассамблейипе унӑн органӗсен ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑннӑшӑн, ҫавӑн пекех патшалӑхсен — Содружествӑна хутшӑнакансен — хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ӑна МПА СНГ Канашӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ[8];
2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче парламентаризма аталантарас тата ҫирӗплетес ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗн право никӗсӗсене аталантарас тата лайӑхлатас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, тӗнчери ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗшӗн тата парламентсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетнӗшӗн «МПА СНГ. 25 ҫул» медальпе чысланӑ[9].
Çавăн пекех пăхăр
Ӑнлантарусем
- ^ Николаева Галина Григорьевна. Единая Россия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
- ^ Н. Б. Малясова. Николаева Галина Григорьевна. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
- ^ На место сенатора от Чувашии определена чистокровная чувашка-единоросс. ИА REGNUM (5 утӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
- ^ О досрочном прекращении полномочий члена Совета Федерации Федерального Собрания Российской Федерации Николаевой Галины Григорьевны. Постановление № 595-СФ. Совет Федерации (17 раштавӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
- ^ Николаева Галина Григорьевна. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Информация для работодателей от ФСС (выр.). Урмарский муниципальный округ (19 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Николаева Галина Григорьевна. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Постановление Совета Межпарламентской Ассамблеи государств — участников Содружества Независимых Государств от 17 апреля 2014 года № 27 «О награждении Почётной грамотой Совета Межпарламентской Ассамблеи государств — участников Содружества Независимых Государств». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Постановление Совета Межпарламентской Ассамблеи государств — участников Содружества Независимых Государств от 27 марта 2017 года № 17 «О награждении медалью «МПА СНГ. 25 лет»
Вуламалли
- Николаева Галина Григорьевна. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
- Сенатор от Чувашии // Çĕмĕрлери "Вперед" хаçат. – 2012. – 13, июль. – С.3. (Хаçатăн чăвашла дубляжĕнче ку статья пуррипе çукки паллă мар).
- Захарова, Любовь. От учительницы до сенатора. — Ҫӗнӗ Шупашкарти "Грани" хаçатран. 13.12.2012 / Любовь Захарова / Встреча для вас, Собеседник / сенатор Галина Николаева
- Лукиянова, З. Палтиел хӗрӗ [Текст] : [20-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчи ҫӗршывӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ Ольга Васильевна Урукова (Вериалова) ҫинчен] / З.Лукиянова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. - 2003. - 22-28 чӳк (№ 47). - С. 4
- Харитонова В.Г.Чăваш энциклопедийĕнчи статья.